Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Ял уявĕ

Ял уявĕЧаплăн паллă турĕç
Июлĕн 8-мĕш кунĕ.
Тỹлек çанталăк: хĕвел хăйĕн ăшшине хĕрхенмест. Кăнтăрла иртни икĕ сехет. Анаткасси ялĕ варринче: шыв хĕрринче: сцена тунă: çынсенче ларма вырăнсем хатĕрленĕ. Кĕвĕ янăрать: чăваш юррисем шăранаççĕ. Унтан та кунтан ял çыннисем пухăнчĕç: чĕннĕ хăнасем нумайăшĕ килсе çитнĕ.
Акă: сцена çине ертсе пыраканĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕ Т.А. Калитов тухать. Вăл кĕске сăмах каласа ял уявне уçни çинчен пĕлтерет. Сăмах калама хуçалăхри ветерансен канашĕн ертỹçине К.К. Корнилова: сĕнет. Вăл ял уявне мĕншĕн ирттерни çинчен калать тата унăн тĕп тĕлевĕсене палăртать. +авăн пекех Анаткас ял историйĕ çинчен сăмах калать. Ял уявне пухăннисене тата хăнасене уяв ячĕпе саламлать: телей сĕнет. К.К. Корнилов каланине пурте тимлĕн итлеççĕ: алă çупса хисеплеççĕ: кун пек уяв Анаткассинче пĕрремĕш хут пулнине палăртаççĕ.
Сцена çине художество пултарулăх коллективĕ тухать: ăна баянпа К.И. Албутова ертсе пырать. Хор ял уявĕн юррисене юрлать.
Сцена çине район администрацин представителĕсем Эльвира Иосифовна Симаковапа Фаина Федосеевна Григорьева тухаççĕ. Вĕсем ял уявне пухăннисене хĕрỹллĕн саламлаççĕ: пурнăçра çирĕп сывлăх: юрату: телей сĕнеççĕ. Ун хыççăн район администрацийĕн йышăнăвĕпе паллаштараççĕ: ĕç ветеранĕсене _ нумай çул хушши хуçалăхра вăй хураканĕсене саламлă çырусемпе хаклă парнесем парса чыслаççĕ: уйрăмах ферма ĕçченĕсене тата механизаторсене.
Сцена çинче _ чĕннĕ хăнасем. Вĕсен шутĕнче К.Е. Евтихеев ĕçпе вăрçă ветеранĕ: 2-мĕш ушкăнри инвалид: Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ* Владислав Николаевич Иванов _ «Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ: музыкăпа драма театрĕн ертỹçийĕ.
Сцена çинче Владислав Григорьевич Пастухов-Анаткас. Вăл Тăвай районĕнче пурăнать: Анаткас çынни: Раççейри писательсен Союзĕн членĕ.
К.Е. Евтихеев: ял историне çыраканĕ: пухăннисене саламлать: телей сĕнет. В.Н. Иванов тăван ял çыннисене: хăнасене саламлать: ырлăх-сывлăх сунать.
В.Г. Пастухов-Анаткас пухăннисене саламлать: уява чĕннисем кăмăллă пулнине палăртать. +авăн пекех вăл хăй çырса кăларнă «Чăнлăхпа тĕрĕслĕхшĕн» кĕнекин ç-мĕш томне хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене парнелет.
Сцена çине умлăн-хыçлăн юрлакансем тухсах тăраççĕ. +амрăк артистсем (шкул ачисем) юрларĕç тата ташăсем ташласа пачĕç.
Ветеранĕсенчен Марина Федоровна Иванова (85 çул) тата Лидия Архиповна Петрова ĕлĕкхи юрăсене юрласа пачĕç.
Ял уявĕ нумая тăсăлчĕ: çамрăксем спорт вăййисенче ăмăртрĕç: воллейболла вылярĕç. Пухăннисем ял уявне ирттернипе кăмăллă пулчĕç. Ун пек уява малала та ирттерсе пыма сĕнỹ пачĕç.
Юлашкинчен çакна палăртмалла% ял уявне ирттерме район администрацине пулăшнăшăн пысăк тав.
Тав сăмахне культура ĕçĕнче ĕçлекенсене Регина Григорьевăпа Галина Павловăна та калас килет: вĕсем те ял уявне ирттерме пулăшрĕç.


"Çĕнтерÿ ялавĕ"
22 июля 2006
00:00
Поделиться