Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Салам сăмахĕсем, парнесем нумай пулчĕç

Канашри издательство çурчĕ тата хулапа район хаçачĕ тухма пуçланăранпа 75 çул çитнĕ ятпа хулари тавра пĕлĕ музейĕнче ятарлă стенд хатĕрленĕ. Унта типографире хаçат кун-çулĕпе çыхăннă экспонатсем сахал мар. Тĕрлĕ çулсенче, хальхи вăхăтра ĕ çлекенсем сăн ĕкерчĕкĕсем те пур.

Иртнĕ эрнекун, издательство çурчĕпе хаçат 75 çул çитнине паллă тунă кун, музейра Чăваш Республикин культура, национальноç ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ О.Петров, культура ĕçченĕсен профсоюз рескомĕн председателĕ С.Демидова, республикăри хула тата район хаçачĕсен редакторĕсем, издательство çурчĕсен директорĕсем пулса юбилее халалланă материалсемпе паллашрĕç. Районпа хула историйĕнчи паллă пулăмсем çинчен пĕлме вĕсене музейăн экскурсине массăллă ĕçсен пайĕн заведующийĕ Н.Шмонина каласа пачĕ.

Уяв «Шурăмпуç» хăна çурчĕн пысăк та çутă залĕнче тăсăлчĕ. Кунта министр çумĕ О.Петров, профреском председателĕ С.Демидова, хула администрацийĕн представителĕ пичет ĕçĕнче палăрнисене грамотăсем, коллектива хаклă парнесем пачĕç. Райадминистраци парнине издательство çуртне ирех илсе килчĕç. Республикăри хуласемпе районсенчи ĕçтешсем те сахал мар ăшă сăмахсем каласа, парнесем парса чыс турĕç.



18 июля 2006
00:00
Поделиться