Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Координаци канашĕн ларăвĕ "Сирĕнтен вĕренмелли нумай"

Юлашки çулсенче пирĕн районта сывлăха сыхлас: вĕрентỹпе культура ĕçĕнче нумай ырă улшăнусем пулса иртрĕ. Çавăнпа та пирĕн ку тĕлĕшри опытпа паллашма республикăран: Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен: чикĕ леш енчен тĕрлĕ делегацисем килсе паллашни хăех эпир тĕрĕс çулпа утнине çирĕплетет.

- Пире сирĕн республикăри варант килĕшет. Сирĕн опыт ыттисемпе усă курмалласкер: сирĕнтен вĕренмеллескер: - терĕç иртнĕ эрне кун РФ Культура тата массăллă коммуникацисен министерстви çумĕнчи культура ыйтăвĕпе ĕçлекен Координаци канашĕн 4-мĕш ларăвне хутшăнакансем.
Вулакансене пĕлме ас илтеретĕп. Асăннă Координаци Канашĕн черетлĕ ларăвне сентябрĕн 8-9-мĕшĕсенче пирĕн республикăра ирттерни ахальтен мар. Вĕрентỹпе культура центрĕсем ялти культурăна аталантармалли вырăн пулса тăни куçкĕретех. Эппин: мĕншĕн ку ĕçре Муркашсен ĕç опытне тишкерес мар. Координаци Канашĕн членĕсем çапла турĕç те. Икĕ ушкăна пайланса: Атапайĕнчи тата Сосновкăри вĕрентỹпе культура центрĕнче пулса курчĕç. Пĕр çуртра вырнаçнă клуб: библиотека: спортзал кунĕн-çĕрĕн уçă пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Клубра кăнтăрла ачасемпе тĕрлĕ мероприяти ирттермелли вырăн пулнă хыççăн каçхине çамрăксене вăхăта усăллă тата культурăллă канма йыхăрать. Спортзал та: кунĕпе ачасен шавĕпе тулнă хыççăн: каçхине ялти çамрăка сывă пурнăç йĕркипе пурăнмаллине пĕлтерекен центр пулса тăрать% тĕрлĕрен ăмăртусем иртеççĕ кунта. Тĕслĕхлĕ библиотека вара _ ачасемшĕн та: çитĕннисемшĕн те чун туртакан вырăн.
Асăрхарăр пулĕ: воспитани ĕçĕнче çак вĕрентỹпе культура центрĕсен витĕмĕ пысăк.
- Çак центрсенче икĕ хуçа пулни меллĕ-и; Хăнасем хăйсемех панă ыйтăвăн хуравне çак икĕ центрта пулса курнă хыççăн хăйсем тупрĕç.
- Çакă укçа-тенкĕне перекетлеме май парать. Чăваш Енре: Муркаш районĕнче йывăрлăхран тухма çакăн пек май тупни питĕ лайăх. Чи кирли кунта - ку тăрăхра пурăнакансене çакă килĕшни: вĕсемшĕн усăллă тата меллĕ пулни: - терĕç вĕсем.
Журналистсемпе иртнĕ тĕл пулура Тюмень облаçĕн культура ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет пуçлăхĕ Е.С. Негинский çак темăна тăсса хăй шухăшне çапла пĕлтерчĕç.
- Паллах: пĕр хуçа пулни лайăхрах пуль. Анчах та ыйтăва кунта çапла татса пани - хăй татăклă малашлăхлă утăм. Чи кирли кунта çак хуçа туйăмĕ пулни. Вăл малашлăха пăхса: хăй мĕн тăвас килнине курни. Çав туйăмсемпе унăн куçĕсем çиçни. Çапла пулсан çеç кульура аталанма пултарать. Сирĕн вĕрентỹпе культура центрĕсенче ĕçлекенсенче шăпах çакă курăнать те.
Чита облаçĕнчи культурăпа ĕçлекен комитет пуçлăхĕ Г.П. Сыроватко вара Муркаш районĕнчи вĕрентỹпе культура центрĕсенче тепĕр паха ене асăрханă.
- Ăçта кăна пулса курмарăм пулĕ. Раççей регионĕсем пĕрешкел марри - мĕн тери кăсăклă. Чăннипех те: çитмен пурнăç: укçа-тенкĕ перекетлес тени йывăрлăхран тухмалли темле çул-йĕре шырама хистет. Чăваш Ен: Муркашсем вара çав йывăрлăхран çемьепе пĕрле тухнинчен ниепле те тĕслĕх илмесĕр тăма çук. Ирхине ачасем вăхăта ирттерекен вĕрентỹпе культура центрĕ каçхине вĕсен аппăшĕсемпе пиччĕшĕсемшĕн: ашшĕ-амăшĕсемшĕн чун туртнă вырăн пулни - мĕн тери паха: - терĕ вăл.
Унтан Галина Петровна çапла хушса хучĕ.
- Пирĕн задача – вĕрентỹпе культура центрĕсене пулăшасси. Мĕншĕн тесен культура ĕçченĕн культура ĕçченĕн статусĕ пулмалла. +ак ыйтăва та Координаци Канашĕн ларăвĕнче хускататпăр. ăнлантăр пулĕ: çитес вăхăтра: Раççей шайĕнче культура ĕçĕнче пысăк: ырă улшăнусем пулса иртес варкăш сисĕнет çак сăмахсенче. Сисĕнет çеç мар. Çакăн пирки РФ Культура тата массăллă коммуникацисен министрĕ А.С. Соколов Сосновкăри вĕрентỹпе культура центрĕнче иртнĕ пресс-конференцире çакăн пирки татсах каларĕ.
- Культура аталанăвĕпе наци проекчĕ тăвас ĕç пырать. Пиллĕкмĕш наци проекчĕ концепци пек хатĕр ĕнтĕ. ăна укçа-тенкĕ ресрурсĕсемпе çыхăнтарса хатĕрлесе çитермелле çеç.
Министр хăйĕн сăмахĕнче библиотека приоритетсенчен пĕри пулмаллине палăртрĕ.
- Библиотека пян хăйĕн «библиотека» текен ăнлавран тухать: сарăлать. +акна эпир «тĕслĕхлĕ» сăмахпа паллă тума пуçларăмăр. Интернет çыхăнăвĕ тĕп вырăнта. Унăн пахалăхĕ çыхăну татах та ỹсĕ.
- Паян ялсенче çынсем эрех ăшне путма пуçларĕç. Раççей шайĕнче çак çула пỹлмалли çул-йĕр пур-и; - Журналистсен çак ыйтăвĕ çине Александр Сергеевич çапла хуравларĕ.
- Çакă хăрушă инкек. ăна хирĕç кĕрешмелли эмел вара – ăс-хакăл тĕлĕшĕнчи воспитани. Çакă вара çемьерен пуçланать.
РФ Культура тата массăллă коммуникацисен министрĕ А.С. Соколов: унăн çумĕсем: РФ субъекчĕсен культура ыйтăвĕсемпе ĕçлекен ертỹçĕсем: ЧР Культура: информаци политики тата национальноçсен ĕçĕсен министрĕ П.С. Краснов пирĕн районти вĕрентỹпе культура центрĕсенче: Уйкас Янасалти пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче пулса курнипе кăмăллă юлчĕç. +акă культура аталанăвĕпе наци проектне йышăннă чух аякри ялсенчи проблемăсене шута илес шанчăка парать. +авăн пекех асăннă центрсен саккунпа килĕшỹллĕн нормативлă правăсемлĕ акчĕсем пуласса та. Кĕскен каласан: кульура çỹлерех шая çĕкленс ĕмĕт ĕмĕтре юлмасси те куçкĕретех.


"Çĕнтерÿ ялавĕ"
13 сентября 2006
00:00
Поделиться