Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Юрă–кĕвĕ ватăлма памарĕ

Пире пĕчĕкренех юрă-кĕвве юратма вĕрентсе ÿстернĕ. Анне – Герман Лебедевăн йăмăкĕ, асатте те кĕсле, тальянка ăста каланă. Атте вăрçă участникĕ. Ял совет председателĕ, бригадир пулса ĕçленĕ. Çемьере эпир саккăрăн ÿснĕ. Анне тирпейлĕ хĕрарăмччĕ, пире яланах таса çÿретнĕ. Атте ферма заведующийĕнче ĕçленĕ чухне ун патне уй урлă утмаллаччĕ. Таса уя тухсан пĕтĕм сасăпа юрласа яраттăм. Эп юрланине атте те илтетчĕ.

Шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти педагогика институчĕн музыка факультетне вĕренме кĕтĕм. Щкулта “5” паллăпа ĕлкĕрсе пынă пулсан та, çăмăлах марччĕ, баянне та пуçласа тытса куртăм, нота çырма вĕрентĕм.

Вĕренсе тухсан пире, тăватă хĕре, Тюмень облаçне педучилищене ĕçлеме ячĕç. Унта пире асăрхарĕç, культура керменне чĕнчĕç. Эпир, чăваш хĕрĕсем, квартетпа чылай вырăна çитсе куртăмăр. Çакăнтах пулас мăшăра тĕл пултăм. Вăл та вĕренсе пĕтернĕ хыççăн ĕçлеме пынăскерччĕ. Пĕрлешрĕмĕр. Хваттерĕ те, ĕçĕ те лайăхчĕ. Анчах çуралнă вырăнах чун туртрĕ. Анне патне таврăнтăмăр.

Шупашкаркасси культура çурчĕн директорне лартрĕç. Ман тавра ачасем пухăнчĕç. Хĕрарăмсен ансамбльне йĕркелерĕмĕр. Çавăн чухне манăн музыка шкулĕ уçас шухăш çуралчĕ. Ку ĕмĕт иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чухнех пуçа вырнаçнăччĕ. Ун чухне Герман Лебедевпа тĕл пулса калаçрăмăр. Вăл мана вĕренме кĕме пултарнăшăн мухтарĕ, ачасене музыкăна вĕрентме сĕнчĕ.

Тÿрех шкул уçасси çăмăл мар. Пединстут преподавателĕпе Николай Виноградовпа канашларăм. Ачасене культура керменне пухса баянпа аккордеона вĕрентме тытăнтăмăр. Николай Иванович хор ертсе пыма пуçларĕ. 1972-мĕш çулта музыка шкулĕ Вăрман-Çĕктер шкулне куçрĕ. Ăна Хыркассинчи ача-пăча музыка шкулĕ тесе йышăнчĕç. 1994-2004-мĕш çулсенче эпĕ директорта вăй хутăм. Çак вăхăтра çĕр ытла ача пирĕн шкула пĕтерчĕ. Вĕсенчен музыка специальноçне илнисем те сахал мар.

Халĕ, çулсем хыçа юлнă май, юрă-кĕвĕ манăн пурнăçра пысăк вырăн йышăннине хакламалăх та пур. Мĕн ачаран пуçласа çак таранчченех вăл пулăшса пынă. Чун ыратнă самантра, пысăк çухату тÿснĕ вăхăтра хуйхă-суйха сирме пĕртен-пĕр çăлăнăç пулнă. Юратнă мăшăр çут тĕнчерен уйрăлни пилĕк çул çитрĕ, икĕ хĕрĕм ÿссе çитрĕç. Вĕсем те, мăнуксем те музыка енне туртăнчĕç. Ачасемпе ырлăх çеç куратăп, пĕлĕшсем тĕл пулмассерен ырă сăмахпа савăнтараççĕ. Çавăнпа хама телейлĕ тетĕп, манăн çулсем – манăн пуянлăх тени те ман çинченех.

Çак кунсенче 60 çул тултартăм пулсан та алă усса ларма вăхăт çук. Нумаях пулмасть Вăрман-Çĕктер тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн председательне суйларĕç. Иртнĕ эрнере Хыркассинче Питрав куне халалласа мероприяти ирттертĕмĕр. Юрă-кĕвĕпе çывăх пулни ватăлма памасть, юратнă ĕç хавхалану кÿретех.



"Тăван ен"
22 июля 2006
00:00
Поделиться