Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Мăн Этменте - тĕслĕх библиотека

Мăн Этмен ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн ноябрĕн 29-мĕшĕ Этменти вăтам шкулта районти 10-мĕш тĕслĕх библиотека уçăлнипе асра юлчĕ. Ял çыннисен, шкул ачисен савăнăçне райадминистраци пуçлăхĕ А.И.Криков, унăн пĕрремĕш çумĕ тата вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева хутшăнса пайларĕç.

Тĕслĕх библиотека уçнă çĕре вырăнти культура ĕçченĕсем, вĕренекенсемпе учительсем, ял çыннисем йышлăн хутшăнчĕç. Хăнасене ырă йăла-йĕркепе, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Хĕрлĕ хăю каснă хыççăн пурте вулав залне кĕчĕç, унти лару-тăрупа тĕплĕн паллашрĕç.

Библиотекăн вулав залĕпе кĕнеке çÿлĕкĕсене тĕпрен юсанă, çĕнетнĕ, сăрланă. Пÿлĕмри чĕрĕ чечексем кăмăла çĕклеççĕ. Залра тĕрлĕ темăпа йĕркеленĕ çĕнĕ кĕнекесен куравĕсемпе паллашма май пур. Унтах компьютер, телевизор, аудио-видео аппаратури, компакт-дисксем пур.

Уяв программине Мăн Этменти Культура çурчĕн директорĕ М.Д.Михеева йĕркелесе ертсе пычĕ, библиотека ертÿçине Е. Н.Храмована сăмах пачĕ. Елизавета Николаевна пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, тĕслĕх библиотека уçма пулăшнăшăн тав турĕ, унтан кĕскен вулавăш кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Палăртса хăвармалла, Е.Н.Храмова вырăнти библиотекăра 8 çул тимлет. Хăй ĕçне чунпа парăнса пурнăçлать. Паянхи куна библиотека фондĕнче 7 пин кĕнеке упранать.

А.И.Криковпа Т.Н.Шереметьева хальхи пурнăçра тĕслĕх библиотекăсен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк пулнине палăртрĕç, Мăн Этмен библиотеки чăн-чăн информаци центрĕ пуласса шаннине пĕлтерчĕç, парнесем парнелерĕç.

Модельлĕ библиотека уçăлнă ятпа саламлакансем чылаййăн пулчĕç. Шкул ачисем «Кĕнеке – пĕлÿ çăл куçĕ» темăпа сценка лартса пачĕç. Ялти хисеплĕ çынсем, пенсионерсем, чи лайăх вулавçăсем А.П. Трофимовпа Ю.А.Богатеева та сăмах илчĕç, вырăнта пурăнакансене пысăк парне – тĕслĕх библиотека – туса панăшăн ЧР Президентне Н.В.Федорова, райадминистраци пуçлăхне А.И.Крикова тата ыттисене те тав турĕç.

Халĕ кунти библиотека чăн-чăн методикăпа наука центрĕ тесен те йăнăш мар. Кама мĕнле тема интереслентерет, пурте пур кунта. Паянхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен вулавăша халăх тата активлăрах çÿрессе шанас килет.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
04 декабря 2006
00:00
Поделиться