Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Объектра журналистсем пулчĕç

Пирĕн района республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем пулчĕç. Вĕсене Чăваш Республикин физкультура: спорт тата туризм министерствин пресс-служби йĕркеленĕ. «Советская Чувашия»: «Хыпар» тата «Сегодня» журнал корреспонденчĕсем: район пуçлăхĕн çумĕ Ю.Осипов: «Канашгаздорсервис» предприятин генеральнăй директорĕ А.Михайлов тата ыттисем Шăхасанта физкультурăпа сывлăх комплексне тунă çĕрте пулчĕç.
Çак строительство объектĕнче ĕç вĕçĕмсĕр вĕресе тăрать. ăна палăртнă вăхăтра хута ярас тесе тăрăшаççĕ. Нумай ыйту пачĕç журналистсем. Вĕсен пĕр ыйтăвĕ те хуравсăр юлмарĕ.
Вунă кун каярах республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ строительство объектĕнче Чăваш Республикин Президенчĕн Аппарачĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăнса ĕçлекен управленин специалисчĕ Ю.Чернов та пулнăччĕ. Юрий Владимирович ун чухне Шăхасан чиркĕвĕн ĕçĕ-хĕлĕпе те интересленнĕччĕ: ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе А.Егоровпа калаçнăччĕ.


"Канаш"
21 июля 2006
00:00
Поделиться