Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Район хаçачĕн 75-мĕш çулĕ

Хаçатăн иртнĕ номерĕ хаçат хăй 74 çул тултариччен пĕр кун маларах тухрĕ пулсан, ку номер вара 74 çулта, район хаçачĕ 2 кун 75-мĕш çула кайсан пичетленчĕ. Апла, тухать-ха тăван Шупашкар тавра вырнаçнă ялсен хаçачĕ. Аса илер-ха, унăн номерĕсем "Колхозник çулĕ" (6 çул), "Ленин çулĕпе (1963 çулччен), "Ленинец" (28 çул) ятсемпе тухса тăнă. Халь, акă, 15-мĕш çул ĕнтĕ, вăхăт сисĕнмест те çав, "Тăван Ен" ятпа - питĕ ăнăçлă та килĕшÿллĕ ят тупнă - тухса тăрать.

74 çул çаврака дата мар, çавăнпа историне питĕ тарăн кĕмĕпĕр. Çапах иртнĕ юбилейрен вара çитнĕ 4 çул хушшинчи ĕç-хĕле аса илетпĕрех.

Чăн та, 70 çуллăхне уявланă 2002 çула та хаçат хăйĕн умне тухса тăнă чăрмавпа кĕтсе илчĕ. Ун чухне район почтине пĕр çунаттинчен персе амантрĕç те (пенси укçине салатассине унран илнипе вăл хăйĕн тупăшĕн самаях пысăк пайне çухатрĕ), курса тăнă çĕртех почта виçĕ уйрăмне хупрĕ, 16 яла Шупашкар хула почтамтне пачĕ т.ыт.те. Район хаçатне салатас ĕçе, паллах, çакă начар витĕм çеç кÿчĕ.

Хаçат парăнма шутламарĕ те. 2003 çулта чакас вырăнне унăн тиражĕ 330 экземпляр ÿсрĕ çеç. Пирĕн тираж пĕр вăхăтра çеç кăштах выляса илчĕ. Кăна та ăнланма пулать. Мĕншĕн тесен вăл вăхăтра "Кÿкеç издательство çурчĕ" предприятин ĕçĕ-хĕлĕ такăнма пуçларĕ. Эпир вара ун йышĕнче пулнă. 2005 çулхи сентябрьтен эпир - хамăр тĕллĕн организаци. Çакă тиража малалла хăпартма та, редакци ĕçĕ-хĕлне тÿрлетсе яма та пулăшрĕ. Халь пирĕн никам умĕнче те парăм çук.

Анчах хаçат хăйĕн çинчен çеç калани çуралнă кунта та çителĕксĕр. Пире хамăрăн Культурăпа наци ĕçĕсен, информаци политики тата архив ĕçĕсен министерстви яланах пулăшса пырать. Ку министерствăн хăвачĕ пысăк, ертÿçи - П.Краснов çамрăк, нумай пулмасть çеç 50 çул тултарчĕ. Район çинчен каламасăр тата мĕнле пулĕ. Унăн администрацийĕпе ĕçлеме çăмăл. Пирĕн шутпа вăл района ăнăçлă ертсе пырать. Ахальтен мар çулсеренех район чи çÿллĕ картлашкасене никама та памасть. Ку çур çулта та çаплах пулчĕ. Ахăртнех, çакă администраци пуçлăхĕн, А.Князевăн, чи малтан ертсе пырас ăсталăхне кăтартать. Редакци питĕ лайăх ăнланать: малта пырасси çинчен калама кăна çăмăл, ĕçне тума вара ай-уй мĕн чухлĕ тар тăкмалла. Çавăнпа та эпир хамăр ума пархатарлă тĕллев лартатпăр. Чи малтан тăван кил, ял тата район ячĕпе, паллах, республикăна, тăван çĕршыва манмасăр, пĕтĕçмелле - пĕр-пĕрне пулăшса çеç пурăнмалла текен политикăна тĕпе хурса ĕçлес.

Çакăнпа калани, тен, çитет те пулĕ. Анчах кăçалхи февральте редакци ĕçченĕ, И.Краснов водитель, аваринче сарăмсăр вилĕмпе вилчĕ, ăна асăнмасăр май çук. Кун пирки хаçатра темиçе те çыртăмăр. Çавăнпа вулакансем пĕлеççĕ-тĕр. Канлĕ çывăр, Игорь. Эпир пĕлетпĕр, эсĕ айăплă пулман. Шел, ку ĕçе, пирĕн шутпа, следстви, прокуратура тата суд тĕплĕн тишкермерĕç. Анчах ĕç хальлĕхе вĕçленмен-ха...

Çапла, кĕскен, пулчĕ иртнĕ тăватă çул.



"Тăван ен"
29 июля 2006
00:00
Поделиться