Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Чăваш ташши – Турцинче

 

Районти культурăпа кану центрĕ çумĕнчи “Евгения” ташă ушкăнĕн ăсталăхĕ çинчен илтмен мар ĕнтĕ. Кашни уяврах сцена çине тухаççĕ вĕсем. Мĕн тĕрлĕ халăх ташшине çеç ташламаççĕ. Тумĕсене улăштарса тăраççĕ. Йышĕ те пысăк. Ушкăн пултарулăхĕ профессиллĕ ăстасенчен пĕртте кая мар. Çакна вĕсем тĕрлĕ конкурссене час-часах хутшăнни, çĕнтерÿçĕ ячĕсене тивĕçни те çирĕплетет. Юлашкинчен ушкăн аякри çул çÿреве тухрĕ. Хăйсен руководителĕ А.Михайлова тата райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕ С.Викторов ертсе пынипе турккă çĕр-шывне çитсе курчĕ. Район хăнисем Стамбул хулинче ирттернĕ пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕн ача-пăча фестивальне хутшăнчĕç. Вăл кăçалхипе вун иккĕмĕш хут пулчĕ. Инçе çула тухма уйрăм предпринимательсем, район администрацийĕ пулăшрĕç. Ташă ăстисене ют çĕр-шыва çитме тĕрĕк тĕнчин республикăри культура центрĕн президенчĕ И.Иванов та пулăшрĕ. Сăмах май çакна та палăртмалла. Илья Арсентьевич турккăсемпе тахçантанпа çыхăнура. Вăл тăрăшнипе республика, район ачисем Турцинчи аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухаççĕ. Ют çĕр-шыв йăла йĕркине вĕренеççĕ, тĕпчеççĕ, аталанăвĕпе интересленеççĕ. Турккă çамрăкĕсем те пирĕн пата ăс пухма килеççĕ. Районта пулнисем те пурах. Çавна май центр президенчĕ турккăсемшĕн ют мар. Çавăнпа Мускавран Стамбула çĕрле 11 сехетре вĕçсе çитнĕ Патăрьел делегацине вырăнта кăмăлтан кĕтсе илнĕ, вырнаçтарнă. Чăвашсем турккăлла сывлăх сунма, тав тума пĕлнишĕн хĕпĕртенĕ. Тепĕр кунне хăйсен историллĕ паллă вырăнĕсемпе паллаштарнă. Экскурси пурин кăмăлне те кайнă.

Фестиваль стадионта иртнĕ. Унта халăх йышлă хутшăннă. “Евгения” ташă ушкăнĕ илемлĕн акăш евĕр шуса черетлĕ номерпе çын умне тухсан нумайччен алă çупнă. Ачасем турккă халăхĕ хăнасене хисеп тунине, юратнине çакăнтан та туйнă. Тăван çĕр-шывне тĕлĕнсе каймалла мала хунине сиснĕ.

Ачасен ушкăнĕпе Чăваш телевиденийĕн ĕçченĕ, Кивĕ Ахпÿртре çуралса ÿснĕ Марина Карягина поэтесса та çул çÿреве тухнă. Вăл Турцинче пĕрремĕш хут мар.

Тĕлĕнмелле илемлĕ вырăнсем килĕшнĕ çул çÿреве тухнисене. Асăнмалăх сăн ÿкерттернĕ вĕсем. Фестивале йĕркелекенсем кашни ачана Диплом парса хавхалантарнă. Ют çĕр-шыв пурнăçĕпе паллаштарма республикăран вĕренме кайнă ачасем хавас пулнă.

Мĕн палăртмалла-ха юлашкинчен. Тепĕр çул ирттерме шут тытнă фестивале те чĕннĕ Патăрьелсене. Ун чухне спектакльпе килме ыйтнă. Çавна май райадминистрацин социаллă аталану пайĕ сцена çинче выляма юратакансене пуçтарса спектакль хатĕрлеме пуçăнасси çинчен пĕлтерет.

Хăйсен пуян йăли-йĕркисене çирĕп тытса пыраççĕ пулин те чăвашсене хаклаççĕ Турцинче. Çакна çул çÿреве хутшăннă кашни çынах çирĕплетрĕ. Пирĕн те наци пуянлăхне упрасчĕ. Чăн чăвашла чĕлхепе тасан калаçса йăла-йĕркесене ăруран-ăрăва куçарса пырасчĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 июля 2006
00:00
Поделиться