Подпрограмму «Сохранение, изучение и развитие чувашского языка» комментирует директор Чувашского ТЮЗа Елена Николаева

Подпрограмму «Сохранение, изучение и развитие чувашского языка» комментирует директор Чувашского ТЮЗа Елена Николаева

Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн директорĕ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Елена Николаева «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗрентесси тата аталантарасси» ҫумпрограмма çинчен çапла шухăшлать:

– Паянхи кун тĕнчере пĕр миллион ытла чăваш çынни шутланать. Анчах чăвашла калаçакансен шучĕ чылай сахалтарах. Ахальтен мар ĕнтĕ ЮНЕСКО пирĕн чĕлхене пĕтсе пыраканнисен шутне кĕртнĕ. Çавăнпа та эпĕ Чӑваш Республикин «Культурӑпа туризма аталантарасси» программине «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗрентесси тата аталантарасси» ятарлă ҫумпрограммăпа анлăлатнине питĕ кирлĕ те вăхăтлă йышăну тесе шутлатăп. Çумпрограммăра пирĕн республикăри патшалăх чĕлхисенчен пĕри шутланакан чӑваш чӗлхин ятне-сумне çӳлти шайра тытса пыма пулăшас тесе чылай ĕç туса ирттерме палăртнă. Чĕлхе пурăнтăр тесен унпа кулленхи пурнăçра та, ытти çĕрте те – çав шутра вĕрентӳ, наука, культура тытăмĕнче – усă курмалла. Çакă вара чĕлхене упраса хăварма, вĕрентме, малалла аталантарма кăна мар, Раççейри чи ватă халăхсенчен пĕрин пуянран та пуян культурипе ытти халăхсене те паллаштарма çĕнĕ майсем уçса парĕччĕ...

Комментирует директор Чувашского государственного театра юного зрителя имени Михаила Сеспеля, заслуженный работник культуры Чувашской Республики Елена Николаева:

Официально считается, что сегодня на чувашском языке говорит более одного миллиона человек – такова численность людей, принадлежащих к нашей национальности. Но на самом деле это число сократилось на сотни тысяч человек. Ведь не зря ЮНЕСКО поставило чувашский в один ряд с умирающими языками мира. Поэтому я считаю очень нужным и своевременным дополнение государственной программы Чувашской Республики «Развитие культуры и туризма» специальной подпрограммой «Сохранение, изучение и развитие чувашского языка». В подпрограмме предусмотрены важнейшие мероприятия, реализация которых позволит поддерживать престиж и упрочить позиции чувашского языка как одного из государственных языков нашей республики. Чтобы язык жил, надо, чтобы им пользовались и в быту, и во всех других областях – в системе образования, науке, культуре. Думаю, что применение чувашского языка в различных сферах позволит не только сохранить, изучать и развивать сам язык, но и широко популяризировать богатейшую культуру народа, являющегося одним из самых древних из проживающих сегодня на территории России.



09 декабря 2020
15:43
Поделиться