Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Татьянăсем, ырă ĕçе хутшăнар

ШУПАШКАРТА Таса Татиана чиркĕвĕн никĕсне хунă чула Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ II Алексий 2001 çулхи утă уйăхĕнче сăвапланă. Унтанпа храм аванах çĕкленсе пычĕ. Анчах халĕ укçа-тенкĕ çитменрен ĕç чарăнса ларнă. Çавна май ЧР Строительство министерстви хула çыннисене, предприяти-организацисене, предпринимательсене май килнĕ таран çак храма туса пĕтермешкĕн пулăшма ыйтать. 2005 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче чиркĕвĕн тĕп куполне хăпартса лартмалла. Храма Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ II Алексий килнĕ тĕле хута яма палăртнă.

Вĕренекен çамрăксем, студентсем, сăваплă пуçарăва эсир те хутшăнсан, храма туса пĕтерме эсир те кăштах укçа хывсан пит аван пулмалла та. Сăваплă Татиана шăпах студентсен хỹтĕлевçи-çке. Вĕренекен, тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен, тивĕçлĕ канури маттур та хастар, ырă кăмăллă Татьянăсем, эсир те çак ыр тĕллевлĕ ĕçе хутшăнсан тем пекехчĕ. Сăваплă Татиана чиркĕвне çỹреме сире кăмăллăрах та пулĕ, ăна тунă çĕре эсир хăвăр хутшăннă пулсан пушшех те.

Çак храма туса пĕтермешкĕн ыттисем те хастар хутшăнасса шанатпăр. Ырă ĕç ырăпах таврăнать. Таса Татиана чиркĕвĕн православи прихучĕн реквизичĕсем:
ИНН 2129043117
Расчетный счет: 407038104000000Ш058 Филиал ОАО "Aвтoвaзбaнк" г.Чебоксары
БИК 049706714
кор/счет 30101810800000000714



"Чăваш хĕрарăмĕ"
26 марта 2005
00:00
Поделиться