Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Ентешĕн çĕнĕ кĕнеки

Ентешĕмĕр, Кĕçĕн Каçал ялĕнче çуралса ÿснĕ Петр Краснов хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерствине ертсе пырать. Июль уйăхĕнче Петр Степанович 50 çулхи юбилейне паллă турĕ. Сумлă юбилей тĕлне унăн “Власть слова” ятлă кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Вăл хăйĕншĕн те, вулакансемшĕн те пысăк парне пулчĕ. Аш-шĕпе амăшне – Перасковья Егоровнăпа Степан Егорович Красновсене халалланă кĕнекене тĕрлĕ çулсенче çырнă публицистикăлла материалсем, вăл хаçат-журналсене панă интервьюсем, асаилÿсем, сăн-ÿкерчĕксем кĕнĕ. Автор хăйĕн материалĕсенче çамрăксен социаллă ыйтăвĕсене çĕкленĕ, çĕнĕ Чăваш Ен епле аталанса пынине сăнланă, патшалăх, этемлĕх, наци культури пирки хăйĕн шухăшĕсене уçса панă. Пĕр темăпа çырнă статьясене пухса кĕнекене виç пайран йĕркеленĕ: “Народ ждал перемен”, “Действующие лица”, “Курс на стабильность”. Кăларăм 1000 экземплярпа Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ типографире пичетленсе тухнă. Часах унпа районти библиотекăсенче паллашма пулĕ.



"Каçал Ен"
27 июля 2006
00:00
Поделиться