14:18 Юбилей газеты Янтиковского района - "Ял ĕçченĕ"
17 февраля 1935 года вышел в свет первый номер газеты Янтиковского района - "Ял ĕçченĕ" ("Сельский труженик") тиражом 880 экземпляров. Главным редактором был А.Каховский, он один выпустил первый номер. Всего же в штате редакции в то время трудилось три человека.
За годы своего существования у янтиковской районной газеты было более 10 редакторов. С октября 1981 года ею руководит Г. Соловьев.
Сейчас издание выходит на чувашском языке два раза в неделю (по вторникам и пятницам) общим тиражом 1830 экземпляров. "Районка" была и остается для читателей родной и любимой. Она широко освещает жизнь района, на газетных страницах - вся история родного края с его буднями и праздниками, люди с их делами и заботами.
Министр культуры, по делам национальностей, информационной политики и архивного дела ЧР П. Краснов поздравил коллектив газеты с юбилеем. В его поздравлении, в частности, говорится:
"Хисеплĕ юлташсем! Сире "Ял ĕçченĕ" хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 70 çул çитнĕ ятпа саламлатăп.
Сак паллă кун редакцире вуншар çул хушши хастар ĕçленĕ тата паян ĕçлекен мĕнпур журналистсене, хаçатпа туслă çыхăну тытакансене, полиграфистсене хаçата халăх хушшине саракансене уйрăмах ăшшăн тав тăвас килет. Шăпах ĕнтĕ вĕсем тăрăшнипе "Ял ĕçченĕ" район çыннисен чи юратнă хасачĕ пулса тăчĕ.
Сирĕн коллектив утса тухнă çулсем - чăннипех пысăк сукмакăн тапхăрĕсем, шыравсем тата есĕмсем тунă çулсем. Эсир вулакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сутсе яватăр, вĕсене татса памалли çулсене тишкерсе усăллă сĕнусемпе пулăшатăр, ку чухнехи йывăр лару-тăрăва пăхмасăр тулли те тĕрĕс информаци паратăр.
Хаçат çулсерен çĕнелсе, аталанса пырать, пуян содержанийĕпе вулакана тыткăнлать. Вăл малашне те саманапа тан уттăр, пурнăçра пулса иртекен улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем вулакан патне вăхăтра çитчĕр.
Редакци ĕçченĕсемпе штатра тăман авторĕсене тата вулакансене çак савăнăçлă уяв ячĕпе ырлăх-сывлăх, телей, иксĕлми вăй-хал, ăнăçу, çĕнĕ çитĕнỹсем сунатăп. Хаçат пуласлăхĕ çутă пултăр!"