Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

"Канаш" хаçат юбилейĕ

Республикăри район хаçачĕсенчи чи малтан кун çути курнă «Канаш» хаçат ĕнер 75 çулхи юбилейне паллă турĕ. Халĕ вăл «Канаш издательство çурчĕ» ПУП йышне кĕрет. Хаçатăн пĕрремĕш номерĕ 1931 çулхи утă уăхĕнче тухма пуçланă. «Канаш» хаçатăн кун-çулеĕнче Георгий Ефимов, Николай Терентьев, Кĕçтук Кольцов, Степан Аслан, Виталий Енĕш, Юрий Малышев, Леонид Маяксем тат ытти поэтсемпе çыравçăсем паллă йĕр хăварнă.



"Елчĕк Ен"
15 июля 2006
00:00
Поделиться