Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Культурăшăн пурте тăрăшма тивĕç

Шупашкарта Раççей Культура тата массăллă коммуникацисен министерстви çумĕнчи Координаци канашĕн IV ларăвĕ иртрĕ. Унта РФ культура тата массăллă коммуникацисен министрĕ А.Соколов, культура отраслĕн 80 ытла регионти ертÿçи, Раççейĕн Культура, Экономика аталанăвĕн, Ял хуçалăхĕн министерствисен, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин представителĕсем, ЧР Президенчĕ Н.Федоров хутшăнчĕç.

Координаци канашĕн ларăвне Мускавпа Санкт-Петербург хыççăн Шупашкарта ирттерме йышăнни ахальтен мар. Республикăра пулса иртекен çĕнĕлĕхсем, ялти социаллă сферăри улшăнусем куç умĕнчех. Координаци канашĕн ларăвĕн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри вара Раççейри ял культурин пуласлăхне пăхса тухасси пулчĕ.

Хăнасем чи малтан Муркаш районĕнчи Атапайри тата Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрĕсене çитсе курчĕç. Интеграциленĕ центрсем чи малтан шăпах вĕсенче уçăлнă тата ыттисенчен уйрăлсах та тăмаççĕ. Ку _ аякри ял мĕнле аталанса пынине аван кăтартакан тĕслĕх. Сосновкăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул çурчĕ кивелсе çитнĕ хыççăн ăна Уйкас Янасалти çĕнĕ культура керменне куçарма йышăннă. Çурт-йĕре юсаса реконструкциленĕ хыççăн кунта модельлĕ библиотекăпа шкул, Н.Никольский профессорăн музейĕ, ача сачĕ, культура çурчĕ вырнаçнă. Тĕрлĕ учрежденисене пĕрлештерекен центртан халăх татăлмасть темелле. Ача-пăча, çамрăксем, ял çыннисем хаваспах кунта çÿреççĕ.

Хăнасене Сосновкăри шкулта вĕренекенсем чăвашсен авалхи йăли-йĕркипе çăкăр-тăварпа тата илемлĕ ташăпа кĕтсе илчĕç. Тĕрлĕ чечек ăшне «путнă» центрпа аякран çитнисем хаваспах паллашрĕç. Картишĕнче кăна мар, шалта та туллиех çеçкесем. Пур çĕрте те типтерлĕ, хăтлă, илемлĕ. Кунта кашни лаптăкпа туллин усă кураççĕ темелле. Спортзалта спортсменсем кăна мар, çамрăк ташăçăсем те савăнсах хуçаланаççĕ, хореографи вăрттăнлăхне алла илеççĕ. Библиотекăра _ Интернетпа çыхăнтарнă компьютерсем. Ял ĕçченĕсем валли мероприятисем те кунтах йĕркелеççĕ. Пысăк акт залĕнче вырăн çителĕклех. Каçхине вара шкул коридорне-фойене çамрăксем ташă каçне пуçтарăнаççĕ.

_ Çурт-йĕре çакă пушар, ытти енчен хăрушлăх кăларса тăратмĕ-и; _ иккĕленчĕ хăшĕ-пĕри.

Анчах иккĕленчĕклĕ шухăшсене хăвăрт сирчĕç вырăнтисем. Ентешсем пуçсăрланни хăйсене хăйсем сиен кÿни мар-им;

Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çитнисен ыйтусем тупăнсах тăчĕç. Центра тытса тăма каякан укçа-тенкĕ, шалу, юридици статусĕ тата ытти те. Çĕнĕлĕх вĕсен кăмăлне кайни куçкĕрет. Сосновкăри тĕслĕхе А.Соколов çапла хак пачĕ:

_ Ял культурин малашлăхĕ çакăнта. Библиотека кĕнеке пуçтаракан кăна мар, çынсене хальхи вăхăта тивĕçтерекен информаци илме пулăшакан вырăн пултăр.

Культурăна аталантарасси, уйрăмах яллă вырăнсенче, тĕллевлĕ пулса пымалла. Раççейре яла аталантарассипе йышăннă наци проектĕнче культура пирки асăнманни пăшăрхантарать. Анчах малашне культурăна та наци проектне кĕртес шанчăк пур. Проект концепцийĕ хатĕр. Апла ăна çĕршывăн укçи-тенкипе çыхăнтармалла, ыйтăва правительство шайĕнче татса памалла. Ятарлă программа йышăнмасăр культурăна çĕклеймĕн. Çитес çул çак сферăна кăçалхинчен 30 процент ытларах укçа тăккалама пăхнă-ха, çапах та ку çителĕксĕртерех.

Тюмень, Чита облаçĕсенчи культура комитечĕсен председателĕсем Е.Негинский, Г.Сыроватко курни-илтни кăмăла кайнине пытармарĕç. Культура, вĕренÿ учрежденийĕсене пĕр çивитти айне пухни укçа-тенке перекетлеме май парать. Тюмень облаçĕнче те центрсем йĕркеленĕ, анчах вĕсем урăх формăпа ĕçлеççĕ. Çапах çакăн пек комплекссен малашлăхĕ пысăкрах. Чăваш Енри опыт ытти çĕрте те тарăн тымар ярасси паллă.

Ĕçлĕ калаçу Правительство çурчĕн Пысăк залĕнче малалла тăсăлчĕ. Ял культурине аталантармалли çул-йĕре тĕплĕн Координаци канашĕн анлă ларăвĕнче сÿтсе яврĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç.

Ларура Чăваш Ен культура министрĕ П. Краснов çум доклада турĕ. Вăл ял культури нумай енлĕ пулнине, ун шутне ял халăхĕн пурнăçне лайăхлатма пулăшакан ытти енсем те кĕнине асăнчĕ.

_ Пирĕн тĕллев _ çынсен пурнăçне тулли, пуян, интереслĕ тата тулăх тăвасси, _ терĕ министр.

Чăваш Енре ял культурине аталантарасси тĕп вырăнта тăрать. Тĕллевлĕ программăсене _ «Чăваш Ен культури», «Чăваш Республикинче яла социаллă аталантарасси...» _ пурнăçа кĕртсе пыни социаллă, вĕрентÿ, экономика ыйтăвĕсене те татса пама пулăшать, халăхăн пурнăç шайне çĕклет.

Вун икĕ çул каяллах Чăваш Ен президенчĕ ял пурнăçне çăмăллатма тĕллев лартнăччĕ. Шалăва ÿстернипе пĕрлех пурăнмалли условисене лайăхлатма пăхнă. Çамрăксем, çамрăк специалистсем тăван енрех çемье çавăрса тарăн тымар яччăр. Республикăра ялсене газификацилес, çул-йĕр, çурт тăвассипе, вĕрентÿпе сывлăх сыхлавне, культурăна модернизацилессипе, пĕчĕк предпринимательствăна, информаци технологине, спорта аталантарассипе çине тăрса ĕçлеççĕ.

Ялсене газификацилени çынсен пурнăçне, ĕçĕ-хĕлне чылай çăмăллатнă, хăтлăх кĕртнĕ. Вунă çул каялла республикăра ялсен 5 процентне кăна газификациленĕ пулсан, хальхи вăхăтра çак ĕçе вĕçленĕпе пĕрех.

Министр ялти культура урамсемпе çуртсен, ялсен тирпей-илемĕпе тÿрремĕнех çыхăннине те палăртрĕ. Ял малашлăхне çурт-йĕр, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем çĕкленни те аван кăтартать. Хальхи вăхăтра яллă вырăнсенче строительство вăй илни савăнтарать. Юлашки çулсенче хута кайнă çурт-йĕртен çуррине яхăн ялсенче пулнине асăнмалла.

Пĕтĕмĕшле тухтăр офисĕсем уçăлни те ял çыннин культура шайне ÿстерме пулăшать. Президент программине пурнăçа кĕртни ялта пурăнакансен сывлăхне сыхлассине пĕтĕмĕшле йĕркелеме май панă. Хальхи вăхăтра республикăра 323 пĕтĕмĕшле тухтăр офисĕ, çав шутра 171 _ яллă вырăнсенче. Вĕсене çĕнĕ оборудованипе, техникăпа, пысăк квалификациллĕ специалистсемпе тивĕçтереççĕ.

Çапах ял клубĕ, библиотека çынсем хутшăнмалли, информаци илмелли тĕп вырăн. Апла культура учрежденийĕсене çĕнетсе улăштарассипе те нумай ĕçлемелле. Чăваш Ен Раççей Федерацийĕнчи регионсенчен пĕрремĕшĕ ялсенчи клуб-кану учрежденийĕсене интеграциленĕ çĕнĕ формăпа йĕркелеме тытăннă. Республикăра нумай енлĕ интеграциленĕ социаллă культура учрежденийĕсен хисепĕ 132 çитнĕ ĕнтĕ. Пĕр çуртрах культура, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем уçни ял халăхĕшĕн те меллĕ, усăллă.

П.С. Краснов яла аталантарассипе йышăннă федераци программисем пĕр-пĕринпе çыхăнсах кайманнине палăртрĕ.

_ Яла аталантарас ыйтăва федераци шайĕнче пĕтĕм енлĕн татса памалла, Раççейĕн Культура министерстви тата ытти ведомствăсем уйрăмшарăн тăрăшни çителĕксĕр, _ терĕ вăл.

Координаци канашĕн ларăвĕ шăмат кун Шупашкарти Наци музейĕнче тăсăлчĕ. Сумлă форумра Федерацин тĕрлĕ субъекчĕн представителĕсем сăмах илчĕç. Кашнинех Раççей Федерацийĕнчи ял культурин аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсемпе малашлăхĕ пăшăрхантарать. Паллах, ыйту ĕнер-паян çуралман. Вăл ăруран ăрăва куçса пынă пулин те, ял культурин пуласлăхĕ хальлĕхе уçăмлах мар-ха.

Раççейре ку ыйтăва тĕрлĕрен татса пама пăхаççĕ. Сăмахран, Краснодар тăрăхĕнче «Ял клубĕ 2002-2007 çулсенче» ятарлă программа вăй илнĕ. Тюмень облаçĕнче 2003 çулта филармони учрежденине çĕнетсе автономлă коммерциллĕ организаци туса хунă. 2004 çулта тата тепĕр 9 учреждени хăй тытăмлăх йĕркине улăштарнă. Тĕрĕссипе вара, вĕрентÿ заведенийĕсемпе музейсем кăна патшалăх тытăмĕнче юлнă. Çĕнĕлĕхе пула организацисен ĕç-хĕлĕ икке пайланнă. Патшалăх заказчикĕ шутланнă май вĕсем хăйсен ĕç-хĕлне хакласа ăна йĕркелесе пыма тытăннă. Пĕр енчен вĕсем патшалăх учрежденийĕсем, тепĕр енчен пăхсан, хăйсемех учредитель шутланаççĕ. Кирлĕхĕ вара _ патшалăх заказчикĕ пулнă май вăл лартнă тĕллевсене уставпа килĕшÿллĕн пурнăçланă хыççăн, ытти юлнă вăхăтпа хăйсене май усă курасси. Паллах, учрежденисен ĕç-хĕлне тĕрĕслеме информаципе аналитика центрĕ йĕркеленнĕ. Вĕсем автономлă коммерциллĕ организацисен ĕçне 96 кăтартупа хаклаççĕ. Сăнав ирттернĕ вăхăтра паянхи кадрсем çĕнĕлле ĕçлеме хатĕр марри палăрнă.

Кадрсен ыйтăвĕ пур облаçра та çивĕч тăрать иккен. Мускаври культура енĕпе вĕрентекен патшалăх университечĕн ректорĕ пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ специальноçпа тухакан студентсем валли хăш-пĕр культура çурчĕсенче ĕç те çук. Калăпăр, бакалавр валли. Çавна май юлашки вăхăтра студентсене харăсах темиçе специальноçпа вĕрентеççĕ.

Раççейри наукăпа искусство чĕрĕлсе аталанасси мĕн авалтан ял культурипе çыхăннă. Ял пĕтсен _ халăх культури те çухалать. Çапла пĕтĕмлетÿ турĕ Брянск облаçĕн культура министрĕ. Хăйсен тăрăхĕнче халăхсен йăла-йĕркине упраса хăварассишĕн вĕрентекенсемпе вĕренекенсем тăрăшнине те палăртрĕ вăл. Библиотекăсене аталантарасси çине витĕмлĕрех пăхма сĕнчĕ. «Вулавăш _ ялти çынсене воспитани парас тĕлĕшпе ĕçлекен пĕртен-пĕр центр шутланать», _ пĕтĕмлетрĕ министр.

Курган облаçĕн представителĕ Вера Денисова культура ĕçченĕсем пĕчĕк ĕç укçи илни çинче чарăнчĕ. «Çавна май, _ палăртрĕ вăл, _ чылай çемье ипотекăпа усă кураймасть».

Ял культурин аталанăвĕнче ĕç укçипе кадрсен ыйтăвĕ çивĕч. Çавăнпа форума пухăннисем культура нацин пиллĕкмĕш проекчĕ пулмалла тесе палăртаççĕ. Атăлçи Федераци округĕн представителĕ Владимир Зорин пĕлтернĕ тăрăх, Раççейре юлашки вăхăтра мăнастирсемпе чиркÿсем çĕклес ыйту çине уйрăмах тимлĕн пăхаççĕ. Вĕсене çĕнетсе илемлетме ытларах чухне пайтаçăсем пулăшаççĕ. Укçа-тенкĕн 90 процентне вĕсем хываççĕ. Кăçалхи çул патшалăх культурăна аталантарма бюджетран 500 миллион тенкĕ уйăрнă. Ку шутран 60 проценчĕ патшалăх тытăмĕнче тăман учрежденисемпе çамрăксен политикине тытса тăма кайнă.

Федераци министерстви, культурăпа кинематографи, массăллă информаци хатĕрĕсен агентствисен, массăллă информаци хатĕрĕсемпе коммуникацисен надзор службин, федерацин культура енĕпе ĕçлекен ытти управлени органĕн ертÿçисем Чăваш Енри ял культурипе паллашнă хыççăн ялсенче, ытти регионти пекех, кинематографи начар ĕçленине е вăл тĕллĕн-тĕллĕн пачах çуккине палăртрĕç. «Çитес çул кино индустрийĕ 200 яхăн фильм ÿкерет. Вĕсенчен 190-шне ялти клубсене çитермелле», _ терĕç пухăннисем.

Форума пуçтарăнас умĕн Раççей правительствин департаменчĕ май-июнь уйăхĕсенче мониторинг ирттернĕ. Вăл «Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен» калакан 131-мĕш саккуна епле пурнăçланине тĕрĕслеме май панă. Сăнава 58 субъект хутшăннă. Координаци канашĕнче, мониторинга пĕтĕмлетнĕ май, федераци шайĕнче культурăпа çыхăннă пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтермелли стандартсене, хăш-пĕр норма докуменчĕсене сÿтсе яврĕç. Раççей Федерацийĕн культура тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Соколов палăртнă тăрăх, ял культурине халалланă проект 2007-2008 çулсенче хута каймалла. Ун шучĕпе ял культури, çамрăксен пурнăçĕ паянхи кун чăннипех те çивĕч. Çавна май Координаци канашĕн йышăнăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Форума Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров хутшăнчĕ. Вăл Чăваш Енри лару-тăрупа, культура аталанăвĕпе туллин паллаштарчĕ, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухăннă хăнасене республикăн ĕç-хĕлне пысăк хак панăшăн тав сăмахĕ каларĕ. Лару йышăнăвĕ малашне культурăра курăмлă ÿсĕмсем тума çул уçса парасса шаннине пĕлтерчĕ.

_ Эпир пурте культурăшăн тăрăшма тивĕç, _ терĕ Николай Федоров. _ Çакă Раççее татах та илемлĕрех, вăйлăрах, чăтăмлăрах тăвĕ!



"Хресчен сасси"
12 сентября 2006
00:00
Поделиться