Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

ЧĂВАШ ПИЧЕТНЕ, ЧĂВАШ ЖУРНАЛИСТИКИНЕ МАЛАЛЛА АТАЛАНТАРАССИШĖН

 
"ХЫПАР" кантурне хăйĕн хваттерне вырнаçтарчĕ Никольский. Редакцире ĕçлекенсем те пурте ун патĕнче пурăнаççĕ. Ларса çырма, выртса канма, çĕр каçиччен çывăрма, апат çиме тăвăртарах та, хастарлă çамрăксем аптрасах каймаççĕ. "Чĕрĕ шăмă шăнăçать", -теççĕ шÿтлекелесе.
 
Кил хуçи-редактор киле таврăнсан та чылай калаçрĕ-ха. Хăйĕн сотрудникĕсене çакăн пек канашсем паче:
 
- Пирĕн хаçата пĕтĕм вăй-халран лайăх кăларма тăрăшмалла. Тумхахлă чĕлхепе çырнине хресчен юратсах кайме, тем аташать ку çын теме пултарĕ. Ăслă статьясемпе паллашсан вара авторне мухтаса тăранаймĕ, вăт парать, вăт шăлать тесе çеç хĕпĕртĕ.
Никольский кăштах шухăшласа ларсан-ларсан çапла хушса хучĕ:
- Паян чăваш журналистики çуралнă кун терĕмĕр ĕнтĕ. Халĕ эпĕ материалсене мĕнлерех хурăмпа парса пырасси çинчен каласшăн. Вырăс журналистикин историне тĕпчесе пĕлнĕ тарах, эпĕ акă мен асăрхарăм: малтан чи ансат жанр – заметка çуралнă, унтан – репортаж. Калăпăр, статья, интервью, фелье­тон жанрĕсем каярах палăрма пуçланă. Пирĕн вара "Хыпарта" мĕн пур жанрсемпе халех çырма тытăнмалла. Хаçат материалĕн тĕрлĕ тĕсĕ кашни номертех пулччăр. Чăваш журналистикинче жанрсем мĕнле пулмалли çинчен Сирĕнпе ыранах калаçу ирттерме пуçлатăп. Редакцирех литература шкулĕ те пуле...
Иккĕмĕш номер валли рабочисен стачкисем çинчен çырнă материал хатĕрлесе пачĕ Тайăр. "Мĕнле, редактор улăштарман-ши?" - хут листине хăвăрт пăхса тухрĕ вал. Ҫук, улăштарман. Çаплах: "Рабочисем хуçаран акă мĕн-мĕн ыйтаççĕ: ĕç укçи ÿстер, ĕç вăхăтне кĕскет, эпир пурăнакан çурт-йĕр тирпейлĕ, таса пултăр, ачасене вĕрентме шкулсем ту, ĕçлекен чирлесен ăна сиплемелли-сыватмалли йĕрке пултăр".
Материала тепĕр хут вуласа тухрĕ Тайăр. Чылай пысăк вал. Ăна редактор татах та пысăклатнă иккен. Веçне çапла хушса çырса хунă: "Ėçлекенсене пурăнма çăмăлрах пултăр тесен пуринчен ытла вĕсене пĕр çын юлмиччен çыру вĕрентмелле тăвас пулать. Ҫыру пĕлмен çынна час-часах улталаççĕ".
Хаçатра "Телеграф хыпарĕсем", "Хаçатсем каланă тарах" ятлă уйрăмсем турĕç. Унта кашни эрнерех рабочисемпе хресченсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе тупăшнине çыра-çыра кăтартаççĕ, хуласенче пĕтĕмĕшле стачкăсем, забастовкăсем, демонстрацисем мĕнле иртнипе паллаштараççĕ.
Чăваш халăхне çутта тухма пулăшакан статьясем те çапăнсах пычĕç "Хыпарта". Малтан, хаçат çураличчен, унăн ятне те "Çутталла" парасшăнччĕ редактор. Патша çыннисене хăратса пăрахассине чухласа илчĕ те, вал "Хыпарсем" ят сĕнчĕ. Унтан: "Хыпар", - çеç терĕ.
Унăн сĕтелĕ çинче тĕрлĕ йышши папка пур. Хуплашкисем çине çапла çырнă: "Ял хыпарĕ­сем", "Калавсемпе сăвăсем". "ÇУТТАЛЛА". Юлашки папка самаях хулăн вара.
Тĕн семинарийĕнче вĕрентме кашни кун кăнтăрла тĕлне çеç каймалла пулнипе вăл ир-ирех хаçатпа ларать.
Хăйĕн статйисенче хĕрарăмсене çĕр парасси çинчен те ыйту çĕклесшĕн редактор. Ун шучĕпе, вĕсене арçынсемпе танах çĕр памалла. Хĕрарăмăн та тăранас пулать-çке. Ҫапах та вăл ку ыйтупа татăклă калама хăйĕн пĕлÿлĕхĕ çителĕксĕр тесе шутлать-ха. Çавăнпа та çĕр ыйтăвĕпе çырнă кĕнекесем ытларах вулама палăртрĕ, хресченсемпе хăйсемпе те татах калаçмалла тесе шутларĕ. Хаçат валли çакăн пек темăсем палăртрĕ: хресчен хăйĕн хуçапăхне аванлатмалли мелсем çинчен, тыр-пул лайăх туса илес тесен мĕнле вăрлăх акмалли çинчен, çĕре виçĕ пусăна уйăрса акса тăвас йĕркене пăрахăçласа ултă пусăллă хуçалăха куçасси çинчен.
Кăчуне пирĕн чăвашсем тырă вырмалли машинăсем иле пуçлани çинчен те çырмалла. "Нумай çĕр ĕçлесе тырă тăвакан валли тырă вырмалли машина питĕ усăллă япала", - шутларĕ Никольский.
Ėмĕчĕсем çав тери пысăк унăн.
Халăха çутта кăларас тĕлĕшпе хаçат малтанхи тапхăртах Ҫĕр чăмăрĕ, хĕвел системи, пурнăç мĕнле пуçланса кайни çинчен çине-çинех статьясем пичетленĕ терĕмĕр.
Аслăлăх пайне те Н.В.Никольский хăй ертсе пынă. Ку енĕпе чылай материалсем çапса кăларнă. Кунта авторсен йышĕ пысăк пулнă: ученăйсем, çыравçăсем, священниксем, аслă шкулсенче вĕренекен студентсем т.ыт.те.
Хăй патĕнче ĕçлекенсем нумай кирлĕ пулассине пĕлет вал. Çавăнпа та журналистсемпе литераторсен шкулне уçрĕ Никольский.
"Хыпар" хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнă кунах хресченсем валли мĕнлерех çырасси пирки каланăччĕ вăл. Халĕ, пĕрремĕш занятирех, çав сăмахсенех эпиграф туса тепĕр хут калас терĕ. Чăваш журналисчĕсене çакăн пек канаш пачĕ: "Эпир хаçата халăх валли кăларатпăр, çавăнпа та пирĕн лайăх çырма тăрăшмалла. Тумхахлă чĕлхепе çырнине вула­са тухса хресчен унăн авторе çинчен "ку тем аташать" тет, лайăх çырнипе паллашсан "шăлать анчах" тесе мухтать. Вулакан ăнланмалла чĕлхепе кĕскен те лайăх çырнине хисеплет. Манăçа юлнă е никам илтмен çĕнĕ сăмахсем кÿртсе, тăсса çырса кайнине юратмасть. Хресчен - тĕплĕн пĕлсе хак паракан вулавçă. Вăл хаçата хисеплетĕр тесен пирĕн пикĕнсех, тăрăшсах нумай ĕçлемелле". Унăн халал сăмахĕн пĕлтерĕшĕ халĕ те пысăк, пачах кивелмест: "Ăнланмалла чĕлхепе лайăх çырмалла!"
Вырăс журналистикин икçĕр çул хушшинчи паха опычĕпе уса курса, "Хыпар" сотрудникĕсемпе корреспонденчĕсем чăвашла пуçласа хаçат жанрĕсем хывнă. Çав жанрсемпе вĕсем май пур таран ĕç çыннисене çĕнĕ пурнăçшăн кĕрешме чĕннĕ, кивĕ йĕркесене питленĕ.
Пĕрремăш номерĕ кăларас умĕн, хаçат никĕсне хывнă чухне, Н.В.Никольский кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Материалсем хатĕр мар, пулăшакансем çукпа пĕрех. Кунта унпа перле пикенсех ĕçлекен Т.С.Семенов-Тайăр пулнă-ха. Ун çине пысăк шанăç хурса Николай Васильевич ăна 1905 çулхи юпа уйăхĕнчех хăйĕн килне пурăнма кĕртнĕ, çамрăк Тимккана усрав ывăлĕ пекех йышăннă. Тĕп типографире наборщике вырнаçтарнă. Анчах вăл та çĕнĕ ĕçе хăнăхса çеç пынă-ха, вĕренсе çитеймен.
Вăхăчĕ те сахал: çур кун редакцире, çур кун хаçата пухса, калăпласа çитерес енĕпе ĕçле­мелле унăн.
Тĕп редактор хушнипе Тимкка раштаврах Чĕмпĕре çыру ярать. Унтан часах Михаил Акимовпа Ефим Трофимов килсе çитеççĕ. Наборщике вĕренсе çитнĕ Тимофей Семенов ялтан килнĕ Василий Волкова типографири кăткăс ĕçсене тума хăнăхтарать. Штатра тăман корреспондентсен йышĕ ÿссе пырать. Хусанти архивсенчи хутсене пăхсан, "Хыпар" хаçатра ĕçлекенсемпе унта çырса тăракансем, тĕпрен илсен социалист-революционерсем пулнă. Т.Н.Николаев-Хури, С.И.Игнатьев, С.К.Кириллов, Е.Т.Трофимов, В.И.Иванов, Ф.Н.Николаев, П.А.Алексеев тата ыттисем те - вĕсем пурте эсерсен партийĕнче тăнă. Ун чухне Семен Николаев вĕсен лидерĕ пулнă. Пĕтĕм ĕçе ертсе пыма тăхăр çынран комитет йĕркеленĕ. Çав комитет "Хыпар" хаçата пысăк витĕм кÿнĕ. Тăхăр çынран иккĕшĕ - Михаил Ашмовпа Василий Волков - "хыпарçăсем" пулнă.
Питех те сахалăн пулин те "Хыпара" большевиксем те çырса тăнă. Хусан университетĕнче вĕренекен чăваш А.И.Миролюбов со­циал-демократ хаçата япăх мар материалсем панă. Т.С.Семенов-Тайăр 1906 çултанпа РСДРП членĕ пулнă. Анчах та вăл эсерсемпе тачăран та тачă çыхăнса ĕçленĕ. Н.В.Никольский хăй кадетсен партине ытларах килĕштернĕ.
Чăваш пичетне, чăваш журналистикине малалла аталантарма палăртать Никольский. "Хыпара" лайăх йĕркелесе ярсан чăвашсем валли журнал, унтан вак хаçатсем кăларма ĕмĕтленет. Калăпăр, "Хыпар" тĕп хаçат, пысăк та аслă хаçат пулса юлать, "Çутталла", "Хресчен пурнăçĕ", "Сывлăх" т.ыт.те - унăн кăларăмĕсем пулаççĕ.
Виç пÿрнипе çутă та сарлака çамкине çăмăллăн çапса илчĕ редактор.
- Ытлашши пысăка ĕмĕтленетпĕр-çке! -вăрçрĕ вал хăйне. - Чи малтан "Хыпара" тĕреклетсе çитермелле.
 
Константин ПЕТРОВ,
"Хыпар" тĕпчевçи, филологи
наукисен кандидачĕ.


"Хыпар"
17 января 2006
00:00
Поделиться