Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Эмине патĕнче хăнара

Хальхи вăхăтра хĕрарăмсем арçынсемпе тан таçта та ĕçлеççĕ, хăшĕ-пĕри вĕсене ирттерсе те ярать. Чăваш хĕрарăмĕ вара мĕн авалтан сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрнă. Шăпах çакăн пек маттурккасем, çыравçă-поэтсем Шупашкар районĕнчи Çĕнъял Покровски ялĕнчи «Сар кил» чăваш наци культура центрне пухăнчĕç. Хальхинче чăваш çыравçисемпе журналисткисем 19-мĕш ĕмĕрте пурăннă чăвашсен пĕрремĕш поэтессин – Эминен çуралнă кунне палă турĕç.

Светлана Асамат тата Михаил Юхма ертсе пыракан ушкăн чи малтанах чăваш халăх юррисене аса илсе вăйă картине тăчĕ. Акăш евĕр çаврăнса чăвашсен чуна уçакан кĕввисене шăрантарчĕç. «Хулара ÿснипе пулĕ эпĕ халăх юррисене пĕлменнипе пĕрех. Кунта вара пĕр картара сăмахĕсем хăйсем çуралаççĕ. Кашни чăваш ачин асĕнче пур вĕсем, чĕртме пĕлмелле кăна»,– тет Ольга Оланьгай çамрăк сăвăç.

Унтан çыравçăсем литература залне пухăнса Эминен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тишкерчĕç. Чĕкеç Люççи, Ольга Оланьгай, Левтине Марье, Оргем Гали, Нина Пăрчăкан, Роза Шевлепи, Светлана Асамат, Юхма Мишши çыравçăсем, Никифор Наумов тĕпчевçĕ, Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ Земфира Яковлева, Надежда Заводскова юрăç поэтессăна халалласа сăвăсем, поэмăсем вуларĕç, унăн юррисене шăрантарчĕç. «Вăл кашни хĕрарăма вилĕмсĕр хайлавсем çырма хавхалантарать»,- тет Чĕкеç Люççи.

Эмине Комсомольски районĕнчи Виçпÿрт ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пурăннă чухнех ăна чăвашсен шăпчăкĕ тенĕ.Эмине сăвăсем çырнă, юрăсем шăрантарнă. Хăçан çуралнипе вилнине тĕплĕ палăртман. Пĕрремĕш хут унăн сăввисене А.М.Князев вĕрентекен 1906 çулта çырса илнĕ. Ваççа Аниççи аса илнĕ тăрăх Александр Михайлович Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, Эмине сăввисене вăл «Хыпар» хаçатра та пичетлесшĕн пулнă, анчах кăларăма часах хупнă. Н.И.Ашмарин словарĕнче те Эмине çинчен пĕлтернĕ(3 том, 16 стр.). Революци хыççăн Эмине пултарулăхне Илле Думилин тĕпченĕ. Вăл уйрăм кĕнеке те кăларасшăн пулнă, анчах Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçланнă. Каярах А.Юман Эмине хайлавĕсене пухнă. Хальхи вăхтра С.Асамат, Р.Сарпи, М.Юхма, Р.Шевлепи ку енĕпе тарăн ĕçлеççĕ.

Эмине ячĕллĕ чăваш наци литература премийĕ те пур. Хальлĕхе ăна республикăра 12 çын тивĕçнĕ. Юлашкине çамрăксене вĕренте пынăшăн тата Эмине пÿлĕмне уçма пултарнăшăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ В.М.Савельева тивĕçрĕ. «Эмине пултарулăхĕпе паллашнă пулин те тарăннăн ĕçлемен, çавăнпа та ку маншăн пысăк кĕтменлĕх, анчах эпĕ ята ямастăпах, тÿрре кăларатăп»,– терĕ савăнăçне пытармасăр Вера Мефодьевна. Кăкăр çинче йăлтăртатакан медаль кашни çыравçăна çитĕнÿсем тума хавхалантарчĕ. Кашни çыравçă, поэтесса хăйне евĕр талант. Вĕсен хăйлавĕсем вилĕмсĕр. «Эсир шухăша яракан тата чăваш литературинче тарăн йĕр хăваракан хайлав авторĕсем, анчах сирĕн хушăра пĕр-икĕ çамрăк кăна пулни шухăшлаттарать. Сирĕн ĕçĕре тăсакансем те пулмалла-çке. Çак культура центрне килсе сирĕн çамрăксемпе пĕрле тĕрлĕ ăмăртусем, пултарулăх каçĕсем, презентацисем ирттермелле пултăр. Компьютерпа усă курса çĕнĕлĕхсемпе паллашмалла, интернетпа усă курмалла»,– терĕ «Сар кил» директорĕ В.Т.Анишин. Сăмах май, Эмине пÿлĕмĕнче поэтессăн пултарулăхĕпе тĕплĕн паллашма, ун япалисене тытса пăхма май пур. «Пĕрремĕш чăваш поэтессин произведенисен тата ăна халалланă поэмăсен кĕнеки çитес вăхăтра Болгарире те тухĕ»,– пĕлтерчĕ Юхма Мишши. Унсăр пуçне чăваш чĕлхи пÿлĕмĕ хута кайĕ, хальлĕхе унта юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. Çыравçăсем пурте хăйсен хайлавĕсен кĕнекисене парнелесе «Сар киле» пуянлатрĕç. Унтан вара Эмине юррисене пĕтĕм тĕнче илтмелле шăрантарчĕç. «Йăпăртлăха урама тухса кĕтĕмĕр, çумăр çăвать. Эппин, Эмине пире илтет»,– терĕ Светлана Асамат. Чăваш тумĕ тăхăннă, тăван чĕлхепе калаçакан, юрлакан хĕрарăмсене курсан вĕсем чăнах та чăвашлăхшăн çуннине туятăн. Вĕсем тăван литература чĕлхине аталантаракансем, çамрăк ăрăва ырă тĕслĕх кăтартакансем, чăвашлăх вучахне сÿнме паман çынсем.



"Хыпар"
28 июля 2006
00:00
Поделиться