Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Мĕн-ши вăл çĕнĕлĕх?

АРТИСТА юратнăран пĕтĕмпех уншăн тума тăрăшатăн, вăл чăнласах Художник пултăр тетĕн.Чылай чух театрсенче мĕн асăрхама пулать-ха. Артист - чурара, режиссер чуралăхĕнче, сăнар чуралахĕнче, пьеса чуралăхĕнче... çак укерчĕк телейлĕ сăн-питлĕ çамрăк артист чунĕпе пĕр килмест. Пултарулăхри ĕçрен вăл чăн-чăн пултарулăх кĕтет. Айван режисер аллине çаклансан вара ăна лешĕ хăй енне пĕтĕрсе чикет, унăн шухăшлавне пĕтерет, чарсăрлăхне «çăварлăхлать», «хăй вырăнне» кăтартать. çапла пĕчĕккĕн-пĕчĕккен режиссер тытнă «картана» лĕкет.
Манăн вара зала кĕрсен сцена çинче ăслă, шухăшпа хуçаланма пултаракан тата ирĕклĕ, пуян туйăмла та курăмлă ăстана курас килет. Унран, унăн ăс-тăн çивĕчлĕх ĕнчен, кăмăл-сипет вылявĕнчен, хăйне евĕрлĕхĕнчен тĕрлĕрен çĕнĕлĕх те кĕтменлĕх кĕтетĕн, мĕншĕн тесен вăл пурнăçа тимлĕн туйса тăрать, питĕ сисĕмлĕ те çав тери туйăмлă мусăкçа пек пурнăç чăнлăхне илтет. Чăнлăха туйса тăмасан вара суялăх çулĕ хай йĕрĕпе туртса кĕрсе каять. Унтан суяна чăнлăх вырăнне хурса суйма тытăнатăн, хăвна та, куракансене те. Кун пек чух ăна çак çул çинчен сăмахпа каласа парса яма май çук пулĕ. çавăнпа та минресе кайнă артиста хăй суя çулĕ çинчине туйса илме пулăшмалла, пурнăçăн кирлĕ пек лару-тăрăвне лартса «çунтарса» илмелле. çакă мĕн чул маларах пулса иртет - çавăн чухлĕ аванрах. Пĕрисем кăна хăвăрт ăнланса илеççĕ, теприсем темиçе çултан, виççĕмĕшĕсем - мĕн пурнăçĕпех ăнланмасăр юлĕç. Кун пеккисем пирки шеллесе те хурăнланса "чĕрĕ вилесем" тесе калама та пулать.Тĕрĕссипе ун пеккисем пултарулăхра та, хăйсен çемьери пурнăçĕнче те телей кураймаççĕ. Хăв «инвалид» пулса юлнине туйса илни чăн-чăн синкерлĕхе лĕкнине пĕлтерет-çке.
Артист профессийĕ хăвăн кулленхи пурнăçупа тачă çыхăннине каласа хăварни те кирлех пулĕ тетĕп. Пурнăçа хăв тăватăн, унăн хакĕ те эсĕ мĕн чухлĕ вăй хунипе танлашать. Сцена çинче кирлĕ пек телей тупаймасан хăвăн «личнăй» пурнăçунта та çавах пулĕ, енчен те сцена вăрттăнлăхĕсен тыткăнне лексен - пурнăçри чăн-чăн ирĕклĕхе те туйса илĕн, вара хăвна телейлĕрен те телейлĕ çын пек туйан.
Этем чун-чĕрине çĕкленипе те, хутĕленипе те уйрăлса тăрать-çке пирĕн ĕç. Куракан театра хăйне çын пек туяс тесе, шанчăка чĕртес тесе, ыранхи куна ĕненсе пырать. Хăй вăхăтĕнче Андрей Поповран «Театр мĕн тума кирлĕ;» тесе ыйтнă. «çынсене пурăнма пулăшма», - тесе хуравланă вăл. çак шухăша тĕпе хурса ĕçлесен çеç хамăр хака туйса илсе куракана та хаклама вĕренетпĕр.
Пирĕн сцена çинче Чĕрĕ çынна курас килнине пула Чĕрĕ Пурнăç кĕтетпĕр ăстасенчен. Анчах та чĕрĕлĕх пурнăçри пек тенине пĕлтермест-ха. Паллах, эпир психологиллĕ театр системинчен тараймастпăр, анчах та ун çине таянса çĕнĕ система патне пырса тухма пултаратпăр. Унăн ячĕ те пур - «выляв системи». Артист господин «хытса» ан лартăр тесен унан хăйĕн те аталанас-улшăнас кăмалĕ малта пулмалла, пирĕн те, режиссерсен, воспитатель ĕçне туса пынипе пĕрлех пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн артистра ирĕлсе çухалмалла. çавăн чухне кăна артистран çĕнĕ артист пулса тарать. çут çанталăкри илемлĕ килĕшỹлĕх патне пырса тухма режиссерăн та пач çухалса «вилмелле мар», артиста та йăлăхтарса çитермелле мар.Темĕнле илемлĕ шайлашулăх хуçаланмалла пек. Театр ĕçĕ вăл питĕ черчен ĕç - пурнăçа тимлесе чăнлăха шырани. Ку енĕпе вара артист - тытканлавçă, вăал ыттисенчен ытларах пĕлнипе, ыттисенчен кăшт «катăкрах» пулнипе уйрăлса тăрать. «Катăкрах» тени вал театр теорине, этикине, акцине хăвăн талантунтан, хăвна юратнинчен, мухтавçăлтăрлахран çỹлерех лартнине пĕлтерет. Кун пек ыйтнине, питех те шел, пурте чăтаймаççĕ. Вара асар-писер хирĕçỹ пуçланса каять. Чăтайманнисен ыйтăва кун пек лартнине пăрахăçламалла, пĕтĕм çĕннине таптамалла-аркатмалла та каялла кивви патне тавран-малла.
Чăнлăха шыракан, чăнлăхпа куçа-куçăн тăрса калаçма пултараканнисем - «катăккисем» кăна паян çак савăплă вырăнта ĕçлеме пултараççĕ. Мĕншĕн тесен ку вăл тĕрĕслев. Пуласлăхшăн, çынсемшĕн хăв пурнăçупа чун туни.
Хама илес пулсан вара эпĕ вĕсен çумĕнче телейлĕрен телейлĕ туйнă пулаттăм. Пĕр саслă пулса тĕлĕнмелле асамлăх çурататтăмăр. Анчах та ун пеккисене хальхи саманара тупма йывăр.Чăн-чăн талантсем, хăйсене хăйсем театршăн чỹклеме пултараканнисем, сахалрах çав. Пуррисем - укçаллă вырăна, укçаллă çула суйласа илеççĕ, театра килмеççĕ. çапах та ниме пăхмасăр «Хĕвеллĕ Пурнăçа» çурт пек çĕклеме пăрахмастăн. Йĕри-тавра пухатăн та тата хăрушăрах ишĕлчĕксем куратăн. Шел, аркану-пăтрану малаллах пырать-ха. Сана вара театр ĕç-хĕлне илем шайне, савап шайне çĕклеме пултарасси астарсах тăрать.çак тунсăха пĕтерме куллен-кун ĕçе кỹлĕнетĕн. Анчах, кунта та чăрмав. Чăрмантаракансем тем чухлех, ĕçе пĕлменнисем, чунсăррисем, кутăннисем, тĕрлĕрен «çăлтăрсем», пурнăçран юлнисем, пăнтăхпа витĕннисем, мăкланнисем те ăссăррисем. Хуçаланаççĕ, вĕрентеççĕ, тапăнаççĕ, савăнаççĕ, иртĕхеççĕ - шуйттан ташшине ташлаççĕ.
Пуласлăх пирки шутлатпăр пулсан пуçлăхсен те, пуçлăх маррисен те çамрăксем çине тимлĕрех пăхни, вĕсене пулăшни кирлĕ.Чăваш театрĕн çĕнĕ тапхăрĕ вĕсенче калăпланать, ăна пурнăçа кĕртесси вĕсен чăрсăрлăхĕнчен, хастарлăхĕнчен килет.Чăтăмлăхпа тỹсĕмлĕх сунса вăхăт вĕсенчен пысăк улшăну кĕтет. Патшалăх кунта хайне евĕрлĕ гарант пулмалла - ĕç вырăнĕпе, укçа-тенкĕ тĕлĕшĕпе, çурт-йĕр енĕпе. Унсăран паянхи пурнăçра мĕн пуррине-пĕлнине те аркатса-çухатса пĕтерĕпĕр. çамрăксен вара шанчăка хăйсен ĕçĕпе çирĕплетсе пымалла. Театр чысне çỹлте тытса хăвăншăн та, халăхшăн та паттăрлăх кăтартма хатĕр пулмалла. çапла пултăр та!

Вячеслав ОРИНОВ,
Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн режиссерĕ, пултарулăх ĕртỹçи



"Хыпар"
20 октября 2004
00:00
Поделиться