Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Н. Карлинън юбилей концертĕнче

Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, республикăри композиторсен Ассоциацийĕн членĕ Н. Карлин пирĕн районта мар, Елчĕк тăрăхĕнче çуралнă пулсан та, Трак енре ăна ентеш вырăннех хурса хисеплеççĕ.

Вăл хамăр тăрăхри нумай художество коллективне ура çине çирĕп тăма пулăшнă. Ытахальтен мар Николай Сергеевича районти Н. Янкас ячĕллĕ премине панă. Халĕ Самар тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнать пулсан та, Н. Карлин композитор Трак ене — тусĕсем патне — килсе кайма вăхăт тупатех. Нумаях пулмасть, акă, 60 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çавна май декабрĕн 1-мĕшĕнче, эрне кун, Шупашкарта, Чăваш патшалăхăн филармонийĕнче унăн юбилей каçĕ иртрĕ. Кĕтнĕ евĕрех, унта Красноармейскисем те йышлăн хутшăнчĕç.

Республикăри тĕрлĕ министерство-ведомство ертÿçисемпе, Елчĕк район пуçлăхĕсемпе, тус-юлташĕсемпе, тăван-хурăнташĕсемпе пĕрлех çав каç Николай Сергеевича пирĕн район пуçлăхĕ С. Николаев та ăшшăн саламларĕ. “Залра паян Елчĕксемпе Красноармейскисем çурмалла лараççĕ. Трак тăрăхĕнче нумай çул вăй хунăран хисеплеççĕ Сире. Эсир хывнă юрăсене пирĕн коллективсем, малатанхиллех, кăмăлласа шăрантараççĕ. Тавтапуç, пултарулăхра ăнăçу, ырлăх-сывлăх пултăр”, терĕ Станислав Андреевич, халăх юратакан композитора район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысланă май. Н. Карлина çавăн пекех райпо совечĕн председателĕ А. Дмитриева, Яманакри ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев, Пикшиксем ыр сунса парнесемпе чысларĕç.

Ятлă-сумлă коллективсемпе — Чăваш патшалăх академипе симфони капеллипе (ертÿçи тата тĕп дирижерĕ — Раççей халăх артисчĕ М. Яклашкин профессор), “Сувар” халăх ташă ансамблĕпе (ертÿçи — РФ культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Музыкантов) тата уйрăм юрăçсемпе — Чăваш халăх артисткисемпе Т. Гурьевапа тата З. Лисицинапа, В. Редичкинпа, Чăваш халăх артисчĕсемпе И. Христофоровпа, В. Христофоровпа, Р. Степановапа, ыттисемпе пĕрле юбилей концертне Заволжски ЛПУМГ клубĕ çумĕнчи “Раштав” ансамбль те (ертÿçи — А. Тюмеров) хутшăнчĕ, куракансене 2 юрă парнелерĕ.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
14 декабря 2006
00:00
Поделиться