Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

«ХЫПАР» ЮБИЛЕЙНЕ - ПАРНЕ

ЕЛЧĔК районĕнчи Курнавăшри тĕп шкулта вĕрентекенсенчен кашни иккĕмĕшĕ çитес çур çулта чăвашсен тĕп хаçатне илсе тăрĕ. Кунта «Хыпар» Издательство çурчĕн ытти кăларăмĕсене те кăмăлласа вулаççĕ. Педагогика канашĕ тата ашшĕ-амăшĕн комитечĕ тăрăшнипе вĕренекен-сем те «Хыпарпа» туслă.

Курнавăш шкулĕн директорĕнчен, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕнчен С.Н. Николаевран «Хыпар» хаçат юбилейне шкулта епле хатĕрленни тата шкул пурнăçĕ çинчен тĕплĕн ыйтса пĕлтĕм:

- Пирĕн шкула 8 ялтан, çав шутра Тутарстанпа Ульяновск облаçĕнчен те вĕренме килеççĕ. Çакă çамрăксене пирĕн патра тарăн пĕлÿпе пĕрлех тĕрлĕ специальноç илме май пуррипе çыхăннă. Çулленех тĕрлĕ категориллĕ водительсем, трак-тористсем, поварсем вĕрентсе хатĕрлетпĕр. Вĕрентÿ ĕçĕн çак тĕллевне пурнăçлама эпир Чă-ваш патшалăх университечĕн, Мускаври автоçул институчĕн тата Мускав патшалăх университечĕн лицей-класĕсене йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра шкулта 264 ача вĕренет.

Çак кунсенче шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсен пухăвĕсем иртрĕç. Унта вĕрентÿ ĕçĕнчи ыйтусемпе пĕрлех чăваш халăх хаçачĕ «Хыпар» |100 çул тултарнине мĕнле кĕтсе илесси пирки те (калаçрăмăр. Кашни класрах ятарлă мероприятисем - тĕрлĕ конкурс, вулавсем, тавçăруллисемпе {хаваслисен вăййисем иртеççĕ. Çавна май хаçат (журнал вулакансен йышĕ палăрмалла ÿсет. Шкулта ĕçлекенсемпе вĕренекенсем хальхи вăхăтра («Хыпар» Издательство çурчĕн тĕрлĕ кăларăмĕсене 100 экземпляр ытла илсе тăраççĕ. Çитес çур çулта тата ытларах пулĕ. Вĕрентекенсенчен кашни иккĕмĕшĕ, вĕренекенсенчен кашни тăваттăмĕшĕ ашшĕ-амăшĕпе пĕрле «Хыпар» хаçат çырăнса илме тĕв турĕç. Маларах шутласа пăхнă тăрăх, çитес çур çулта 50 экземпляртан кая мар «Хыпар», 10 экземпляр «Чăваш хĕрарăмĕ», 35 - «Çамрăксен хаçачĕ», 20 - «Кил-çурт, хушма хуçалăх», пĕрер экземпляр «Сывлăх», «Крим» хаçатсем тата «Капкăн» журнал илсе тăма пуçлатпăр.

Эпир ытта шкулсен коллективĕсене те тăван хаçатăмăр юбилейне тивĕçлипе кĕтсе илме, ăна ытларах çырăнса илме тата вулама чĕнетпĕр.

 



14 октября 2005
00:00
Поделиться