Ушел от нас Человек с большой буквы ВИТАЛИЙ АРСЕНТЬЕВИЧ ЗОЛОТОВ
Золотов Виталий Арсентьевич родился 2 апреля 1934 года в д. Синерь Аликовского района Чувашской АССР — чувашский прозаик, краевед и общественный деятель, кандидат военно-морских наук, доцент, капитан первого ранга в отставке.
Заслуженный деятель культуры Чувашии, член Совета Старейшин ЧНК, один из организаторов Санкт-Петербургского чувашского землячества. Председатель Совета старейшин чувашского землячества Санкт-Петербурга и Ленинградской области, научный консультант Чувашской национально-культурной автономии Санкт-Петербурга, консультант Санкт-Петербургского Фонда «Зодчий Петр Егоров». Член Совета Санкт-Петербургского отделения Товарищества офицеров выходцев из Чувашии «Сыны Отечества».
Действительный член Петровской академии искусств, член Союза писателей России, болельщик футбольного клуба «Спартак» с 1947 года.
Окончил Высшее военно-морское инженерное радиотехническое училище, адъюнктуру Высшего военно-морского училища радиоэлектроники. В 1951–62 служил командиром боевой части связи, начальником радиотехнической службы подводной лодки, флагманским специалистом радиотехнической службы объединения подводных лодок Краснознамённого Северного флота. С 1965 по 1992 преподавал в Высшем военно-морском училище радиоэлектроники. Автор 3 книг по подготовке специалистов ВМФ по гидроакустике, более 100 научных исследований и статей, рецензий, методических пособий по радиоэлектронике, педагогике и психологии. Занимается краеведческой и литературной деятельностью, издал 13 книг на чувашском и русском языках.
Виталий Арсентьевич организатор выпуска чувашской газеты «Янташ» (Земляк) в Санкт-Петербурге, инициатор и организатор установки Памятной плиты на Пискаревском мемориальном комплексе, многих мероприятий в Санкт-Петербурге и Ленинградской области.
За последние годы под его руководством проведены крупные выставки посвященные И, Я. Яковлеву, Н. Я. Бичурину, А. Н. Крылову, С. Н. Бутякову, В. И. Ерменееву, переименована одна из центральных улиц г. Мурина в проезд Бичурина, установлена мемориальная плита на Храме Рождества Христова на Песках с указанием имени архитектора Петра Егорова, по инициативе Золотова В. А. принято решение о наименовании одной из больших улиц именем зодчего Петра Егорова.
Благодаря Виталия Золотова на ленинградской земле было исследовано и определено 2 Героя Советского Союза финской войны, четыре Героя Советского Союза Великой отечественной войны, 1 Герой Социалистического труда.
Дальнейшая работа чувашского землячества напечатана в последней книге Виталия Золотова «Мы вечно вместе»…
Его отличала твердость характера, глубочайшая порядочность, нравственный стержень, верность принципам. Душой он всегда оставался настоящим моряком. По словам знаменитого русского адмирала Павла Степановича Нахимова «у моряка нет трудного или лёгкого пути. Есть один путь — славный!
Виталий Арсентьевич Золотов прожил славный путь!!!
Больно и горько осознавать, что больше не сможем побеседовать с Виталием Арсентьевичем, вновь увидеть его добрую улыбку, услышать неизменно мудрый совет.
Вечная память!!!
_______________________________________________________________________________________________________________________________________
Золотов Виталий Арсентьевич ( 1934, ака, 2, Синер ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР, СССР çур.) — ăсчах, чăваш прозăçи, пĕрлĕх ĕçченĕ, тăван ен тĕпчевçи, тинĕс-вăрçă ăслăхĕсен кандидачĕ, 1-мĕш рангри капитан.
Чăваш Енĕн халăх академикĕ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Санкт-Петербургри чăваш ентешлĕхĕн ертӳçисенчен пĕрри. ЧНК Ваттисен Канашĕн пайташĕ.
1934 çулхи ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Элĕк Районĕнчи Синер ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Арсений Иванович – Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пĕлӳ илнĕскер – хăйĕн пурнăçне чăвашсене çутта кăларас ĕçе панă, амăшĕ – Анна Сидоровна – колхозра ĕçленĕ, килти хуçалăха тытса пынă.
Çиччĕ тултарсан Виталий Элĕкри шкула вĕренме кĕнĕ. Шкулта пĕлӳ илнĕ чухнех Виталий Золотов вĕрентӳçсем (М.П. Петрова – чăваш чĕлхи, А. И. Данилова – вырăс чĕлхи) пулăшнипе литература ĕçĕпе хăтланма тытăннă.
Вăтам пĕлĕве илсен Виталий Золотов 1951 çулта Ленинградри аслă вăрçă-тинĕс инженери-радиотехника училищине вĕренме кĕнĕ, ăна ăнăçлă вĕçлесе радиоэлектроника инженерĕ квалификацине алла илнĕ. Çамрăк офицер Çурçĕр флочĕн шывай кимми çине хĕсмете тăнă. Вăрçă-тинĕс флотне Виталий Арсентьевич пурнăçăн 40 çулне панă: вăл шывай киммисен пĕрлешĕнчĕкĕн флагман ăстаçи, Аслă вăрçă-тинĕс А.С.Попов ячĕллĕ радиоэлектроника училищин адъюнкчĕ, кафедра вĕрентӳçи, вĕренӳ уйрăмĕн пуçлăхĕ пулса тăрăшнă. 1989 çулта 1 рангри капитан хисеппе Виталий Арсентьевич запаса тухать.
1966 çулта В.А.Золотов диссертацие хӳтĕлесе, вăрçă-тинĕс ăслăхĕсен кандидачĕ пулса тăнă, 1968 çулта вăл доцент хисепне тивĕçнĕ. Ăслăх-педагогика ĕç-хĕлĕнче пирĕн ентешĕн СССР ХМ вăрçăиздатĕнче ТÇВ ăстаçисене çапăçăва хатĕрлемелли иккĕ кĕнеке, гидроакустикăпа монграфи пичетленсе тухнă, вăл 20 яхăн ăслăх-тĕпчев ĕçне тунă, 80 ăслăх статьине, педагогикăпа психологи енĕпе чылай рецензипе методика кĕнекине çырнă, вĕсене «Морской сборник» журналра тата А.С.Попов ячĕллĕ АВТРЭВ издательствиче пичетленĕ.
Литература ĕç-пуçне Виталий Арсентьевич хĕсметрен запаса тухсан пĕтĕм чунĕпе пикеннĕ. Унăн хайлавĕсенчи тĕп темăсем: чăваш ялĕн пурнăçĕ, ача-пăча асамлă тĕнчи, çамрăксем кăмăл-туйăм енчен аталанса ӳсни, çар çыннисен ĕçĕ-хĕлĕ, хĕрарăмсен çăмăл мар кун-çулĕ.
Хăйĕн пĕрремĕш калавне («Кушак çури») Виталий Золотов 1997 çулта республикăри «Хыпар» хаçата панă. Пĕрремĕш кĕнекине «Принципам не изменили» 1998 çулта çутта кăларнă.
Тăван ене Виталий Арсентьевич 50 çур ĕмĕр ĕнтĕ тĕпчет, ытларах Синер ялĕн кун-çулне хăтлать. 20-мĕш ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче çак ялта çуралнă 14 çын Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче çутлăха тухнă.
В.А.Золотов хăйĕн хевтелĕх ĕçĕсенче тăтăшах хăйĕн 1779 çула çити йĕрленĕ пысăк ăрăвĕн кун-çулне çырать. Ун чухне вăл çакăн пек йĕркелĕхе тытать:
«Пулса иртнине улăштараймăн, ку пире пани, халĕ пурăнакансен ăна, килĕшет-и вăл, килĕшмест-и, йышăнмалла».
В.А.Золотов – Чăваш Республикин çыравçисен пĕрлешĕвĕн тата «Многонациональный Санкт-Петербург» пĕрлешĕвĕн пайташĕ. Юлашки пиллĕк çул хушши ытларах чăвашла прозăпа публицистика жанрĕсенче ĕçлет. В.А. Золотов Санкт-Петербургри чăваш ентешлĕхĕ хушшинче пĕрремĕш тăван чĕлхепе кĕнеке кăларма, сарма пуçланă.
2004 çулта В.А.Золотова Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçĕнчи чăваш наци-культура автономин ваттисен канашĕн председателĕ пулма суйланă, çав çулах ăна чăвашсен «Янташ» хаçатне редакцилеме шаннă. Пĕрремĕш номерне 2004 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче кăларнă. Хаçат 500 экзепляр шутпа тухать, ăна тӳлевсĕрех ентешсем хушшинче сараççĕ.
В.А.Золотов Санкт-Петербургри чăваш наци-культура центрĕнче хевтеллĕ ĕçлет, чаплă чăвашсен литература каçĕсене хатĕрлет. Çапла, унăн сценарисемпе çак темăсен каçĕсем иртнĕ:«Михаил Çеçпĕл поэт-трибун çурални 100 çул», «Чăваш поэзин классикĕ К.В. Иванов çурални 110 çул», «Иакинф Бичурин çурални 225 çул», «Манайми «Нарспи» поэмине кăларни 100 çул» иртнĕ.
М.А. Козлов академикăн «Живой мир» Э.Ф. Кузнецова çыравçăн «Архитектор Петр Егоров» кĕнекисене хăтланă. Юлашки çулсенче Н.Я. Бичурин паллă ăсчах-китайçă (Иакинф мăнах), П.Е.Егоров архитектор ĕçĕ-хĕлне пропагандăлать.
Периодикăлла пичетре В.А.Золотов 40 çул ытла. Унăн пĕрремĕш ăслăх статьи «Морской сборник» журналра 1962 çулта тухнă. Хăйĕн калавĕсене, статьисене, очеркĕсене тата асаилĕвĕсене Чăваш Республикинче тата Санкт-Петербургра кăларать, «Ялав», «Медный всадник», «Невский альманах» журналсемпе, «Хыпар», «Чăваш хĕрарăмĕ», «За православие» хаçатсемпе туслă ĕçлет. 13 кĕнеке пичетлесе кăларнă.
"Пурнӑҫ" ятлӑ кӗнеке яланлӑхах хупӑнчӗ Виталий Арсентьевичшӑн. Ҫапах малалла пурӑнӗ вӑл: ырӑ ячӗ, ӗҫӗсем, ҫутӑ сӑнарӗ пирӗн чӗрере ӗмӗр-ӗмӗр ӳпранӗҫ...