Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

"Пӗрле пур йывӑрлӑха та ҫӗнтерӗпӗр"

"Пӗрле пур йывӑрлӑха та ҫӗнтерӗпӗр"

Паян Трактор тăвакансен культура керменĕнче наци культурисен "Пĕр çемьери пек ПĔРЛЕ" фестивалĕ иртрĕ. Унта пирĕн республикăра пурăнакан тĕрлĕ халăх представителĕсем хутшăнчĕç.

Наци коллективĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç, наци çипуçĕпе паллаштарчĕç. Аса илтеретпĕр, Чăваш Енре 128 наци çынни пурăнать.

Уява ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ. "Кашни халăх хăйĕн йăли-йĕркипе, наци культурипе пуян, вĕсене тăван чĕлхе пĕрлештерет. Пирĕн ĕçпе те, шухăшпа та пĕрле пулмалла, уйрăмах хальхи йывăр вăхăтра. Пĕрле пур йывăрлăха та çĕнтерĕпĕр", - терĕ вăл.

Олег Алексеевич пурне те çывхарса килекен уяв ячĕпе саламларĕ, чи маттуррисене наградăпа чысларĕ.



Издательский дом "Хыпар"
26 декабря 2020
13:34
Поделиться