Йĕркелÿ комитечĕн пĕтĕмлетÿллĕ ларăвĕ иртрĕ

Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Шупашкар хулин 550 çулне, Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине уявлас енĕпе пуçарнă йĕркелÿ комитечĕн пĕтĕмлетÿллĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Ене ĕçлĕ çÿревпе çитнĕ РФ культура министрĕн çумĕ Ольга Ярилова, ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев, республикăри культура учрежденийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

«Пирĕн ларăва паян Ольга Сергеевна хутшăнма кăмăл турĕ. Питех те кăмăллă ку. Юлашки çулсенче Чăваш Республикинче культура мероприятийĕсем çав тери нумай ирттернĕ. Культурăн 50 обьектне хута янă. Çак ĕçе малашне те малалла тăсăпăр. Йăлтах хамăртан, мĕнле тĕллевсем лартнинчен килет», - терĕ Олег Алексеевич.

«Икĕ уяв тĕлне çĕнелсе илемленнĕ Шупашкарта пулма питĕ хавас. Чăваш Енĕн тĕп хули хăтлă, таса. Кунта тĕрĕ музейĕ пурриех вăл хăйне евĕр хула пулнине палăртать. Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çитнине уявлама федераци бюджетĕнчен республикăна 430 миллион тенкĕ уйăрнă. 9 ялта çĕнĕ клуб хута янă. 52 культура вучахне юсаса çĕнетнĕ. Кĕçех самаях çĕнелнĕ Чăваш патшалăх филармонийĕ хăйĕн кураканĕсемшĕн алăкĕсене уçĕ. Ольга Любимова ячĕпе культура ĕçченĕсене Чăваш Ен аталантăр, чечеклентĕр тесе ырми-канми ĕçленĕшĕн тав тăватăп. Ĕмĕтленмелле, ĕмĕтленсен йăлтах пулĕ», - терĕ Ольга Сергеевна.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева палăртнă тăрăх, паллă икĕ юбилее хатĕрленсе Чăваш Енре нумай мероприяти туса ирттернĕ. Пандеми вăхăтне пăхмасăрах çĕртмен 24-мĕшĕнче Хĕрлĕ тÿреме уçнă, тĕп хулари театрсене юсаса çĕнетнĕ, «Чебоксары: 550», «Чувашия древняя и вечно молодая» кĕнекесем кăларнă, ятарлă медаль хатĕрленĕ. Юпа—чÿк уйăхĕсенче Пĕтĕм тĕнчери балет тата Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕсене, Мускавра Чăваш Ен кунĕсене ирттерме палăртаççĕ. Юбилейлĕ мероприятисене вара раштав уйăхĕнче «Асамат» фейерверксен фестивалĕпе вĕçлĕç. ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова культура сферинчи малашнехи плансемпе паллаштарчĕ. Калăпăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Чăваш Енри хĕрарĕмсемпе хĕрсем, çамрăксем Сăр тата Хусан тăрăхĕнче хÿтĕлев чиккисене тунă çĕрте ĕçленĕ. Вĕсен паттăрла ĕçне асра тытса Шупашкарта Асăну комплексне уçма палăртаççĕ. Юлашкинчен ĕçре хастарлăхпа пуçарулăх кăтартнисене тĕрлĕ награда пачĕç. Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн черетлĕ кăларăмĕнче.



Издательский дом "Хыпар"