Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Тĕп редактор кунĕ

Диплома тивĕçнĕ
Республикăра кашни çул иртекен «Чăваш Ен ĕнер: паян: ыран» конкурса хутшăнса «Вы­рăнти хăй тытăмлăхăн чи лайăх комплекслă экспозици» номинацире Вăрмар район администрацийĕ 3-мĕш вырăн йышăннă: диплома тивĕçнĕ.
Тĕп редактор кунĕ
Иртнĕ юнкун пирĕн районта тĕп редактор кунĕ иртнĕ. Пы­сăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие Чăваш Республикин культура: национальноçсен ĕçĕсен: информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ П.Краснов: республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен нумай редакцисен тĕп редакторĕсем хутшăннă.
Хаçатсен тĕп редакторĕсем малтан районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Унтан район администрацийĕн ларусен залĕнче ЧР культура министрĕ П.Краснов: унăн заместителĕ О.Петров: район пуçлăхĕ В.Кириллов ирттернĕ канашлура «Кăçалхи иккĕмĕш çур çулхи çырăнтару кампанийĕн итогĕсем»: «Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ»: «Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн 75 çулхи юбилейне хатĕрленсе кĕтсе илесси» тата ытти ыйтусене с.тсе явнă.
 


"Урмарская районная газета"
21 июля 2006
00:00
Поделиться