Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

РЕДАКТОР ВУЛАКАНСЕМПЕ ТĖЛ ПУЛАТЬ

1906 çулхи çĕртме уйăхĕнче Н.В.Ни­кольский хресчен пурнăçĕпе культурине тĕпчеме Çĕрпỹ, Етĕрне, Чикме уесĕсенчи чăваш ялĕсене тухса каять. "Халăх хушшинче ытларах пулас", -тесе шутлать вăл. Хаçат кăларас ĕçсене туса пыма кĕпĕрнаттăртан ирĕк ыйтса хăй вырăнне вăхăтлăха "Хыпар" сотрудникне Сергей Кирилло­вич Кириллова хăварать.
Ял-ял тăрăх çуран ç᰽рет вăл. Чылай çынпа курса калаçать. Халăх хушшинче пулнипе питĕ савăнать. Тăван енне килнĕренпе тăватă-пилĕк кун çеç иртнĕ-ха. Акă вăл Етĕрне уесĕнчи Й᰽çпан ялĕ çывăхĕнчи вăрманпа çутçанталăк ырлăхĕпе савăнса пырать. Çакăнта ăна пĕр палламан çамрăк велосипедпа хăваласа çитет, васкасах çапла пĕлтерет: "Сирĕн хаçата арестленĕ, редакцире пурте хăраса ᰽кнĕ. Хăвăртрах Хусана васкăр, ĕçе мĕнле те пулин майлаштарма тăрăшăр".
Васкасах Хусана таврăнать Ни­кольский, ĕç мĕнле пулса иртнине тĕпчесе пĕлет. С.К.Кириллов ала пусса кăлармалли 23-мĕш номере пичетленĕ хыççăн цензурăна пăхса тухма пана, унта ăна тытса чарнă, пĕтĕм тираж типографирех юлнă. Часах редакцие жандармсем персе çитнĕ, хаçата арестленĕ. Тайăр Тимккин "Чаплă вилĕм юрри" ятлă сăввинчи "Ырлăхăра вăрçса илĕр!" сăмахсемшĕн айăпланă.
- "Хыпар" пурнăçне юри татасшăн, вĕсем. Хаçата хупасшăн, - пăшăрханнă сотрудниксем. - Ара, тутарсен хаçатне те çакнашкалах хупса хучĕç вĕт.
- Чанах та, "Хыпара" хупма Нико­лай Васильевич яла тухса каясса çеç кĕтнĕ пулмалла вĕсем, - тарахнă Кириллов та. - Чим-ха, Ашмарин патне чупам, йăлăнам.
Анчах усси пулман.
Юрать, Никольский Хусана хăвăрт килсе çитнĕ. Вăл ҫине тăнине пула цензура тытса чарнă "Хыпар" листисене çĕнĕрен пичетлесе ку номере йĕркеллех кăларса яраççĕ. Суд "Хы­пар" пирки "Наложенный арест отме­нить" текен йышăну кăларать.
Асăрхануллă пулма ыйтрĕ Никольс­кий. Ялтан таврăнсан малалла та хăех редактор пуласси çинчен каларĕ сотрудниксене. Унтан çула тухрĕ. Редак­цире пулнă пăтăрмах çинчен вулавçăсемпе тел пулнă чухне те тĕплĕн каласа пачĕ.
Кун хыççăн хаçат вулакансем патне вăхăтра çитесси пăсăлать. Ана çырăнса илекенсем ун пирки хытă ᰽пкелешеççĕ. Чăннипе, редакци айăплă мар кунта, хаçата вăхăтра кăларса, ăсатса тăнă. Инкек-синкекĕ акă мĕнре: ç᰽лти влаçсем вулăс правленийĕсене хаçата хресченсен хушшинче сарассине чарма тăрăшмалла тесе вăрттăн хушу янă пулнă иккен.
...Ялсенче ĕççи вăхăчĕ. Тырă выраççĕ. "Пулăшса парам-ха сире", - тесе шурă кĕпе çаннисене тавăрчĕ Никольский. Çак вăхăтра хресчен унăн шуранка та çинçешке аллисене, çивĕч чавсине асăрхаса тăчĕ. Çивĕч çурла кăчăрт-кăчăрт! тăвать. Ывсă хыççăн ывçă хунипе кĕлте пулса тăчĕ. Самантрах виçĕ кĕлте вырса çыхрĕ Никольский.
Т᰽пере хĕвел хĕртсе пахать. Шă­рăх. Вăхăт-вăхăт уçă ҫил вĕркелени çеç чуна уçать.
- Мен пулăшнипе çитĕ-ха, тăванăм, - терĕ хресчен. - Атя, апат çийĕпĕр, кăнтăрла вăхăчĕ çитрĕ. -Унтан вал ывăлĕсене йыхăрма пуçларĕ. Урапа айне, сулхăна, тăпра ăшнерех лартнă кăкшăма илчĕ, чашăксене уйран ячĕ. - Кил-ха, лар, Николай Васильевич, уйранпа çăкăр çиер. Апачĕ темех мар та, выçăхиччен ĕçлесен хытă çăкăр та кулачăран тутлă теççĕ-çке.
Никольские хресченсем сырса илчĕç, черетпе алă парса тухрĕç.
Чухăнсен хушшинче "Хыпар" çырăнса илекенсем пит сахал, калаçать ҫак ана хуçи. - Хаçат илме тем пек шухăш пулсан та хресчен çынни илеймест ăна. Хаçата çырăнма çулталăкра виçĕ тенкĕ кирлĕ. Пирĕн хресчене виçĕ тенкĕ мар, виçă пус та нумая пырать.
Вĕсем Никольский сăмахне кĕтрĕç.
- Çук çынна, паллах, виçĕ тенкĕ т᰽леме питĕ хĕн, - терĕ Никольский васкамасăр. - Вуннăн виçĕ тенкĕ тупма çăмăлрах. Çавăнпа çичшерĕн, сакăршарăн, вуншарăн пĕрлешсе çырăнмалла. Пĕрлешсе хаçат илни урăх енчен те аван: ушкăнпа илекен хаçата ушкăнпа вулатăн, ҫыру пĕлменни те итлесе ларать. Вуланă май кашни хăй шухăшне калать. Калаçмасан, с᰽тсе явмасан, мĕн вуланине час манса кайма пулать. "Хыпар" мĕн вăй çитнĕ таран чăвашсене усă кăтартасшăн. Пирĕн пурсăмăрăн та ăна пулăшмалла. Редакцие çырусем çырсах тăрăр. Хаçата халăх хушшине ытларах сарма тăрăшăр. Ана вулакансем нумайрах пулччăр.
Хресченсем ҫĕр сахалли, ҫĕр вакланса пĕтни çинчен калаçса кайрĕç.
Чухăнсем мĕн каланине Никольс­кий тимлĕн итлерĕ, хут ҫине çырса хучĕ. Тĕпчев ĕçне к᰽лĕннĕ магистр: "Политика енне чат пăрăнмастăп", -тесе шутланăччĕ çулталăк каялла. Çук, чуна уçса калаçас тесен политика ыйтăвĕсенчен те пăрăнаймастăн. Акă мĕнлерех пĕлтерет вăл хресченсем ыйтнине хуравласа: "Питĕрте, Мускавра тата ытти хулара ĕçлекенсем питĕ пăлханаççĕ. Хресченсем те, ав, кĕрешĕве тухаççĕ..."
Çурла уйăхĕнче вăл каялла тăврăнма пуçтарăнса тухрĕ. Акă, пĕр ялта, çĕрме пуян уйĕнче, ун ывăлĕ жнойкăпа тырă вырать. Тарçисем кĕлте çыхаççĕ, çĕмел тăваççĕ. Ку уя чарăнас мар терĕ Никольский. Çак пуян "Хыпар" редакторне кураймасть. Мĕншĕн? Çак ял пуянĕ тарçисене, ытти чухăнсене мĕнле пусмăрлани çинчен Валери Чăмат (Николай Ва­сильевичам тăван шăллĕ) хаçатра çырса кăларнăччĕ. Çавăншăн ҫак пуян питех те çилленнĕ Никольские. "Валеркăна леш тĕнчене ăсататăп", -тенĕ имĕш вал.
"Ав, епле хаяр куçпа пăхать ман ҫине...", - шутларĕ Никольский.
Вăл çапла чылай çĕрте пулма ĕлкĕрчĕ. Етĕрне хулинче кăштах пурăнчĕ. Темĕн чухлĕ материал пухрĕ. Каялла Хусана каяс умĕн тăван ялне, тăван килне кĕрсе тухма палăртрĕ.
...Купăрля ялĕнчи Ваçлейпе Акрепи паян вăталăх ывăлне Кольăна кĕтеççĕ.
Эсĕ, амăшĕ, сăрине ăшăрах ҫĕре ларт-ха, терĕ унта-кунта чупкаласа ç᰽рекен Ваçлей. - Коля вăл сиввине ĕçмест.
- Ӑна таврăнсан та ĕлкĕрĕпĕр-ха, - хирĕçлерĕ икерчĕлĕх хатĕрлекен Акрепи. - Халех ăшă ҫĕре лартсан сăра пăсăлса кайма пултарать.
Константин Петров, «Хыпар» тĕпчевҫи,
филологи наукисен кандидачĕ


"Хыпар"
18 января 2006
00:00
Поделиться