Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

АТĂЛПА УРАЛ ТĂРĂХĖНЧИ КОМПОЗИТОРСЕН МУЗЫКА ФЕСТИВАЛĖНЧЕ

ÇАКĂН пек фестивальсем йĕркелесси çур ĕмĕр каяллах йăлана кĕнĕ. Шел те, 90-мĕш çулсенче Раççейре çĕнетÿ тапхăрĕ пуçлансан экономикăри йывăрлăхсене пула вĕсене ирттерме май килмен.

- Шупашкарта Атăлпа Урал тăрăхĕнчи композиторсен му­зыка фестивальне юлашки хут вун пилĕк çул каялла ирттернĕччĕ. Эпир паян 18-мĕш фестивале уçатпăр. Пирĕн министерство, çаван пекех республикăри Компози­торсен союзе Раççейри ултă тăванла республикăран килнĕ композиторсемпе ытти хаклă хăнасене хапал туса кĕтсе илесçĕ, - терĕ тунти кун каçхине Чăваш патшалăх филармонийĕнче Атăлпа Урал тăрăхĕнчи композиторсен му­зыка фестивальне савăнăçлă самантра уçнă май республи­кăри культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн ми­нистре П.Краснов.

Музыка фестивальне хутшăнма Мускавран Рассей Ком­позиторсен союзĕн правленийĕн членĕ, "Музыкальная академия" журналăн тёп ре­дакторе Ю.Корев, Хусантан Тутарстанри Композиторсен союзĕн правленийĕн предсе­дателе, Рассей Федерацийĕн искусствăсен тава тивĕçлĕ деятеле, Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Р.Калимуллин, çĕршывĕпе паллă композиторсем М.Яруллинпа А.Луппов, Мари Эл, Мордва, Удмурт тата Пушкăртстан республикисен Композиторсен союзĕсен правленийĕсен председателĕсем А.Незнакин, Н.Кошелева, АХорепанов тата С.Низамутдинов килсе çитнĕ. Вĕсемпе Чăваш Республикинчи Композиторсен союзĕн правленийĕн председателĕ, Раççей Федерацийĕн Патша­лăх премийĕн лауреачĕ Н.Ка­заков тĕплĕн паллаштарчĕ. Хăнасен ячĕпе Ю.Коревпа Н.Кошелева сăмах каларĕç. Фестивалĕн сцени çине чи малтан Рассей Федерацийĕн халăх артисчĕ, К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх пре­мийĕн лауреачĕ М.Яклашкин ертсе пыракан Чăваш патша­лăх академи симфони капелли тухрĕ. Фестивальте янăранă пĕрремĕш хайлав - чăвашсен пирвайхи композиторĕсенчен пери С.Максимов 1935 çулта çырнă увертюра. Музыкăна юратакансем çавăн пекех республикăра пуçласа янăранă пирĕн вăхăтри чăвашсен паллă композиторĕсен А.Галкинпа Л.Быренкова, Мари Эл композиторе А.Нез­накин çырнă "Тĕл пулу" сим­фони поэмине тата Хусан консерваторийĕн профессорĕн А.Лупповăн "Пин çулхи Хусан" кантатине тăвăллăн ала çупса йышăнчĕç.

Ёнер музыка фестивален концерчĕсем филармонире кăна мар, Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин, И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш пăтшалăх педагогика университечĕн залĕсенче те иртрĕç. Паян фестивалей юлашки концерчĕ Чăваш пат­шалăх филармонийĕнче 18 сехетре пуçланать. Унта хăйĕн ăсталăхне Рассей ха­лах артисчĕ Ю.Васильев ер­тсе пыракан Чăваш патша­лăх юрăпа ташă академи ансамбле кăтартать.



"Хыпар"
14 декабря 2005
00:00
Поделиться