Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

75 çул каялла

 

1931 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче ПСК«б»П Вăрмар райкомĕпе райĕçтăвкомĕн тата райпрофсоветăн «Трактор» ятпа хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнă. Ăна Чăвашгизăн Канашри 5-мĕш номерлĕ типографире 1000 экземпляр тиражпа пичетлесе кăларнă. Хаçат номерне К.С.Горохов тĕп редактор алă пуснă.

68 ÇУЛ...

1938 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче районта тухса тăракан «Трактор» хаçат ятне улăштарса «Хĕрлĕ ялав» ятлă параççĕ. Хаçатăн редакторĕ Е.Ф.Филиппов ЊТăвай районĕнчи Тенеяль ялĕнченЌ.

65 ÇУЛ...

Район хаçачĕ хăйĕн 10 çулхи юбилейне уявлама хатĕрленнĕ.

Вăрçă! Нимĕç фашисчĕсем пире ним пĕлтермесĕр вăрă-хурахла вăрçăпа тапăннă. «Пĕтĕмпех - фронт валли, пĕтĕмпех - çĕнтерÿ тума!» Çапла девиз пулнă вăл вăхăтра хаçат умĕнче.

55 ÇУЛ...

1951 çулхи январĕн 2-мĕшĕнче тухнă пĕрремĕш страницăри умстатьяна «Çĕнĕ çулта тата лайăхрах ĕçлер» ят панă. Унта районти ĕççыннисем вăрçă хыççăнхи Сталинла пилĕкçуллăх планне ăнăçлă пурнăçлассишĕн хастар кĕрешни çинчен çырнă.

46 ÇУЛ...

1960 çул. И.Н.Волков район хыпарçин редакторĕнче ĕçленĕ вăхăтра ял хуçалăхĕнче малта пыракансен опытне çутатассине пысăк вырăна хунă, рабселькорсемпе ĕçлессине тивĕçлĕ шая лартма тăрăшнă.

36 ÇУЛ...

1970 çулхи мартăн 28-мĕшĕнчен пуçласа район хаçачĕн редакторĕнче В.А.Андреев ĕçлеме тытăннă.

Унăн ятне районти Хисеп кĕнекине кĕртнĕ, ăна Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Хисеп грамотипе, «Хисеп палли» орденпа, II степень Отечественнăй вăрçă орденĕпе наградăланă, икĕ хутчен КПСС райкомĕн бюро членĕ пулнă, 8 хутчен район Совечĕн депутатне суйланнă.

Вăл «Чăваш республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ.

26 ÇУЛ...

1980 çул. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул, фашистла Германие çĕнтернĕренпе 35 çул, Чăваш автономине туса хунăранпа 60 çул тултарнине халалласа «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ чи лайăх очерксен, тĕрленчĕксен, репортажсен, сăвăсен, сăн ÿкерчĕксен конкурсне ирттернĕ.

19 ÇУЛ...

1987 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче район хаçачĕн тĕп редакторĕнче Н.В.Васильев ĕçлеме тытăнать. 1989 çулта редакци пĕрремĕш хут çулталăка тупăшпа вĕçлет. Хаçатăн тиражĕ чи пысăк чикке - 7143 экземпляра çитет.

2002 çулта ăна пичетре нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн «Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.

16 ÇУЛ...

1990 çул. Пирĕн района суйлавçăсемпе тĕл пулма РСФСР халăх депутачĕ, авиаци генерал-майорĕ, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ Андриян Григорьевич Николаев космонавт-летчик килсе çитнĕ.

8 ÇУЛ...

1998 çул. Декабрь уйăхĕ. ЧР Президенчĕ Н.Федоров пирĕн района килсе «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционер обществинче халăхăн тĕрлесе тунă ĕлĕкхи çи-пуçăн, ытти хатĕрсен илемлĕхĕпе пуянлăхне çĕнетсе малалла аталантармалли центр уçнă.



15 ноября 2006
00:00
Поделиться