Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

"Хыпар" тусĕсем спортра та маттур

Зал тулли "Хыпар" тусĕ пухăнни, паллах, пире журналистсене чунтан савăнтарчĕ. Уяв юрри янăрасан вара юратнă та хаклă хаçатăмăршăн, улăп пек чăваш спортсменĕсемшĕн мăнаçлăх туйăмĕ çуралчĕ. Акă вĕсем помост çине тухма хатĕрленеççĕ. Малтанах кире пуканĕ йăтасси халăх хушшинчи ăмăрту пулнă. Ăна карта урлă пенĕ, çапла чи вăйлине палăртнă. Халĕ спортăн çак енĕ аталанса, вăй илсе пырать. "Хыпар" парнисене çĕнсе илес текенсен йышĕ те çулсерен ÿсет. Кăçал акă ăмăртăва 155 атлет хутшăнчĕ. Чăваш Енсĕр пуçне Ульяновск тата Пенза облаçĕсенчен, Пушкăрт, Мари, Мордва республикисенчен çитнĕ.
Уява пухăннисене Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн пĕрремĕш çумĕ Ю.М.Николаев, "Хыпар" Издательство çурчĕ" патшалăх унитари предприятийĕн генеральнăй директорĕ-тĕп редакторĕ А.П.Леонтьев, культу­ра ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри комитечĕн председа­телĕ С.В.Демидова, Чăваш пат­шалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕ, ветеринари наукисен докторĕ Н.К.Кириллов профес­сор, акционерсен "Вăрнарти аш-какай комбиначĕ" уçă обществин генеральнăй директорĕ, кире пу­канĕ çĕклесе Раççейре те мала тухнă Ю.А.Попов, вăрçă тата ĕç, спорт ветеранĕ Р.Я.Камалетдинов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн прорек­торĕ О.Н.Викторов тата ыттисем саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.
Помост çинчи хĕрсем кире пуканне çăмăллăн çĕклени тĕлĕнтерчĕ. "Спортăн çак енĕ хĕрсем валли мар тени - суя. Вăл пире пулăшать, çирĕп сывлăх парнелет. Эпĕ кире пуканĕпе тахçанах туслă, халĕ вара хам тренер", - тет тĕнче чемпи­онки Любовь Эллина. Вăл ял хуçалăх академийĕнче вĕрентет. Сăмах май, хĕр çакăн пек утăм тунине килĕнче малтанах ырламан, халĕ мухтаççĕ кăна. Патăрьел районĕн Татмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ чăваш пики пурнăçне спортпа çыхăнтарма шутламан. Шкул пĕтерсен шухăшне улăштарнă. Малтанах Хусанта, унтан Чăваш патшалăх педаго­гика университетĕнче физкульту­рăпа воспитани енĕпе таран пĕлÿ илнĕ. "Хыпар" турнирне 7 хут хутшăннă. Хальхинче те мала тухрĕ. 16 килограмлă кире пуканне сылтăм алăпа - 115, сулахайпа 110 хут çĕклерĕ те 225 очко пухрĕ - абсолютлă чемпионка ятне çĕнсе илчĕ. Пысăк çитĕнÿпе ăна академи ректорĕ Н.К.Кириллов профес­сор хăй саламларĕ, хаклă парнепе чысларĕ.
Николай Кириллович академире пултаруллă студентсем кăна мар, маттур вĕрентекенсем ĕçленипе чунтан мухтанма пултарать.
18 султан кĕçĕнрех атлетсен хушшинче абсолютлă чемпион ятне агрономи факультечĕн пĕрремĕш курс студенчĕ Вита­лий Семенов çĕнсе илчĕ. Виталий Епчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпари вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех кире пуканĕ йăтассипе пысăк çитĕнÿсем тунă, спорт мастерён кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Унăн пĕрремĕш тренерĕ - асăннă шкул директорĕ М.П.Скворцов.
Яшсен хушшинче пĕрремĕш вырăнсене çавăн пекех тĕрлĕ виçере Патăрьел районĕнчи Çăкăт ялĕнчи Д.Мишин, Йĕпреç районĕнчи Пучинкери Р.Береговпа А.Васильев, Пенза облаçĕнчи Мокшанскри аграри колледжĕ студенчĕсем А.Прокаевпа А.Какулин тата Чă­ваш патшалăх культурăпа ис­кусство институчĕн студенчĕ С.Павлов йышăнчĕç.
Хĕрсенчен 70 килограмлă ви­çере академии экономика фа­культечĕн пĕрремĕш курс сту­дентки, Йĕпреç районĕнчи Пу­чинке хĕрĕ А.Иванова çĕнтерчĕ - 214 /114+100/ очко пухрĕ. Иывăртарах виçеллĕ хĕрсен ушкăнĕнче вара Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпари О.Колсапова мала тухрĕ. Тĕрлĕ виçере Йĕпреç районĕнчи Д.Павлова, Ульяновск облаçĕн­чи О.Разумовăпа С.Долгова, Канаш районĕнчи шкул ачи Е.Степанова тата Шупашкар районĕнчи Л.Федорова вĕрентекен палăрчĕç.
Кăçалхи XXII турнирта 40 çултан иртнисен хушшинче 30 спорт ветеранĕ вăй виçрĕ. Вёсен йышĕнче тĕнчипе паллă атлет нумай пулчĕ. 55 çултан аслăраххисенчен Пушкăрт Республикинчи Стерлĕпуç район­ĕнчи М.Т.Суяргуловпа Улатăр хулинчи В.И.Притуленко хуш­шинче çивĕч кĕрешÿ иртрĕ.
Турнирăн тĕп парнине Шу­пашкар хулинчи Ленин рай­онĕн команди çĕнсе илчĕ. Ытларахăшĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренекенсем е ĕçлекенсем.
"Хыпарăн" 100 çулхи юбилейĕпе çыхăннă мероприятисем малалла пыраççĕ. Кăрлач уйăхĕнче Хусан-Шупашкар йĕлтĕр кросĕ иртĕ. Унта эсир те, хаклă вулакансем, хутшăнма пултаратăр.
Людмила ЯКИМОВА.


"Хыпар"
02 декабря 2005
00:00
Поделиться