Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Хаклă экспонантпа пуянланнă

Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунĕ умĕн Вăрнарти историпе краеведени музейĕ хаклă экспонатпа пуянланнă. XIX ĕмĕр вĕçĕнчи тĕкĕре поселокра пурăнакан Юлия Валерьяновна Евграфова парнеленĕ.

Ю.Евграфовасем патне çак тĕкĕр киçĕ çуртпа пĕрле куçнă. Унта тахçан Кирилл Макарович Никишов пурăннă пулнă. Вăл 1917 çулччен Элĕк районĕнчи Мăн Шетьмă чиркĕвĕнче священникре ĕçленĕ. 1918 çулта Вăнара куçса килнĕ. Н.Никишов - поселок историне тĕпчекен пĕрремĕш краеведсенче пĕри.

Хаклă экспонатăн вăрттăнлăхĕсем чылай-ха. Унăн историне тата краеведăн кун-çулне ача-пăча пултарулăх çурчĕн çамрăк таварапĕлÿçĕсем шырав ĕçĕсене тĕпчесе пĕлĕç.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
06 июня 2005
00:00
Поделиться