Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Ас тăвăм чун кирлĕ, чун!..

КИРИЛЛ Кириллов литературовед, театровед, филологи наукисен кандидачĕ чăваш театрĕсен спектаклĕсене, унти артистсен пултарулăхне тишкерсе çырнă статьясен пуххине пичете 1995 çулта хатĕрлесе çитернĕ. Мăшăрĕ ЧР тава тивĕçлĕ артистки Надежда Кириллова каланă тăрăх, кĕнекене “Чун кирлĕ, чун!..” ятпа кăларма ĕмĕтленсе пурăннă. “Ф.А.Романова театровед нумай çул тытса пынă чăваш театрĕн искусстви пахалăхне хăй çине тиесе ăна тĕрлĕ енлĕн уçса пама, аталантарма тăрăшатчĕ: статьясем çырни, телекуравра “Театр - юратăвăм ман” передача пуçарса яни, чăваш драматургине тимлесе тĕсени т.ыт.те, - тет Надежда Мефодьевна. - 1996 çулхи хăрушă синкере пула ун пурнăçĕ татăлнипе пĕрле пулас кĕнекен малашлăхĕ те тĕпрен арканчĕ...”

Паллах, ырă ĕç пуçарăвне малалла тăсса аталантарни паха. Ун чунĕнче йăлкăшса упраннă ĕмĕте мăшăрĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе пĕрле пурнăçа кĕртме 1996 çултах пуçăннă. Кирилл Кириллов хатĕрлесе çитернĕ пай çумне тепĕр пай - ун пултарулăхне - кĕртнĕ: проза, поэзи, драма, унсăр пуçне çырусемпе аса илÿсем.

“А.Тимофеев-Ыхра Кириллов еткерлĕхне май пур таран туллин кăларма тăрăшса Кĕнеке палатипе тĕрлĕ архивран тупнă материалсене чылай кĕртрĕ, В.Станьял пире кĕнеке кăларас ĕмĕте пурнăçа кĕртме васкатрĕ, - сăмахне тăсать Надежда Кириллова. - Анчах Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай калашле: “Мĕн-ма патне-патне çитсессĕн те пусмасть вăл хĕлĕхне пÿрнипелен?” Хуравĕ çапла: “Мехел çитмен”. Пирĕн те çаплах пулса тухрĕ пулас. Унтанпа тăхăр çул иртсе кайрĕ. Чунра йăлкăшакан туйăма сÿнме паманшăн Виталий Станьяла тав сăмахĕ калас, мехелне çитерме пулăшнăшăн Культура министерствине пуç таяс, Анатолий Тимофеев-Ыхрана яланах çынлăхĕпе, ун чунлăхĕпе асăнас килет. Кĕнеке ячĕ те çапла ыйтать-çке: “Чун кирлĕ, чун!” - тет. Кăçалхи çул - Ăс-хакăл çутлăхĕ, чун аталанăвĕн çулĕ. Чăваш кĕнеке издательстви çак çул çав ятпа кăларнă кĕнеке чăваш культуришĕн пысăк пахалăхлă ĕç пуласса шанас килет”.

Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче “Чун кирлĕ, чун!..” кĕнеке кун çути курнă ятпа уяв иртрĕ. Унта Кирилл Кирилловпа пĕр вăхăтра вĕреннĕ юлташĕсем, ăна тата унăн ĕçне, пултарулăхне хисепленĕ çынсем пухăнчĕç. Тĕрлĕ сăвă, юрă, кĕвĕ янăрарĕ уявра. Çавăн пекех пухăннисем Кириллов телекуравра вăй хунă вăхăтра хатĕрленĕ ĕçсен сыпăкĕсене те курма пултарчĕç.

Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Петр Краснов кĕнекене пысăк хак пачĕ, чăваш культуришĕн, чăваш интеллигенцийĕшĕн пахалăхлă ĕç пулнине палăртрĕ.

О.КАРПОВА.



"Хыпар"
14 декабря 2006
00:00
Поделиться