Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

«Хыпарпа» «ачисене» кăмăлласа вулаççĕ

Хаçат-журнал – чун апачĕ, унсăр пурнăç та питĕ чухăн пулĕччĕ. Çавăнпа та Карайри çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекен В.Данилова, Е.Данилова, Л.Куприянова почтальонкăсем тата А.Александрова ертÿçĕ кашни çемьене тăван чĕлхепе пичетленекен тĕрлĕ кăларăм çырăнтарма тăрăшаççĕ.

Ку тăрăхра пурăнакансем «Хыпар» Издательство çурчĕн хаçачĕсене хапăлласах çырăнаççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çул валли «Хыпар», «Кил-çурт, хушма хуçалăх», «Çамрăксен хаçачĕ», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Сывлăх», «Крим» хаçатсене суйласа илнĕ. Кунсăр пуçне районта тухакан «Ял пурнăçĕ» çинчен те манмаççĕ.

Л.Куприянова палăртнă тăрăх, Çĕньял Карайĕнче чи нумай хаçат-журнал çырăнса илекенсем – О.Семенова, Е.Лаврентьева, А.Васильев, Л.Белова, В.Семенов. Вĕсем пурте тăватшар экземпляр таран çырăннă. Кÿлхĕрринчи В.Владимировпа Г.Михайлова та çавăн чухлех илсе тăраççĕ. Чи нумай çырăнаканни вара – Куприяновсен çемйи. Вĕсем пурĕ 11 тĕрлĕ хаçат çырăннă. Карайĕнче Валерий Федотова çитекенни çук. Унăн çемйи 5 экземпляр илсе вулать.

- Карай çынни ем хаçат-журнал  вулама пăрахман-ха. Çакна пĕр çемье  миçешер экземпляр çырăнса илни те çирĕплетет. 2005 çулхи çур çулшăн çырăнтармалли тапхăр йĕркелле иртрĕ. Пирĕн тĕллев – хаçатпа туслисен йышне ÿстересси, - тет Л.Куприянова.



"Хыпар"
13 января 2005
00:00
Поделиться