Роза Шевлеби сӑнарӗ халӑх чӗринче яланлӑха юлӗ
Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министерстви Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Роза Ивановна Шевлеби сӑвӑҫ, прозаик, педагог, ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ 14 кӗнеке авторӗ вилнӗ пирки чун-чӗререн хурланнине пӗлтерет. Роза Ивановнӑн ҫутӑ сӑнарӗ вулакансемпе унӑн ӑсталӑхне юратакансен чӗринче яланлӑхах юлӗ.
Шевлепи (Ильина-Юхма) Роза Ивановна паллӑ сӑвӑҫ, прозаик, публицист, Чӑваш писателӗсен союзӗн членӗ, А. Талвир тата Эмине премийӗсен лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1995).
Вӑл 1935 ҫулхи раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫатра ялӗнче ҫуралнӑ.
Роза Ивановна вӑтам шкултан вӗренсе тухсан И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренме кӗнӗ. Кунтан вӗренсе тухсан Шупашкар хулинчи шкулсенче вырӑс чӗлхипе литератури, истори учителӗ пулса ӗҫленӗ. Кайран Раҫҫей Литература фончӗн чӑваш уйрӑмӗн председателӗ, чӑваш ҫыравҫисен Союзӗн правленийӗн председателӗн заместителӗ, ҫавӑн пекех пӗтӗм Чӑваш обществӑпа культура центрӗнчи ҫамрӑк ҫыравҫӑсен пултарулӑх шкулӗн етрӳҫи пулнӑ.
Ҫырас туртӑм ачаранах палӑрнӑ, сӑвӑсем, калавсем ҫырнӑ. Малтанхи хайлавӗсем "Хушкапуç", "Хурав", "Тунсăх", "Çăкăр чĕлли", "Марук кушак нянькăра", "Кăвакарчăн", "Икĕ асанне" 1993 ҫулта «Вучах» хаҫатра тата «Пике» журналта пичетленнӗ. Р. Шевлебин хайлалӑхӗсене нимӗҫ, тутар, азербайджан тата ытти чӗлхесем ҫине куҫарнӑ. Унӑн сӑввисемпе нумай юрӑ хывнӑ. Вӑл вунӑ ытла кӗнеке авторӗ.
Унӑн паллӑрах кӗнекисем: «Ачалӑх пахчи» (1993), «Йытӑ куҫҫулӗ» (1996), «Пурнӑҫ сукмакӗ» (1998), «Азбука – ӑслӑлӑх кӗнеки» (2000), «Шӑши тус парни» (2006) тата ыттисем те.
Чӑваш литературине аталантарассишӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн Роза Ивановна "Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ", "Чӑваш наци культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ. Вӑл Алексей Талвир ячӗллӗ премин лауреачӗ тата пӗтӗм чӑваш хӗрарӑмӗсен Эмине ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ.