Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Район сайчĕ диплома тивĕçнĕ

Декабрĕн 8-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта, ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин “Надежда” санаторийĕнче “CAP.RU — вунă çул итогĕсем тата аталану малашлăхĕ” конференци иртнĕ.

Унта пирĕн район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев управленийĕн начальникĕн çумĕ В. М. Данилов тата информаци секторĕн заведующийĕ В. Т. Никифоров хутшăннă.

Конференцире пулнисене ЧР Президент Администрацийĕн ертÿçи Э. А. Аблякимов, Культура, национальноçĕн ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ П. С. Краснов, Çыхăну тата информатизаци енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ А. Н. Сидоренко, Президент Администрацийĕн информаципе тивĕçтерекен управлени начальникĕ М. Г. Кузьмина, информаци ресурсĕсен пайĕн начальникĕ Л. Е. Шемарина тата ыттисем саламланă.

Пирĕн район сайчĕ конференцире вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен чи лайăх 10 сайчĕ хушшинче диплома тивĕçнĕ. Ăна муниципаллă управлени практикине прогрессивлă информаци технологине кĕртес тата аталантарас ĕçе тÿпе хывнăшăн тата Интернет сетĕнче ЧР влаç органĕсен Порталне уçнăранпа 10 çул çитнĕ май панă.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
14 декабря 2006
00:00
Поделиться