Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Кĕнекере - ăс-хакăл çăл куçĕ

РАШТАВĂН 18-23-мĕшĕсенче Чăваш Енре Раççей Федерацийĕн пичет тата массăллă коммуникаци агентствин пуçарăвĕпе ача-пăча тата çул çитменнисем валли “Кĕнекепе - Çĕнĕ çула” вулав фестивалĕ иртет.

Вулав уявне пирĕн республикăра ирттерессине Николай Федоров Президент ырланă. Унăн пуçарăвĕпе 2006 çул Чăваш Республикинче - Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ. 2007 çул Ача çулталăкĕ пулĕ. “Кĕнекепе - Çĕнĕ çула” фестивалĕн тĕп тĕллевĕ - ачасен ăс-хакăлне аталантарасси, çамрăксен пултарулăхне ÿстерме хавхалантарасси. Фестиваль эрнинче, паллах, тĕрлĕ мероприяти иртĕ.

Ача-пăча валли çыракан вырăс çыравçисем ĕнер Мускавран килсе çитнĕ. 25 тĕл пулу йĕркеленĕ те ĕнтĕ. Çак кунсенчех вĕсем чăваш çыравçисемпе пĕрле тĕп хулари тата районсенчи, ялсенчи шкулсемпе ача-пăча библиотекисене çитсе курĕç. Пурĕ 150 мероприяти ирттерме палăртнă, чăваш шăпăрланĕсене 5000 кĕнеке, ача-пăча журналĕсем 2000 экземпляр парнелĕç. Чăваш Ен Президенчĕ те республикăри ача-пăча библиотекисем валли парне хатĕрленĕ. Кашни вулавăша /вĕсем 48/ 63 кĕнекерен тăракан комплект çитĕ, унта чăваш литературин, вырăс тата тĕнче классикин произведенийĕсем пулĕç.

Ĕнер Чăваш наци музейĕнче “Кĕнекепе - Çĕнĕ çула” вулав фестивальне уçнă çĕре республика пуçлăхĕ те хутшăнчĕ. Николай Васильевич хăйĕн сăмахĕнче ăс-хакăл, чăн-чăн культура, цивилизаци çăл куçĕсем кĕнекере пытаннине палăртрĕ. Тĕплĕнрех - çитес номерте.



"Хыпар"
19 декабря 2006
00:00
Поделиться