Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

ТĂВАН ÇЕРШЫВ, САНА САВСА

ÇАМРĂКСЕН пултарулăхне аталантарма пулăшас, кăмăл-сипет, патриотизм воспитанийĕ парас тĕллевпе ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Веренекен çамрăксен пултарулăх çурчĕ тĕрлĕ мероприяти ирттерет. Весенчен пери илемлĕ вулакансен республикăри конкурсĕ. Унта техникумсемпе колледжсен студенчĕсемпе професси училищисенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ. Çулсерен йĕркелекен конкурссене чӑваш халăхĕн паллă çыннисен юбилейĕсене респуб­лика историйĕнчи курăмлă пулăмсен ячĕпе ирттереççĕ.

Кăçалхи конкурса "Хыпар" хаçатăн 100 çулхи юбилейне хапалланă. Хăйĕн те юбилей - 10 çул. Унăн пĕрремĕш пайĕнче техникумсемпе колледжсенчи студентсем тупăшрĕç. Хăнасене йышăнма Шупашкарти экономика-технологи колледжĕ тăрăшса хатĕрленнĕ. Конкурса ертсе пыракансем те, сасă-çутă аппаратурипе ĕçлекенсем те, уява юрă-ташăпа илем кĕртекенсем те, сцена çинчи ăстасене ала çупса хавхалантаракансем те кунти вĕренекенсем пулчĕç.

Конкурс "Хыпар" хаçат историйĕпе, ăна йĕркеленĕ Н.В.Никольский ĕç-хĕлĕпе паллаштарнинчен пуçланчĕ. Унтан илемлĕ вулакансем сăмах илчĕç. Пурĕ 15 çамрăк чăваш поэчĕсен тăван çĕршывăн историйĕпе культури çинчен çырнă сăввисене чăвашла тата вырăсла вуларĕç. Çеçпĕл Мишшин, А.Кăлканăн, Ю.Вирьялăн, П.Хусанкайăн, Митта Ваçлейĕн, Г.Айхин, Ю.Сементерĕн, Г.Кузнецовăн, Н.Рубцовăн сăввисем янăрарĕç. Сумлă жюри - Чăваш патшалăх университечĕн аслă преподава­теле А.Абрамов /председатель/, ЧР Вĕрентÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ В.Ни­кифорова, Шупашкарти 12-мĕш училище директорĕн çумĕ В.Павлов конкурсантсене тĕрлĕ енчен хакларĕç. Тĕп вырăнта сăвва мĕнле вулани, сцена çинче хăйсене мĕнле тыткалани, мĕнле тумланни пулчĕ. Тĕрĕссипе, çамрăксен пултарулăхĕ, хавхаланăвĕ залра ларакансене те куçрĕ тесен те йăнăш мар. Çавăнпа, жюри палăртнă тарах, малти вырăнсене пайлама та çав тери кăткăс пулнă. Чи тивĕçлисене суйласа илме вара пултарнах – вĕсен çирĕплетĕвĕпе ыттиисем те килĕшреç.

Пĕрремĕш вырăнта - Шупашкарти экономика-технологи колледжӗн сту­дентки Анна Иванова. Иккĕмĕш вырăна Шупашкарти электромеханика колледжĕнчи Александр Чашкинпа Канашри педагогика колледжĕнчи Эмилия Ильина йышăнчĕç. Сăмах май, Э.Ильина конкурс йĕркинчен кăшт пăрăнса сăвă мар, А.Артемьевăн "Салампи" романĕнчи "Салампи çырăвне" вуларĕ. Паянхи Салампи ăсталăхĕ, артистизмĕ, тумĕ пурне те тыткăнланине палăртмалла. Çакна шута илсе жюри малашнехи конкур­ссене проза вулакансене те хутшăнтарма сĕнсе хăварчĕ. Виççĕмĕш вырăна Шупашкарти механика-техно­логи техникумĕнчи Ирина Егоровăпа Шупашкарти биотехнологи колледжĕ­нчи Мария Емельянова тухрĕç.

Шел те, Шупашкарти Н.В.Николь­ский ячĕллĕ педагогика колледже "Хыпарăн" 100 çулне халалланă конкурса тивĕçлĕрех   хутшăнасса кĕтнĕ. Анчах унн çамрăкĕсем сцена ҫине пачах хатерленмесĕр тухни кăмӑла хуçрĕ.

Професси училищисенче вĕренекенсен конкурсĕ Шупашкарти 18-мĕш училищĕре иртрĕ. Хăнасене паллашмм кунга "Хыпар" ИÇ кăларăмĕсен стендне те йĕркеленĕ. Çамрăксем чӑваш челхине юратни, тăван ен историйĕпе культурине хисеплени палăрчĕ. "Конкурс шайĕ çултан çул ÿссе пырать. Професси училищисен­че вĕренекенсем илемлĕ вулакансен конкурсĕсене хаваспах хутшăнаççĕ", - тет Вĕренекен çамрăксен пултару­лăх çурчĕн художество пайĕн пуçлăхĕ Л.Киргизова.

Республикăри конкурса кунта 24 вĕренекен хутшăнчĕ. Жюри - ЧР Вĕрентÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ Н.Ива­нова /председатель/, К.Иванов ячĕллĕ литература музейĕн пуçлăхĕ С.Асамат, республикăри культура училищин преподавателĕ Р.Крыцовкина, Г.Лебедев ячĕллĕ наци вĕрентÿ центрӗн директор çумĕ Л.Кузьмина - чи пултаруллисене палăртма нумай канашларĕ. Пĕрремĕш вырăна Шу­пашкарти 12-мĕш професси лицейĕн вĕретекенĕ Анастасия Иванова тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Шу­пашкарти 18-мĕшпе 23-мĕш училищĕсенчи Галина Ефимовăпа Олеся Хрулева. Виççĕмĕш вырăна 19-мĕш училищĕри Татьяна Молевăпа 7-мĕш училищĕри Ирина Михайлова йы­шăнчĕç.



06 декабря 2005
00:00
Поделиться