Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Ял культури: паян тата ыран

Авăн уйăхĕн 8-9-мĕшĕсенче Шупашкарта Раççей Культура тата массăллă коммуникацисен министерствин Культура енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн IV ларăвĕ ĕçлерĕ. Раççейĕн 81 регионĕнчен килнĕ министрсемпе департамент пуçлăхĕсем, комитет председателĕсем пысăк та пĕлтерĕшлĕ темăна - “Раççей Федерацийĕнчи ял культурин аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсемпе малашлăхĕ” - сỹтсе яврĕç, тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.
Авăнăн 8-мĕшĕнче республика хăнисем Муркаш районне çитсе килни пирки хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ. Çав кунах кăнтăрлахи апат хыççăн Правительство çурчĕн Пысăк залĕнче пленарлă лару уçăлчĕ.
Ăна РФ культура тата массăллă коммуникацисен министрĕ А.С.Соколов уçрĕ. Александр Сергеевич ларăва регионсен ĕç тăвакан влаçĕн культура тытăмĕсен ертỹçисемсĕр пуçне Раççей Ял хуçалăх, Регионсен ĕçĕсен министерствисен, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин представителĕсем хутшăннине те палăртрĕ. Республика шайĕпе Н.В.Федоров Президент, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ М.А.Михайловский хутшăнчĕç. Федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕ Р.К.Тихонов, яваплă ытти ертỹçĕсем пулчĕç.
Координаци канашне мĕншĕн Чăваш Енре ирттерме палăртни пирки Раççей культура министрĕ çакна пĕлтерчĕ: “Чăваш Енпе эпир пурнăçа кĕртекен тĕллевсем пĕр килеççĕ. Кунта ял культури, социаллă сфера ăнăçлă аталанаççĕ. Паян пурте пĕрле çитсе курнă икĕ ял тĕслĕхĕ те çакна çирĕплетет”. Меллĕ самантпа усă курса А.С.Соколов чылай регионти ертỹçĕсене Раççей культура министрĕн Тав хучĕпе чысларĕ. Çак хисепе З.П.Благих /Красноярск крайĕ/, В.Б.Прокопьев /Бурят Республики/, Г.К.Ратникова /Мускав облаçĕ/, Н.Д.Санджиев /Калмăк Республики/ тата пирĕн республика культура министрĕ П.С.Краснов тивĕçрĕç.
Хăнасене ЧР Президенчĕ Николай Федоров ăшшăн саламларĕ. “Чăваш Ен ял культура аталанăвĕ пирки калаçас пулсан, вăл ытти сферăпа мĕнле шайра çыхăнса тăнине палăртмасăр иртме çук. Сăмах кунта ялсене çут çанталăк газĕпе, таса та паха шывпа тивĕçтерни, асфальт çулпа çыхăнтарни, комплекслă ытти ĕçе туса ирттерни пирки”, - терĕ Николай Васильевич. Вăл хăйĕн сăмахĕнче республика ял культурин никĕсĕ пулса тăракан самантсене тĕплĕ уçса пачĕ.
Çулталăк пуçламăшĕнче “Коммерсант” Издательство комплексĕн “Власть” журналĕ “Руçре кама пурăнма лайăх?” тĕпчев ирттернĕ. Çак сăнав тăрăх вăл е ку регионти пурнăç пахалăхне палăртнă. Унăн кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен Питĕр, Мускав тата Тутарстан хыççăн тăрать. Мĕне шута илнĕ-ха унта? Пурнăç тăршшĕне, ăна сыхлассипе çыхăннă ĕçсене, культура, вĕрентỹ валли уйăрнă условисене, ытти пахалăха та.
Николай Федоров çавăн пекех Пĕтĕм тĕнче банкĕпе тачă çыхăнса ĕçленине асăнчĕ, сывлăх сыхлавĕ, вĕрентỹ енĕпе республикăра ирттерекен ĕçсемпе паллаштарчĕ. Социаллă аталану вăй илсе пыни те куç умĕнчех.
Республика çурт-йĕрĕн 98 процентне çут çанталăк газĕпе тивĕçтернĕ. Юлашки çулсенче тата 400 маршрутпа автобуссем çỹреме пуçланă, çемье врачĕн 323 офисне уçнă, 2008 çулта кашни яла хытă сийлĕ çул çыхăнтарĕ. Пурăнмалли çурт тăвас енĕпе Чăваш Енри кăтартусем, Тутарстанпа танлаштарсан, кашни çын пуçне 1,5 хут пысăкрах. “Шкул автобусĕ” программăпа килĕшỹллĕн паян 198 автобус 9 пин ачана никĕс шкулсене турттарать.
Николай Федоровăн шухăшĕсене ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ П.С.Краснов хăйĕн “Чăваш Ен ял культури: опыт, çивĕч ыйтусем, инновацисем” докладĕнче тăсрĕ.
Культурăна, çав шутра ял культурине те, çĕклес тĕлĕшпе тĕллевлĕ программăсем йышăннă. Паянхи кун “Чăваш Ен культури”, “Чăваш Республикинчи ялăн социаллă аталанăвĕ”, ыттисем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.
Республикăра ялти клубпа кану учрежденийĕсене çĕнĕлле ĕçлеттерес тĕлĕшпе нумай вăй хунă. Паянхи кун тĕлне нумай енлĕ ĕçлекен социаллă культура учрежденийĕсем 132.
2003 çултанпа çĕнĕ проект - сăмахăмăр ялти тĕслĕх библиотекăсем пирки - ĕçлеме пуçларĕ. Çакă библиотекăсен пахалăхне çеç мар, ял çыннин пурнăç условийĕсене тĕпрен улăштарчĕ. Çак тапхăрта тĕслĕх библиотекăсене çỹрекенсен йышĕ 2-3 хут ỹсрĕ, 2005 çулта электронлă кăларăмсен фончĕ 8 хут “çаврăннă”. Петр Краснов çавăн пекех Республика информаципе аналитика системин /РИАС/, ял тăрăхĕсен Интернет-сайчĕн, “Чăваш Республикин культура провайдерĕ” Интернет-портал тата ыттисен ĕç-хĕлĕ пирки те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. “Раççей Ял хуçалăх министерстви енĕпе культурăна аталантарма 2006 çулта пурĕ те 10 миллион тенкĕ çеç палăртнă. Ку енĕпе федерацин “Раççей культури” /2006-2010 çулсем/ тĕллевлĕ программа çине тăрса ĕçлемелле, анчах асăннă программа инвестици тĕлĕшпе Мускавпа Санкт-Петербург ыйтăвĕсене çеç тивĕçтерет”, - пăшăрханса палăртрĕ хăйĕн шухăшне П.Краснов министр. Вăл çавăн пекех федераци шайĕпе Ял культурине аталантармалли концепци туса хатĕрлемеллине асăнчĕ.
Раççей культура министрĕн çумĕ А.Е.Бусыгин çĕршыври ял культурин хальхи вăхăтри çивĕч ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăчĕ. Паянхи кун тĕлне Раççей халăхĕн 30 проценчĕ яллă вырăнта пурăнать. Ял çынни - ăс-хакăл, чун тасалăхĕ, тимлĕх, ытти енĕпе хула халăхĕнчен чылай пуянрах. Ял çавăн пекех наци йăлисене, традицийĕсене, халăх хăй евĕрлĕхне, сăпайлăхне сыхласа упракан вырăн та. Çак çутă тасалăха, аваллăхпа пуласлăха çыхăнтарса тăракан вăчăрана упраса хăварас тесен мĕн тумалла-ха? Ялти культурăпа кану учрежденийĕсене йĕркеллĕ ĕçлеттерме, унта халăха ытларах явăçтарма мĕн чăрмантарать? Çак тата ытти ыйту тавра калаçрĕ А.Е.Бусыгин.
Çĕршывра иртнĕ реформăсене пула ял культури çăмăл мар лару-тăрăва кĕрсе ỹкрĕ. Çакна ăна укçа-тенкĕпе кирлĕ таран тивĕçтерменнинче те, кадрсен професси шайĕ пĕчĕккинче те, ытти енĕпе те куратпăр. Ял çыннин пĕлỹ шайĕ Раççейĕн вăтам кăтартăвĕнчен те пĕчĕкрех-мĕн. Апла мĕн тумалла-ха? Çăлăнăç пур-и? Министр çумĕ ку енĕпе кадрсем тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ. Чи пĕлтерĕшли мĕн-ха? Специалиста вырăнта пурăнмалли кĕтеспе, тивĕçлĕ ĕç укçипе тивĕçтересси. Паянхи кун ялта та ăста, ятарлă специалистсем, сăмахран, менеджер, концертмейстер, сасă операторĕ тата ытти кирлĕ. Канупа культура учрежденийĕсем хăйсен профильне анлăлатса пыни - культурăпа спорт, вĕрентỹпе культура, социокультура центрĕсемпе комплексĕсем йĕркеленни - пысăк шайлă профессионалсем валли ĕç вырăнĕсем тупса пама май параççĕ.
Раççей культура министрĕн тепĕр çумĕ, статс-секретарĕ П.А.Пожигайло çитес çул йышăнмалли саккун проекчĕсем пирки чарăнса тăчĕ. “Учрежденисен автономийĕ çинчен” саккун Патшалăх Думинче выртать. ăна лайăхлатас тĕлĕшпе министерство тата 6 пункт сĕннĕ, анчах та пĕрремĕш вулав вăхăтĕнче вĕсене пĕрне те кĕртмен. “Иккĕмĕш вулавра та çаплах юлсан культура хăрушă шайра мар теме йывăр”, - палăртрĕ П.А.Пожигайло. Докладчик çавăн пекех 199-мĕш Саккун вăя кĕнĕ май библиотека ĕçĕ, библиотека фончĕ, электронлă библиотека тĕлĕшпе тата порнографи çул-йĕрне кĕскетес енĕпе те тивĕçлĕ саккунсем пулмаллине асăнчĕ.
Координаци канашĕн ларăвне ытти отрасль представителĕсем хутшăнчĕç терĕмĕр. Сăмахран, Раççей Ял хуçалăх министерствин - Аграри политикипе ял хуçалăх территорийĕсен аталанăвĕн департаменчĕн пай пуçлăхĕ В.В.Елисеев çакна палăртрĕ: паянхи кун çĕршыри клубсемпе кану учрежденийĕсенчен 31 проценчĕ авари лару-тăрăвĕнче иккен. Вăл та кадр ыйтăвĕ çивĕч, культура ĕçченĕн ĕç укçи пĕчĕк пулнине асăнчĕ. Çавна май çамрăк специалистсене, çемьесене ялта çирĕплетсе хăварас тĕлĕшпе асăннă министерство тĕрлĕ ĕç пурнăçлать. Сăмахран, çурт-йĕр çавăрма субсиди уйăрса парать. Кăçал яллă вырăнти 765 педагог çав çăмăллăхпа усă курнă.
Культура ĕçченĕсем вара? РФ Регионсен министерствин департамент пуçлăхĕ Л.Н.Дьяченко çĕршывра этнокультура ыйтăвĕ пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ. “Халăхсем тĕрлĕ сăлтава пула пĕр вырăнтан тепĕр çĕре ытларах куçса çỹреççĕ, - терĕ вăл. - Çавна май хуласем çеç мар, пĕчĕк ялсем те нумай нациллĕ пулса кайрĕç. Çакă, паллах, унта вырнаçнă культура учрежденийĕсен ĕçне те витĕм кỹрет”.
Пленарлă ларăвăн пĕрремĕш кунĕнчи хăйне евĕрлĕх çакă та пулчĕ: телекĕпер мелĕпе Калуга облаçĕнчи пĕр ялти тĕслĕх библиотекăна “çитсе курма” май пулчĕ. Вырăнти район, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем, библиотека ертỹçи, вулавăшăн ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕç.
Тепĕр кун координаци канашĕн ларăвĕ Чăваш наци музейĕн конференц-залĕнче малалла ĕçлерĕ. Унта В.Ю.Зорин - Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн çумĕ - хутшăнчĕ, сăмах каларĕ. Çак кунсенче Чулхулара Европа Канашĕн ларăвĕ иртнĕ, вăл хăйне евĕрлĕ документ - Атăлçи декларацине - йышăннă. Унта та халăхсен хушшинчи культура çыхăнăвĕсене аталантарасси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. В.Ю.Зорин округра культурăпа çыхăннă ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ. “Культура тĕп хули” программа малалла ĕçлет, халĕ вăл Пермь крайĕнче тĕпленнĕ. Авалхи культура палăкĕсене чĕртсе тăратни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сăмахран, çак кунсенчех Тутарстан территорийĕнче пысăк мероприяти иртмелле. Вăл Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн тĕп хулине “чун кĕртессипе” çыхăннă. ĕçсене спонсорсен укçа-тенкипе пурнăçлаççĕ.
Координаци канашĕн ларăвĕнче документсемпе çыхăннă ыйтусем те пулчĕç. Малашне культура, искусство, çĕршыври халăхсен историпе культура еткерлĕхне упрас, массăллă информаци хатĕрĕсем, архив, ытти тĕлĕшпе палăрнисене мораль енĕпе хавхалантарма министерствăн кăкăр çине çакмалли “Пысăк çитĕнỹсемшĕн” паллипе, министерствăн Тав хучĕпе чыслама пуçлĕç. Унсăр пуçне ытти награда докуменчĕсем, саккунĕсем пирки те калаçу пулчĕ.
Унтан регионсенчен килнисене сăмах пачĕç.
Адыгей Республикин культурăпа пичет министрне Г.К.Чемсона хальхи вăхăтра мĕн пăшăрхантарать-ха? “Кашни халăх хăйĕн мечĕтне, чиркĕвне çỹрет, культура çуртне вара - пур халăх та, - терĕ Газий Кушукович. - Анчах 131-мĕш Саккун вăя кĕни пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Пирĕн тăрăхра бюджет йĕркелекен предприятисем çукпа пĕрех”. Г.К.Чемсо çывăх вăхăтрах федераци шайĕпе библиотека ĕç-хĕлĕпе кадрсем хатĕрлес тĕлĕшпе патшалăх пулăшассипе çыхăннă саккунсем йышăнмаллине аса илтерчĕ..
Тюмень облаçĕн культура енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Е.С.Негинский хăйсен опычĕпе паллаштарчĕ. Сăмах паташлăх культура ĕç-хĕлне коммерципе çыхăнман автономи ĕç-хĕлĕ туса хуни пирки. Çĕнĕ йĕркепе 3 çул ĕçлеççĕ кунта. ỹсĕмсем çук мар. ĕç укçине ỹстерме май килнĕ. Çавна май ĕç-пуçа хăй еккипе янă тееймĕн, патшалăх саккасĕсене тивĕçлĕ пурнăçланине тĕрĕслесех тăраççĕ. Кĕпĕрнаттăр çумĕнчи Культура енĕпе ĕçлекен канаш облаçра мĕн тумаллине шута илсе пырать, ăна пурнăçлама мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ кирлине палăртать.
Хабаровск крайĕн культура министрĕ А.В.Федотов отрасльти çивĕч ыйтусен йышне ытти регионсемшĕн те ют мар проблемăсенех - ĕç укçи пĕчĕккине /сăмахран, ку тăрăхра ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи 11 пинпе танлашать пулсан, культура ĕçченĕсен - 41 тенкĕ/, кадрсем ватăлса пынине асăнчĕ.
Брянск облаçĕнчи çăмăл мар лару-тăрăва Чернобыльти инкек татах кăткăслатнă. Облаç культура управленийĕн пуçлăхĕ Н.А.Сомова пĕлтернĕ тăрăх, кунти халăх йышĕ чылай сахалланнă. Çапах та культура пурнăçĕ чарăнса ларман. Культура ĕçченĕсем яллă вырăнта вырăс халăх фольклорне тĕпчеççĕ. Юрри-кĕввине çырса илеççĕ, тумне пухса тишкереççĕ.
Курган облаçĕн Культура енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ В.Н.Денисова та кадрсемпе çыхăннă ыйтăва хускатрĕ.
Мускав патшалăх культурăпа искусствăсен университечĕн проректорĕн В.И.Солодухинăн сăмахĕнчен çакна пĕлтĕмĕр: хальхи вăхăтра Мускав облаçĕнчи 32 пин культура ĕçченĕнчен 57 проценчĕ пенсит çулне çитсе пырать.
- Эсир тухса каланине пĕтĕмлетсе çапла шухăш çуралчĕ: специалистсем хатĕрлес енĕпе эпир чылай кая юлса пыратпăр пулмалла. &CCEDILапах та культурăпа искусство вĕренỹ заведенийĕсенче пĕлỹ илес текенсем сахал темен пулăттăм. Сăмахран, пирĕн университетра менеджерăн 1 вырăнне 7 çын лекме ăнтăлать. Санкт-Петербург культура университетне социаллă культура ĕç-хĕлĕн специальноçĕпе вĕренме кĕрес текен кашни 35 çынран пĕри çеç студент пулса тăнă. Пур пек специалистсене вырăнта çирĕплетсе хăварасси паянхи кун чи кирли тата пĕлтерĕшли. Кадр ыйтăвне шăпах çакăнтан татса пама пуçламалла та. Вĕсем валли тивĕçлĕ услови туса памалла.
Тухса калнисен шухăшĕсене, сĕнĕвĕсене тĕпе хурса Раççей культура министрĕ А.С.Соколов пĕтĕмлетỹ турĕ. “Эпĕ доклад çырсах килнĕччĕ, анчах эсир хăвăр сăмахăрсенче эпĕ палăртнă самантсене пурне те хускатрăр, - терĕ Александр Сергеевич. - Йĕркеллĕ, тивĕçлĕ сĕнỹсем пулчĕç. Вĕсем министерствăн кăçалхи чỹк уйăхĕнче иртекен коллеги ларăвĕн никĕсне хывĕç”.
Министр “Культура учрежденийĕсен автономийĕ çинчен” Саккунпа çыхăннă ыйтусем пирки те чарăнса тăчĕ. Çывăх вăхăтра культура учрежденийĕсен автономийĕсем тĕлĕшпе методика кăтартăвĕсем хатĕрлеме палăртнине пĕлтерчĕ. ĕç укçипе çыхăннă ыйту çивĕч пулнине палăртрĕ. “15 процент хушса тỹлени лару-тăрăва çăмăллатаймĕ, чăрмавсем çеç кăларса тăратĕ. Медицина ĕçченĕсенни пек хăш-пĕр тытăмри специалистсене уйрăм хушса тỹлесси пирки ыйту тăратма та тивĕ”, - терĕ А.С.Соколов. Вăл çавăн пекех культура 2007-2008 çулсенче нацин çĕнĕ проекчĕ пуласса шаннине палăртрĕ.
РФ Федераци Канашĕн Культура, наука енĕпе ĕçлекен комитет членĕ В.В.Сударенков илсе панă тĕслĕхсем çав-çавах чуна çỹçентереççĕ: Раççей çынни куллен сăра туянма 5 тенкĕ тăкаклать, наркотик туянма - 1,5 тенкĕ, кĕнеке туянма пурĕ те 16 пус çеç. Ирĕксĕрех ыйту тухса тăрать: Раççее кам е мĕн çăлса хăварĕ? Достоевский ĕмĕтленнĕ пек Илем-и? Çав Илем патне çул хывакансем культура ĕçченĕсем.
Координаци канашĕ хăйĕн ĕçне вĕçленĕ хыççăн Раççей культура министрĕ А.С.Соколов, ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров журналистсем валли пресс-конференци ирттерчĕç. Унта çавăн пекех ЧР культура министрĕ П.С.Краснов, хăш-пĕр регионти ĕç тăвакан влаçăн культура тытăмĕсен ертỹçисем хутшăнчĕç.
А.С.Соколов:
- Палăртни пĕтĕмпех пурнăçа кĕчĕ. Пленарлă лару ирттернисĕр пуçне регион пурнăçĕпе паллашрăмăр, Муркаш районĕнчи икĕ яла çитсе куртăмăр. Пушă вăхăтра Чăваш академи драма татрĕн спектакльне пăхрăмăр. Чăваш Ен культурине, искусствине вырăнти влаç пулăшса пынине хамăр курса ĕнентĕмĕр.
Н.В.Федоров Президент:
- Пирĕн çул-йĕре тĕрĕс, пĕлсе хаклани тата тăрăшарах, ытларах вăй хурса ĕçлеме хавхалантарать. ĕнер тата паян ЧР финанс министрĕпе культура ĕçченĕсен ĕç укçине татах ỹстересси пирки калаçрăмăр. Çапла вĕсен ĕç укçи маларах палăртнă пек 25 процент чухлĕ мар, тата ытларах ỹсĕ. Библиотекарьсен тата пысăкрах пулĕ.
Ыйту: Раççейри культура çурчĕсен ĕçченĕсен ĕç укçи ỹсес шанăç пур-и?
А.С.Соколов:
- Пур. Ку енĕпе пĕрремĕш утăмсем тунă ĕнтĕ.
“Хыпар” ИÇ гендиректорĕ-тĕп редакторĕ А.П.Леонтьев: “Раççей Почтин” тата вăл хутшăннипе туса хунă Регионсен хушшинчи çырăнтару агентстви - “МАП” ОООн çырăнтару ĕçĕ наци кăларăмĕсене питĕ йывăр лару-тăрăва кĕртсе ỹкерчĕç. Сăмахран, çак çур çулта кăна почта “Хыпар” унăн кăларăмĕсене çырăнтарса пурĕ 4,065 миллион тенкĕ тупăш илчĕ. “Хыпарăн” тупăшĕ - 3,483 миллион тенкĕ, Анчах çак сăммăран “МБП” ООО 790,7 пин тенкине “саккассене пухнăшăн” тытса юлчĕ. Хаçатсен çырăнтару хакĕнче почта тỹпи ахаль те - 70 процента яхăн. Монополистсемпе редакцисен хутшăнăвĕсенче патшалăх влаç органĕсем çав шутра Культури министерстви кăна йĕрке тума пултараççĕ. Ку енĕпе мĕн тума сĕннĕ пулаттăр?
А.С.Соколов:
- Асăннă монополистсен тĕрĕс мар çул-йĕрне сивлетĕп. Йĕрке тумаллах.
Н.В.Федоров:
- Петр Степанович /П.С.Краснов министр. - Ред./, ыйту питĕ тĕрĕс. ăна татса пама Патшалăх Думин депутачĕсене те явăçтармалла. Правительство ячĕпе çырупа тухăр.
Ыйту: Раççей театрĕсен малашнехи шăпи мĕнлерех килсе тухĕ?
А.С.Соколов:
- Пысăк хуласенчи тата провинцири театрсен пуласлăхĕ тĕрлĕрен. “Учрежденисен автономийĕ çинчен” саккун, чăн та, провинцири театрсен йывăр лару-тăрăва кĕртсе ỹкерме пултарĕ. &CCEDILавăнпа та ăна Патшалăх Думинче çирĕплетиччен эпир тỹрлетỹсем турăмăр.
Ыйту: Раççейри чылай регионти шкулсенче православи культурин крокĕсене кĕртнине мĕнле хаклатăр?
А.С.Соколов:
- Ку ыйтупа 2,5 çул ĕçленĕ. Кашни тĕне, конфессие шута илнĕ. Нимĕн япăххине те курмастăп. Тĕне пропагандăлакан предмет мар вĕт.
Н.В.Федоров:
- Эпĕ те çавăн пекех шухăшлатăп. Ачасен тĕнчери пур халăхăн ăс-хакăл культурине пĕлмеллех тетĕп. Тĕне ирĕксĕрлесе “хĕссе кĕртекенсене” хирĕçлетĕп. Çак предмета вĕрентекенсен уйрăмах ăслă пулмалла. Унсăрăн темле пăтăрмах та сиксе тухма пултарĕ. Факультатив майĕпе вĕрентни ачасене урăх тĕне хисеплеме пулăшĕ тесе шухăшлатăп.
Ыйту: Тĕслĕх библиотекăсем уçăлни классика литературине пропагандăлама чăрмантармĕ-и?
А.С.Соколов:
- Тĕслĕх библиотекăсен пуласлăхĕ пысăк. Ачасем вăйă, электроника хатĕрĕсем урлă чăн литература упранакан вырăна таврăнаççех. Раççейре пурăнакансенчен 70 проценчĕ кĕнеке туянмасть, 40 проценчĕ нимĕн те вуламасть. Тĕслĕх библиотекăсем çĕнĕ условисенче пурăнма майсем шыракан хатĕр вырăнĕнче.


"Хыпар"
12 сентября 2006
00:00
Поделиться