Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Халăх театрне – 30 çул

Хĕрлĕчутайсем ĕлĕкрен театр искусствине килĕштернĕ. Ял интеллигенцийĕ тĕрлĕ спектакльсем лартса хăйсен ăсталăхĕпе халăха тĕлĕнтернĕ. Уйрăмах драма коллективĕ Пелагея Ивановна Васюкова библиотекарь ертсе пынă чухне ăнăçлă ĕçленĕ. Стеша Хохлова, Вера Павлова, Иванпа Роза Ландышевсем, Василий Патрикеев, Илья Васильев тата ыттисем Федор Павлов, Николай Айзман, Герасим Харлампьев, Антон Чехов, Иван Тургенев хăйлавĕсене кăтартса куракансен асăнче нумайлăха юлнă.

60-мĕш çулсенче Роберт Галимов учитель Максим Горькин «Васса Железнова», Александр Островскин «Çутти пур та ăшши çук», Афанасий Саланскин «Хĕр – параппанçă» драмăсене хатĕрленĕ. Нина Самсонова, Галина Анисимова, Николай Владимиров, Гера Моисеев, Ираидăпа Геннадий Стекольщиковсем, Раисăпа Геннадий Языковсем тата Алина Скворцова тĕлĕнмелле лайăх вылянă.

Ятарласа пĕлÿ илнĕ Раиса Языкова культура çуртĕнче ĕçлеме тытăнсан драма коллективĕн ĕç ÿсĕмĕ палăрнă. Вăл лартнă «Туй икерчи», «Эльпуçĕнчи Нарспи», «Кай-кай Ивана» спектакльсенче Зоя Петрова, Валерий Судаков, Юрий Егоров, Галина Почейкина, Нина Инидеркина, Виталийпе Федор Калистратовсем палăрнă, ялтан яла çÿресе халăха савăнтарнă. «Ялан чуп-чуп уйăхĕ пулмасть» камите Пăрачкав салинче иртнĕ куравра вылянă хыççăн Культура министерствин йышăнăвĕпе Хĕрлĕ Чутайри драма коллективне «Халăх театрĕ» хисеплĕ ят пама палăртнă. Çакă шăпах 30 çул каялла пулнă. Сăмах май, ыран халăх театрĕ шăпах хăйĕн юбилейне паллă тăвать.

Театр училищине пĕтернĕ Варвара Колокольчикован «Отважное сердце» тата «Шурă хурăн айĕнче» спектаклĕсене халăх ăшшăн йышăннă. Çакăн хыççăн театр училищи хăйĕн вĕренекенĕсене кашни çул практикăна Хĕрлĕ Чутайри çамрăксен халăх театрне икшер уйăхлăха янă. Матрена Ворожейкинапа Федор Самарин студентсем темиçе спектакль те лартнă.

Сакăр вуннăмĕш çулсенче театр Мария Ухсай пьеси тăрăх «Çу, çумăр, çу» драмăна районти нумай ял клубĕсенче, Шупашкар, Çĕрпÿÿ, Çĕмĕрле, Етĕрне хулисенче, Элĕк салинче 34 хутчен вылянă. Аркадий Эсхель çырнă «Виçĕ туй», Константин Ивановăн «Ытарайми хĕрача», Анатолий Большаков çырнă «Янра гитара» спектакльсене те лартнă. Рольсенче вылякан Матрена Хохлова, Перасковья Гусельщикова, Петрпа Николай Законовсем, Елизаветапа Константин Грузиновсем, Виталий Петров, Анфиса Андреева, Раисăпа Алексей Никитинсем, Людмила Михуткина, Зоя Майорова мухтава тивĕç. Вĕсенчен нумайăшĕ пирĕнтен уйрăлса кайнă ĕнтĕ.

Тăхăр çул халăх театрĕ республикăри çамрăксен театрĕн филиалне халăхпа туслă пулма пулăшрĕ. Ас тăватăр пулĕ, театр спектакльсем кăтартнă кун Культура керменĕ умĕнче вуншар автобус пухăнатчĕ, курмалли залра çын валли вырăн та юлмастчĕ. Тахçан Серенкасси каччи Вячеслав Оринов халăх театрĕн спектаклĕсене хутшăнса театр искусствипе туслашрĕ, яланлăхах унăн чури пулса тăчĕ. Паянхи кун вăл – республикăри Çеçпел Мишши ячĕпе хисепленекен çамрăксен театрĕн илемлĕх ертÿçи.

Уйрăмах театр юлашки çулсенче палăрмалла ĕçсемпе пуянланчĕ. Тамара Иванова “Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем”, “Хуняма”, “Вĕлтрен кайăкĕ”, “Иртни те таврăнать” спектакльсем лартнă. “Сафрон Иванч кин кĕртет” камит вара Вăрнарти “Ахрăм” смотрĕнче Диплома тивĕçнĕ.

Халăх театрĕн юлашки ĕçĕ – Николай Сидоров пьеси тăрăх Роберт Галимов лартнă «Кукша пуçа куршанкă çыпăçмасть» камит.

Театра ялан район ертÿçисем хавхалантарса пынă, районти ĕçченсене кану вăхăтне усăллă ирттерме хистенĕ. Малашне те театр халăха интереслĕ камитсемпе, çĕнĕ спектакльсемпе савăнтарĕ.



"Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)
20 декабря 2006
00:00
Поделиться