Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Шухăшĕ те пур, кулăшĕ те...

Кĕнеке издательствинче хыснā укçипе чāвашла илемлĕ литература кĕнекисем кāларасси çултан-çулах чакса пырать. Тухнисем те республика тулашне çитеймеççĕ. Лавккаран кĕнеке хāçан туяннине те маннā ĕнтĕ. Юрать: тепĕр чух Чāваш Енрен пĕр-пĕр пайтаçā çула май тенĕ пек вĕренỹ кĕнекисем: словарьсем илсе килет. Вĕсен чāваш çыравçисен пĕр-ик кĕнеки тухкалать. Кулāшла хайлавсен алла тытса вуламалāх кĕнеки юлашки хут хāçан тухнине вара издательствāра ĕçлекенсем хāйсем те ас тусах каймаççĕ пулĕ. Хāй вāхатĕнче тухни Л.Агаков: А.Ėçхĕл кĕнеки евĕрлисем. Çук халь вĕсем. Те çыраканĕсем çук: çавах: маларах асāннā кулāш āстисем пулмасан та сатирāпа кулāш жанрĕнче тарāшакансем пачах пĕтмен-ха тāван сāмахлāх лаççинче. Халā хам алāра тытакан кĕнеке те çирĕплетет çакна. Вāл кулāшла хайлавсен пуххи пулни хуплашкинченех курāнать. Çук: "Ухват уявĕ" патшалāх издательствинче тухман: āна авторĕ: Тутарстанра пурāнакан В.Орлов хāй вāйĕпе иртнĕ çул Çырчаллинче кун çути кāтартна. Тỹрех калатāп: кулāш жанрне кāмаллакансем валли вуламалли пур унта: анекдот евĕрлĕрех кĕске кулāшсем те: кулленхи пурнāçа ỹкерсе кāтартакан кĕске тата самаях пысак калавсем те: кирек хāш сцена çинче выляма юрāхла камитсем те. Кашнинех хāйне майлā калāпланā: кашниех вулакан чунĕнче āшā кулāш туйāм.çуратать. Çав вāхāтрах курайманлāх çуратакан путсĕр этемккесен сāнарĕсене те тĕл пулатāн кунта.
Кĕнеке авторе те литературāра çĕнĕ ят мар. Унāн кулāшла калавĕсене: савви-юптарāвĕсене "Капкāн": "Ялав": "Тāван Атāл" журналсенче чылайранпа вуласа килĕнетпĕр. Çыравçāн ачасем валли "Икĕ çāл" калавсен пуххи: "Пушāпа сĕлĕ" юптару кĕнеки: "Эх: аппаçāм: аппаçāм" сāва пуххи çапāнса тухна. Вырасла пичетленни те пур. Ку кĕнекене те эпĕ лавккара туянман.Çын урлā çитрĕ вал ман пата.Тахçантанпах алāра çакнашкал хулāн кĕнеке тытса курманскер: āна çийĕнчех вуласа тухрāм.Хайлавĕсене тĕрлĕ çулта çырнā пулсан та вĕсенче паянхи пурнāçа та тỹрех туйса илетĕн. Çāмāл та сāнарлā чĕлхепе çырнā илемлĕх мелĕсемпе виçеллĕ усā курнā. Калавсенчен нумайāшĕ нимĕнле кỹртĕм сāмахсāр-мĕнсĕрех пуçланать. Акā "Икĕ сиплевçĕ" калавāн пуçламāшĕ:"А-а-пчху!!!". Çапла: пĕр сāмахран тāракан предложенипе пуçланать хайлав: малаллахи ĕç-пулĕм вара пĕтĕмпех çав сāмахпа: сунас чирĕпе çыхāнāā. "Нивушлĕ лартĕç" калав та тāрук пуçланса каять: "Каласан çын шанмĕ: аллā патне çывхарса пыракан Каçāр Карачама ĕнер милицисем тытса кайрĕç..." Вулакана тỹрех ярса илет калав. Малалла мĕн пулать-ха;" текен касāклану çуралать. Вĕçленме те вулакан кĕтнĕ пек мар: йāлт урāхла вĕçленеççĕ. В.Орлов хайлавĕсем Кк енчен уйрāмах "Менелник" калава палāртас килет. Сāнава пĕлĕшĕ хāйĕн менелникне йыхравлать.
"Ухват уявĕ" калав та кāсāклā пуçланать те кĕтменлĕхпе вĕçленет. Çĕнĕ çул каçĕ. Старикпе карчāк патне Хĕл Мучи пырса кĕрет. Калаçаймасть иккен хай. Калас сāмахĕсене малтанах хут çине çырса хатĕрленĕ. Пĕр хутне тāсса парать хуçасене. Унта çапла çырнā:"Эп шāнса пāсāлнā. Сасā çук: калаçаймастап. Пулāшāр. Темиçе уйāх ĕнтĕ пенси илмен". Хут хыççāн хут сĕнет хāна. Вāл ыйткалама тухнā-мĕн: ыранах унāн Мускавра: тепĕр кун парламентра пулмалла. Ватāсем çакна çāм алса: тĕпленĕ çāм атā: çур çāкāрпа çур шāрттан параççĕ. Питĕ кāмāллā тухса каять Хĕл Мучи. Тепĕр кун ирех арāмĕ упāшкине тахçантанпах юсавсāр ухвата юсаманшāн ятламах тытанать. Янратсах. Шāп çав вāхāтра тимĕрçĕ Санька килсе кĕрет. Пĕр аллинче - ухват: тепринче - чāматан. Çакā палла пулать:кам мĕнлерех çын пулнине пĕлес шутпа Санька çĕркаç юриех Хĕл Мучи пулса çỹренĕ: хāйне пулāшма ыйтнā. Тĕрлĕ çын пур ялта. Чылайāшĕ пулāшма хатĕр. Теприсем: пуянраххисем: пачах урāхла... Паян ирпе Санька хāйне хĕрхенсе панā япаласене тавāрса пама тухна. Кил хуçин инкекне пĕлсе: хай тунā ухвата та илсе килме манман. Ватāсемшĕн тỹрех - икĕ уяв!
"Коммунизм çапла тāваççĕ" пĕр пайлā трагеди - хāйне майлā хайлав. Политика хайлавĕ темелле-ши. Автор ирĕкĕпе сцена çине историре чāн пулнā сāнарсем тухаççĕ: Карл Маркс: Фридрих Энгельс: Владимир Ленин: Иосиф Сталин: Лаврентий Берия. Чун сỹ! туса каймалла. Сцена çинчи калаçу коммунизм тāвасси тавра пырать. Автор кунта коммунизм теоретикĕсене хāйсен хайлавĕсенчи сāмахсемпе пĕлсе те вырāнлā калаçтарать. "Ленин хāй çинчен калани" калав та интереслĕ вуланать. Хуралти салтак Ленин мавзолейре çуккине курать те пāлтах йāванать. Çав кун Патшалāх Думинче Ленин учĕ пирки хĕрỹ калаçу пынā: пĕрисем халех чавса пытарас тенĕ: теприсем крематорире çунтарма сĕннĕ: коммунистсем вара Ленина тĕкĕнме кирлĕ мар тенĕ. Кĕтмен çĕртен трибуна çине Ленин улāхса тāрать: тавлашуллā ыйту пирки хāй шухāшне пĕлтерет...
"Анекдот хакĕ" : "Эрех тытканĕнче": "Шуйттан тарçи": "Эпĕ епле кукшаланни" тата ытти калав та лайāх вуланать: вĕсенче тĕрлĕрен кĕтмен ĕçсем пулса иртеççĕ. Çакā илĕртет: туртать вулакана. Кулаш ĕте çук мар. Пурнаçра кулāш та кирли çинчен эпир час-часах илтетпĕр. Эппин: кулāш кĕнекисем те кирлĕ. Çавāнпа та хāйĕн "Ухват уявĕпе" вулакана кулāш уявĕ тепарнеленĕ автора тав тāвасси кāна юлать.

Александр САВЕЛЬЕВ-САС,
РФ Писательсен союзĕн членĕ. Пушкартстан.



"Хыпар"
20 октября 2004
00:00
Поделиться