Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Ял клубĕн уявĕнче

Октябрĕн 28-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Пшонкă тата ку таврари ялсен çыннисем кунти клуб ĕçлеме пуçланăранпа çур ĕмĕр çитнине паллă тума пухăнчĕç.

Ларма-тăма вырăн çук. Уява хатĕрленсе чылай ĕç туса ирттернĕ Пшонкăсем: клуба шал енчен юсанă, сăрланă. Çакăнта Лина Ивановнапа Юрий Алексеевич Ильинсен ĕçне палăртмасăр май çук. “Нива” ял хуçалăх предприятийĕ те укçа-тенкĕ енчен пулăшу кÿнĕ. Çак ĕçрен ял çамрăкĕсем те пăрăнса юлман.

Уява Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О. Андреева уçрĕ. Ольга Валерьяновна пухăннисене çак паллă кун ячĕпе ăшшăн саламларĕ, Пшонкăра клуб уçни вăл вăхăтра ватти-вĕттишĕн те калама çук пысăк пулăм пулнине палăртрĕ. Сăмах клубăн пĕрремĕш заведущине, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Е. Иванована параççĕ.

— Вăл тапхăра епле-ха хумханмасăр аса илĕн? — пуçларĕ калаçăвне Ефросиния Васильевна. — 1956 çулта кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн Пшонкă ялĕнче клуб ĕçлеме пуçларĕ. Заведующийĕ пулма мана шанчĕç. Клуб ял хыçĕнче вырнаçнăччĕ. Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă тенешкел, пысăках мар çуртран ватти те, вĕтти те татăлма пĕлместчĕ. Илемлĕх ертÿçинче Ю. Миронов ĕçлеме тытăнсан культура пурнăçĕ çĕнĕ шая çĕкленчĕ. Художество пултарулăх коллективĕн ĕçне ялти пĕр çемье те хутшăнмасăр юлман темелле. 1957 çултан районти пĕр Акатуй та Пшонкăсемсĕр иртмен. Эпир тăтăшах республикăри конкурссене хутшăннă, ырă ятпа палăрнă. Пирĕн драма кружокĕн ячĕ тавраллипех сарăлчĕ. Хамăр вĕреннĕ, вылянă “Айтар”, “Ялта”, ытти спектакльсене вуншар çын пырса курнă. Пирĕн пултарулăхпа Трак ен тăрăхĕнчи пĕр çын та паллашмасăр юлман тесен те тĕрĕс пулĕ. Мĕншĕн тесен Çавалпа Шетмĕ, Ункă тăрăхĕсенче эпир çитмен ял та юлман пулас. Эпир машина таврашĕ кĕтсе ларман, лаша кÿлнĕ те палăртнă çĕре вăхăтра çитнĕ.

Манпа пĕр вăхăтра техслужащире Клавдия Иванова ĕçлерĕ. Питех те ĕçчен, тăрăшуллă хĕрарăмччĕ. Артистсен костюмĕсене Клавдия Ивановнапа иксĕмĕр çĕлесе хатĕрленĕ-çке.

Е. Иванова обществăлла чылай ĕçе пурнăçланă, хуçалăхри комсомол комитетне ертсе пынă, пĕр вăхăт Ванюшкассинчи пуçламăш шкулта юрă урокĕсене те ирттернĕ. Вăл тăрăшнипех хальхи утар çывăхĕнчи улма-çырла садне лартса чĕртнĕ.

Кĕçĕн Шетмĕ ял совет ĕçтăвкомĕн председателĕнче чылай çул хушши вăй хунă П. Иванов та Пшонкăри ял клубĕн пĕлтерĕшне пысăка хурса хакларĕ.

Район администрацийĕн социаллă аталану секторĕн ертÿçи В. Лукин та культура вучахĕн историне аса илнĕ май ăшă сăмахсем чылай каларĕ, клуба парне, Е. Иванована чыслă ĕçшĕн тата çуралнăранпа 70 çул тултарнă ятпа район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Епле-ха вăл уяв юрă-ташăсăр? Пшонкăсене саламлама Кĕçĕн Шетмĕри кану çурчĕ çумĕнчи агитбригада, вĕренекенсен ушкăнĕ, районти халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи агитушкăн килнĕ. Куракансем вĕсен кашни номернех алă çупса йышăнчĕç.

Уява Кĕçĕн Шетмĕри кану çурчĕн директорĕ В. Петрова питех те пултаруллă ертсе пычĕ.

Паян Пшонкăри клубра Лина Ивановна Ильина ĕçлет. Ăна çак ĕçре ял старости Ю. А. Ильин пысăк пулăшу кÿрет. Вĕсем кунта килекенсен вăхăтне усăллă ирттерес тесе чылай тăрăшаççĕ, домино, шашка-шахмат турнирĕсене йĕркелеççĕ, кунтах бильярдла, теннисла выляма май пур. Çавăншăнах вĕсем ял çыннисенчен тав сăмахне тивĕç те.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
09 ноября 2006
00:00
Поделиться