Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Хаçат Кубокĕшĕн ăмăртрĕç

Иртнĕ шăматкун волейболла выляса “Çĕнтерÿ çулĕ” район хаçачĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртрĕ. Хальхинче хĕрарăмсен командисем тупăшрĕç. Район администрацийĕн физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе тимлекен Сергей Политов каланă тăрăх кăçалхи пек нумайăн хутшăнни тахçанах пулман. Сакăр команда мала тухассишĕн вăй виçрĕ - Хурăнсур Çармăс тата Çавалкас, Хирпуç çамрăкĕсем, ялхуçалăх техникумĕн студенчĕсемпе вĕрентекенĕсем, Калининăри шкул интернат, Вăрнарти икĕ шкул, 29-мĕш номерлĕ профессипе техника училищи.

Кубока çĕнсе илессишĕн çапла массăллăн вăййа тухни хаçатăн халăхри хисепĕ пысăк пулнине те пĕлтерет ĕнтĕ. Кашни вăйă çивĕч кĕрешÿре иртрĕ.

Финалра тăватă команда пĕр-пĕринпе тĕл пулчĕç. Кубока ялхуçалăх техникумĕн команди çĕнсе илчĕ, çавалкассем иккĕмĕш пулчĕç. Хурăнсур Çармăс çамрăкĕсем виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 ноября 2004
00:00
Поделиться