Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем государственных символов
Сире Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Чăваш Республикин патшалăх ялавĕ, гербĕ тата гимнĕ пирĕн халăхăн яланхи чи пĕлтерĕшлĕ хаклăхĕсем, унăн нумай ĕмĕре тăсăлакан историйĕ, хăйне евĕрлĕ культури, пуян йăлисем ҫинче никĕсленеҫҫĕ. Патшалăх символĕсем официаллă мероприятисен тĕп атрибучĕсем кăна мар. Вĕсем тăван тăрăхăн хăйне евĕрлĕхне сăнарлаҫҫĕ, Раҫҫей Федерацийĕн мĕн пур регионĕнчи йăхташăмăрсене пĕрлештерекен татăлми ҫыхăну пулса тăраҫҫĕ.
Пирĕн умра ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене тĕпе хурса ҫамрăксен гражданла ăнланулăхне ҫирĕплетессипе, вĕсене Тăван ҫĕршыва юратса ҫитĕнме воспитани парассипе ҫыхăннă пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсем тăраҫҫĕ, наци символĕсем тĕлĕшпе хисеп пулмасан ҫак тĕллевсене те пурнăҫлама май ҫук.
Пурне те ҫирĕп сывлăх, ырă мĕн пур пуҫарура ăнăҫу, мир, телей, ырлăх сунатăп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев
Уважаемые соотечественники!
Поздравляю вас с Днем государственных символов Чувашской Республики!
Государственные флаг, герб и гимн Чувашской Республики воплотили в себе непреходящие ценности нашего народа, его многовековую историю, самобытную культуру, богатые традиции.
Государственные символы не просто обязательные атрибуты официальных мероприятий. Они отражают уникальность родного края и словно неразрывной нитью связывают наших земляков во всех регионах Российской Федерации.
Перед нами стоит важная задача воспитывать в молодежи гражданское самосознание и любовь к Родине на основе духовно-нравственных ценностей, что невозможно без уважительного отношения к национальным символам.
Желаю всем крепкого здоровья, успехов во всех добрых начинаниях, мира, счастья и благополучия!
Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев