Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Фестивале хутшăнтăмăр

Пирĕн Тăрмăшри культура çурчĕ çумĕнчи “Çăлкуç” фольклор ушкăнĕ Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм Раççей халăх пултарулăхĕн “Раççей çăлкуçĕсем” ç4-мĕш фестивальне хутшăнчĕ. “Суту-илĕ” çурчĕ умне халăх чылайăн пуçтарăннă. Чăваш туйне кăтартса патăмăр хамăрăн туслă та пысăк ушкăнпа. Чăвашсен наци тумĕ, хушпу-тухьи мĕн авалтанпах сумра пулнă. Эпир уншăн мăнăланатпăр, тăван халăхăмăрăн ырă йăла-йĕркисене манăçа кăларас марччĕ тетпĕр. Ытти ăĕртен килнĕ хăнасем пирĕн чăвашсен авалхи туй тумĕсемпе питĕ интересленчĕ ç, илемĕнчен тĕлĕнчĕç, тăхăнса сăн та ĕкерĕнчĕç. Эпир те тĕрлĕ çĕртен килнĕ артистсен ăсталăхне курса тĕлĕнтĕмĕр. Ытларах фольклор ушкăнĕсем пулчĕ ç фестивальте.

Эпир те Тăвайри халăх хорĕпе №пурĕ 2 коллектив хутшăнчĕ фестивале районтан№ пĕрле тĕп урам тăрăх залива çитиччен юрласа-ташласа утрăмăр. Çанталăк питĕ шăрăх пулин те, хушпу-тухьясене хывмарăмăр. Çапла савăнтăмăр ытти регионсенчен килнĕ пултарулăх ăстисемпе.

Хастар та пултаруллă фольклор ушкăнĕн членĕсене асăнса хăварас килет. А.С.Антонов, В.Н.Макаров, С.Н.Спиридонова, Л.А.Агафонова, Т.В.Ялугина, А.Н.Матросов, М.Н.Матросова, Е.В.Иванова, З.В.Семенова, В.К.Кузьмин, А.В.Шакин, Н.П.Петров, Л.В.Андреева _ чи активлисем пирĕн, вĕсемсĕр нимĕнле мероприяти те иртмест пулĕ. “Çăлтăрчăк” ушкăнри хĕрсем те маттур: Арина Николаева, Светлана Николаева, Злата Михайлова, Наташа Семенова, Кристина Иванова, Оля Павлова. Алина Петровапа Марина Артемьева та пуçаруллисен шутĕнче. З.П.Андеевана, Н.М.Семенована, З.А.Потапована, В.Д.Димитриевана тав сăмахĕ калас килет ĕркенменшĕн, концерт-спектакльсене хутшăнма вăхăта шеллеменшĕн. Утăине пăхмасăрах Шупашкара кайма ерçĕ тупрĕç хĕрарăмсем.

Тăрмăш хорĕ хăй вăхăтĕнче Мускаври Кремльте те юрлама тивĕç пулнă. Эпир те хамăр пултарулăха ĕстерсех пыма тăрăшăпăр, ялти культура пурнăăне аталантарма вара ялти сумлă ăынсем, яш-кĕрĕм, влаçри хуăасем пулăшса тăрасса шанас килет. Ăитменлĕхсем вара сахал мар. Культура ăурчĕ юхăнса пынине пурте пĕлеççĕ-кураççĕ, сцена çинче юрлама-ташлама ятарлă тум, вылямалли музыка инструменчĕсем ăук тесен те йăнăш пулас çук. Вăл çук та ку çук тесе лармастпăр, хамăр çине шанса малашлăха пăхатпăр.



"Ял ĕçченĕ"
17 июля 2006
00:00
Поделиться