Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

«Сирĕн хаçатсем çутă»

Элĕк районĕнче пурăнакансенчен 98,1 проценчĕ чăваш. Кун пекки нихăш районта та çук. Эппин, Элĕке чăн чăваш районĕ теме пулать. Пирĕн хаçатсен вулаканĕсен пысăк пайĕ те кунта пурăнмалла пек туйăнать. Çакна шута илсе черетлĕ «Хыпар» кунне Элĕк районне çул тытрăмăр.

   «Хыпар» ĕçченĕсене район пуçлăхĕ В.И. Анисимов кĕтсе илчĕ, вăл вырăнти лару-тăрупа паллаштарчĕ. Элĕк – ял хуçалăх районĕ, промышленноç предприятийĕсем  сахал кунта. Анчах халĕ çак çитменлĕхе пĕтересшĕн, часах кунта термоблоксем туса кăларакан завод хута каймалла. Çак кунсенче «Вирьял шевлисем» фестиваль иртнĕ, халĕ акатуя хатĕрленеççĕ. Пĕрремĕш тĕл пулу шăпах çак уява йĕркелекенсемпе, культура ĕçченĕсемпе, иртрĕ. Вĕсем паянхи литература пирки сăмах пуçарчĕç. «Хальхи кĕнекесене вуласан кайса çакăнас килет. Пессимистла шухăш кăна унта. Сирĕн хаçатсем çутă пулни аван. Çакна малалла та тытса пырăр. Хаçат-журнал вуласан пурăнас, ĕçлес килтĕр», - терĕç вĕсем.

  Районти почтамтра çырăнтарупа ĕçлекен С.С. Якимова пĕлтернĕ тăрăх, Кĕçĕн Тăвансем ытти ял администрацийĕнче пурăнакансемпе танлаштарсан хаçат-журнал ытларах çырăнса илеççĕ. Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем тата ытларах та çырăнса илме хирĕç мар-мĕн, анчах укçи пĕчĕк пулни чăрмантарать. Ведомоçпа çырăнтарассине йăлана кĕртмен кунта. Çапах та республика хыпарĕсене вĕсем шăпах пирĕн хаçатсенчен пĕлнине палăртрĕç. «Радио ĕçлемест, чăваш телевиденийĕ ял халăхĕшĕн меллĕ мар вăхăтра эфира тухать. Хаçата кирек хăçан вулама пулать», - терĕç вĕсем.

  Шкул ачисемшĕн юлашки шăнкăрав янăранă. 11 класс пĕтерекенсем шăпах ППЭ тытма кайнăччĕ, тепĕр ушкăнĕ – «Зарница» тата «Орленок» вăййисене. Тавăтри тата Мăн Вылăри шкулсенче вĕрентекенсемпе тĕл пултăмăр. Вĕсем хăйсен районĕнчен хатĕрленĕ материалсене вуласа савăннине палăртрĕç. Мăн Вылăри ял администраци пуçлăхĕ Н.А. Лаврентьева хаçат-журналсăр ял çынни пурăнайманнине асăнчĕ. Ял библиотекинче пирĕн пур хаçат та пур, тĕп библиотека çырăнса парайманнине ял администрацийĕ пулăшать. Иртнĕ çур çулта, калăпăр, 700 тенкĕлĕх хаçат-журнал çырăнса панă. Тури Вылăри библиотека пуçлăхĕ З.М. Степанова та ял библиотекинче хаçат-журнал пушшех те кирлине палăртрĕ. Кĕнекесем кивелсе пыраççĕ. Ял çыннин хаçат-журнал çырăнма укçа-тенкĕ çитмест. Вĕсем библиотекăна килеççĕ. Кунта та пирĕн хаçатсем пур. Ял администрацийĕ пулăшать-мĕн. Çырăнайманнисене туянаççĕ. Зоя Михайловна пур хаçат-журнала тишкерсе картотека туса пырать.

  Районти почтамт пуçлăхĕ Г.Г. Васильев çырăнтару йывăррăн пынине палăртрĕ. «Хыпар» ИÇ кăларакан хаçат-журнала халĕ 11800 экземпляр илсе тăраççĕ пулсан 3935 çырăннă. Çав шутра «Хыпар» - 575 (271), «Çамрăксен хаçачĕ» - 538 (83), «Чăваш хĕрарăмĕ» - 346 (151), «Кил-çурт, хушма хуçалăх» - 1267(497), «Сывлăх» - 358 (106), «Крим» - 243 (48), «Капкăн» - 55 (12). Çырăнтару тапхăрĕ часах вĕçленет, Элĕксем чăваш хаçачĕсене пуринчен ытла вуланипе палăрса чăн чăваш районĕ пулнине çирĕплетессе шанатпăр.

 



"Хыпар"
28 мая 2005
00:00
Поделиться