Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Министра - журналистсен пĕрĕхĕн награди

Раççей Журналистсен союзĕн "Профессилĕ пĕрлĕх умĕнчи тава тивĕçле ĕссемшĕн" Хисеп паллине Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ П.Краснов тивĕçнĕ. Нумаях пулмасть çирĕплетнĕ çак наградăпа журналист профессийĕн социаллă авторитетнĕ ỹстерме, Раççейри хаçат-журналла телекурав тата радиохыпарлав пăхăнманлăхапĕ ирĕклĕхне çирĕ плетме пулăшнăшăн тата професси организацийĕнче хастар пулнăшăн, тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн массăллă информаци хатĕрĕсен ертỹçемпе журналистсене, культурăпа наука, обществăпа политика ĕçченĕсене чыслаççĕ.

Петр Степанович 1994 çултанпа Раççей Журналистсен союзăн йышĕнче. Чăваш Ен журналисчĕсен кăçалхи пуш уйăхĕнче иртнĕ çирĕм улттăмĕш съездĕчне ăна пултарулăх ушкăнĕн правленийĕн членне суйланă. П.Краснов культурăпа пичет министрĕнче нумай çул ĕçлесе пичете аталантарас, МИХсен пăхăнманлăхне çирĕплетес, журналист чысне-сумне çĕклес ĕçе пысăк тỹпе, хывнă. Çăв вăхăтрах вăл наци культурине аталантарас, социаллă проблемăсене татса парас ыйтупа çырнă нумай публицистика статийн авторĕ те.

Хальтерех тата тепĕр савăнăçлă хыпар илтĕмĕр: министра çак кунсенче Тĕнчери "Ĕмĕр меченачĕсем" ыр кăмăллăх фончĕ "Чыс тата Усăлăх" медальпе наградăлнă.



"Хыпар"
15 июля 2006
00:00
Поделиться