Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Культура ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç

Июлĕн 19-мĕшĕнче пирĕн районта ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерствин кунĕ иртрĕ. Шупашкартан килнĕ ĕçлĕ ушкăнта – культурăпа искусство управленийĕн начальникĕ Р.Лизакова, патшалăх архивĕн пай начальникĕ О.Игнатьева, информаципе аналитика пайĕн тĕп специалисчĕ А.Рымшин, Чăваш Республикин халăх пултарулăх çурчĕн директорĕн заместителĕ С.Ильин, Л.Толстой ячĕллĕ библиотекăн директорĕ Л.Васильева, ЧР налук инспекцийĕн федераллă службин управленийĕн руководителĕн заместителĕ О.Никина. Ĕçлĕ ушкăнсем вырăнти самоуправлени органĕсене, культура учрежденийĕсене практика пулăшăвĕ парас тĕллевпе килсе çитнĕ. Министерство кунне килнисем 2 ушкăнпа ĕçленĕ. Пĕрремĕш ушкăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, вĕрентÿ управленийĕн начальникĕн культура енĕпе ĕçлекен çумĕ В.С.Васильев ертсе пынипе чи малтанах Аслă Чурачăк, Анат Тимĕрчкасси, Тукай ял поселенийĕсенчи культура учрежденийĕсенче пулчĕç, унти ĕç-хĕлпе паллашрĕç.

Культура енĕпе ĕçлекен специалистăн З.Мельникован ушкăнĕ Кĕçĕн Каçал, Хырхĕрри, Асанкасси ялĕнче пулчĕ, унти клубсене, библиотекăсене çитсе курчĕ. Кĕçĕн Каçалта тĕслĕх библиотекине уçнăранпа нумаях та вăхăт иртмен-ха. Çапах та кунта чылай ĕç туса ирттернĕ. ЧР халăх пултарулăх çурчĕн директорĕн заместителĕ С.Ильин “Акатуй юрри-ташши” кĕнеке парнелерĕ. Хăнасем Хырхĕрринчи тĕслĕх библиотекипе клубне те çитсе курчĕç. Хырхĕррисем клубра юсав ĕçĕсем тунă. Кунта халь кĕрсе тухма та кăмăллă. Клубра 7 кружок ĕçлет.

Асанкасси клубĕ – районта кивĕ клубсенчен пĕри. Çапах та кунта таса та тирпейлĕ. Çакă йăлтах культура ĕçченĕсенчен нумай килет. Асанкассисен хальлĕхе тĕслĕх библиотеки çук-ха. Çывăх вăхăтра кунта та уçăлмалла. Тĕслĕх библиотеки валли вырăн хатĕр. Вăл Асанкасси вăтам шкулĕнче пулĕ. Çак кунсенче юсав ĕçĕсем пуçланаççĕ те ĕнтĕ. Вулакансене чылай çĕнĕлĕх кĕтĕ. Шупашкартан килнĕ хăнасем те кунти ĕçсемпе кăмăллă юлчĕç.



"Каçал Ен"
27 июля 2006
00:00
Поделиться