Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Типнерте – скульптура композицийĕ

Акă çак эрнере чăваш ятне тĕнчене сарнă ăсчаха Н.Я.Бичурина халалласа декоративлă-скульптурăллă композици уçăлчĕ. Ăна Иакинф аттен тăван ялне кĕрекен çул çине вырнаçтарнă. Авторĕ – чăваш художникĕсен союзĕн членĕ Сантр Пикл (А.И.Алексеев)...

Юлашки çулсенче районта чапа тухнă ентешсене халалласа палăк лартасси вăй илчĕ. Çакăнта туризма аталантарассипе çыхăннă кăçалтан вăя кĕнĕ тĕллевлĕ программа пысăк витĕм кÿрет. Акă çак эрнере чăваш ятне тĕнчене сарнă ăсчаха Н.Я.Бичурина халалласа декоративлă-скульптурăллă композици уçăлчĕ. Ăна Иакинф аттен тăван ялне кĕрекен çул çине вырнаçтарнă. Авторĕ – чăваш художникĕсен союзĕн членĕ Сантр Пикл (А.И.Алексеев).

Сантр Пикл скульптурипе район халăхĕ пĕрремĕш хут паллашмасть ĕнтĕ. Унăн алли витĕрех Апаш культурине халалласа çул хĕрне вырнаçтарнă композици те тухнă. Проектра пирĕн тăрăхри паллă вырăнсемпе мухтавлă çынсен ячĕпе пуçарнă тата тепĕр икĕ ĕç пур. Вĕсенчен пĕрне Вăрман-Çĕктер тăрăхĕнчи Пăрттас кнеçе, теприне – Ишекри истори тĕлĕшĕнчен пуян вырăнсене (чиркÿ çумĕнчи сăваплă çăл куç тата чапĕ сарăлнă Ишек пасарĕ) халалласа скульптура ăсталĕ. «Н.Я.Бичурин» ĕçе автор виçĕ çул каялла пуçланă. Иккасси вăрман хуçалăхĕнче ÿссе тĕрекленнĕ юмансем пысăк философиллĕ содержаниллĕ, истори эткерлĕхне упракан палăк пулса юлчĕç. Чăннипех те район культурипе туризма аталантарас пысăк ĕçсемшĕн Сантăр Пикла район ертÿçи А.П.Князев Тав хучĕпе парне парса чысларĕ.

Савăнăçлă лару-тăру районти «Бичурин тата паянхи самана» музейре тăсăлчĕ. Унта паллă ÿнерçĕн «Пирĕн йăх-несĕлсен тĕнчи» курав иртрĕ.



"Тăван ен"
15 декабря 2006
00:00
Поделиться