Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Ĕçленипе çеç мар, культурăллă канма та пĕлмелле

Культура халăхăн, патшалăхăн тĕкĕрĕ пулса тăрать. Кăмăл-сипет, ăс-хакăл ыйтăвĕсем малти вырăна тухаççĕ. Юлашки çулсенче культура çине пысăк тимлĕх уйăрма пуçлани сисĕнет. Районти культура çурчĕ хăйĕн сăн-сăпатне улăштарчĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен культурăпа кану центрĕн директорĕнчен Г.Г.Бормотинăран ыйтса пĕлтĕмĕр.

– Галина Геннадьевна, районти культура çурчĕ халь ял тăрăхĕсен хушшинчи “Комсомольски” муниципаллă культурăпа кану центрĕ” ятлă. Çакă мĕнпе çыхăннă-ши?

– Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров “Чăваш Республикинче культурăна пулăшу парас енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен” Указ кăларнă. Унта нумай профиллĕ центрсем туса хумалли çинчен каланă. Пирĕн район пуçлăхĕ Г.Волков иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕн 30-мĕшĕнчех районти культура çурчĕн никĕсĕ çинче поселенисем хушшинче муниципаллă “Комсомольское” культурăпа кану центрĕ туса хума йышăну кăларнă. Районти халĕ ĕçлекен культура учрежденийĕсене сыхласа хăварас, унта ĕçлекенсен професси ăсталăхне ÿстерме условисем тăвас тĕллевпе çак указа пурнăçа кĕртнĕ.

– Паянхи кун культурăпа кану центрĕ мĕн енĕпе ĕçлет?

– “Комсомольски” культурăпа кану центрне çак учрежденисем кĕреççĕ:

– районти культура çурчĕ;

– районти организаципе методика центрĕ;

– культурăлла программăсен дирекцийĕ;

– юрăпа ташă халăх ансамблĕ.

Культурăпа кану центрĕ – культура учрежденийĕсен пĕр пайĕ. Вăл районти ытти учрежденисен ĕçĕ-хĕлне те йĕркелесе пырать.

Паянхи кун çак центрта темиçе ансамбль ĕçлет. Юрăпа ташă халăх ансамблĕ районти, республика шайĕнчи конкурссене хутшăнать. Республикăри “Хавхаланса юрлать чĕре!” юрăçсен ушкăнĕн фестивалĕнче “Творчествăри хавхаланушăн” диплома тивĕçнĕ. Ансамбль çумĕнчи “Кубняночка” трио, “Кĕркунне” вокал ушкăнне те çак наградăсемпе чысланă.

Юрăпа ташă ансамблĕ ытларах вокал енĕпе ĕçлет. “Кубняночка” трио Акатуй праçникĕ валли “Тăван ял урамĕсем” сюита хатĕрленĕ. Кунта А.В.Кокшина хормейстерăн тÿпи те пысăк.

Халăх эстрадин студине В.А.Кокшин ертсе пырать. Вăл уйрăм çынсене юрлама хатĕрлет. Эстрада студийĕ кон- курссене тухса çÿрет. Кăçал Канашра иртекен республикăри “Чăваш енĕн çемми: çĕнĕ хум” эстрада конкурсĕсенчен лайăх кăтартупа таврăнчĕ.

Нумаях пулмасть кунти “Каçал” фольклор ушкăнĕ “Халăх коллективĕ” ята хÿтĕлерĕ. Июлĕн 15–16-мĕшĕсенче ансамбль Ульяновск облаçĕнче иртекен “Поволжская глубинка” ятлă наци культурисен регионсем хушшинчи 9-мĕш фестивалĕнче пулчĕ. Кунта Каçал тăрăхĕнчен килнĕ юрăçсене ăшшăн кĕтсе илнĕ. В.Ф.Шимонис, Л.Н.Карзакова, А.А.Владимирова, Е.И.Воронова, З.В.Егорова, А.Ф.Морозова, Н.В.Мокеева, В.Т.Яковлева тата ыттисем те хăйсене тивĕçлĕ кăтартнă.

Ансамбль ялсене те тухса çÿрет.

– Ансамбльсен ĕçĕ-хĕлĕ кал-кал пытăр тесен лайăх техника кирлĕ. Çак енчен лару-тăру епле?

– Пурлăх базине çирĕплетес енĕпе тăрăшатпăр. Культура пайĕ пулăшнипе компьютер илсе лартрăмăр.

Чăваш Республикин Культура министерстви укçа уйăрнипе вăтăр пилĕк пинлĕх колонкăсем, усилительсем, радиомикрофонсем туянтăмăр.

– Галина Геннадьевна, кĕçех вырма пуçланать. Кăçал агитбригада хирсене тухса çÿреме хатĕрленет-и?

– Паянхи куна программа хатĕр. Ку енĕпе Л.В.Носова методист ĕçлет. Кăçал фоно-граммăсăр, чĕрĕ сасăпа юрлама шутларăмăр. Çитес вăхăтра концертпа çула тухма хатĕр. Эпир ăçта кирлĕ, çавăнта хаваспах пулăшу паратпăр. Юлашкинчен çакна калас килет: пирĕн кадрсем хальлĕхе çителĕксĕртерех, талантлă, пултаруллă çынсене хамăр пата йышăнма хавас.

– Калаçушăн тавтапуç. Ĕçре ăнăçусем сунатпăр сире. 



"Каçал Ен"
27 июля 2006
00:00
Поделиться