Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Конкурссене хутшăнăр

"ХЫПАР" хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 100 çул çитнине халалланă мероприятисене хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕ проектсен конкурсĕсене ирттересси çинчен пĕлтерет:

1. Воробьев композиторсен урамĕнчи 14-мĕш çурт çине вырнаçтармалли асăну хăмин (ХIХ-ХХ ĕмĕрсенче унта тĕн училищин пĕр пайĕ вырнаçнă, çав çуртра 1888-1893 çулсенче "Хыпар" хаçата никĕсленĕ Н.В.Никольский вĕреннĕ);

2. Н.Никольский проспектĕнчи "Берендей вăрманĕ" тата "Тĕп пасар" чарăнусем патĕнче Н.Никольскин сăнĕллĕ тата ун çинчен каласа паракан текстлă панносен.

Проектсене 2005 çулхи чÿкĕн 15-мĕшĕччен çак адрессемпе йышăнаççĕ:

Шупашкар хули, Урицкий урамĕ, 43, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви;

Шупашкар хули, К.Маркс урамĕ, 36, Шупашкар хулин администрацийĕ;

Шупашкар хули, И,Яковлев проспекчĕ, 13, Пичет çурчĕ, II! хут, "Хыпар" Изда-тельство çурчĕ.



14 октября 2005
00:00
Поделиться