ÇĔНТЕРӲÇĔСЕНЕ ЧАПЛĂ ПАРНЕСЕМ КĔТЕÇÇĔ

ÇĔНТЕРӲÇĔСЕНЕ ЧАПЛĂ ПАРНЕСЕМ КĔТЕÇÇĔ

Çамрăк чăваш çыравçисен Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă «Çĕнĕ хум» регионсен шайĕнчи литература конкурсĕ вĕçленчĕ. Шкул ачисемпе çамрăксен пултарулăх ăмăртăвне Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствипе тата наци библиотекипе пĕрле кăçал нарăс-çу уйăхĕсенче йĕркелесе ирттерчĕ.

Конкурс мĕнле иртни çинчен «Чăваш тĕнчи» хаçачĕн икĕ номерĕнче (2020, çу/май, 26, 4№ тата 2020, çĕртме/июнь, 27, 5№) тĕплĕн çырса пĕлтертĕмĕр. Пултарулăх ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисемпе призёрсен списокне Чăваш Республикин Культура министерствин, Чăваш наци конгресĕн, Чăваш Республикин наци библиотекин сайчĕсенче вырнаçтартăмăр. Çамрăк çыравçăсен илемпе сăнарлăх енчен паха хайлавĕсене «Чăваш тĕнчи» хаçатра пичетлесе пытăмăр. Хаçачĕсене Чăваш наци конгресĕнче илме пулать.

Чăваш Республикин Культура министерстви шкул ачисемпе çамрăксен литература пултарулăхне аталантарма пулăшать, çав тĕллевпе кашни çулах укçа-тенкĕ уйăрать. Кăçал та вăл «Çĕнĕ хум» конкурсĕн çĕнтерÿçисемпе призёрĕсене чыслама алă пин тенкĕ укçа уйăрчĕ. Ачасене çак майпа хавхалантарса пынăшăн тавах культура министерствине. Эпир хамăр енчен литература пултарулăх тата ăс-хакăл ăмăртăвĕсем ирттерсе çамрăк çыравçăсене асăрхаса вĕсен ăсталăхне малалла аталантарма тăрăшăпăр.

Культура министерстви панă укçапа конкурсра I, II, III вырăн йышăннисене чыслама дипломсемпе медальсем, ятарлă парнесем, вĕсен вĕрентекенĕсем валли Хисеп грамотисем, ăмăртăва хутшăннă, анчах иккĕмĕш тура тухайман ачасемпе çамрăксене пама сертификатсем хатĕрлерĕмĕр.

Чаплă парнесене эпир конкурс çĕнтерÿçисемпе призёрĕсене асăнмалăх чыславра парăпăр. Çамрăк çыравçăсен литература пултарулăх ăмăртăвĕн пĕтĕмлетĕвне чир-амак иртсен ирттерĕпĕр, ун çинчен Чăваш наци конгресĕн сайтĕнче пĕлтерĕпĕр.

Геронтий НИКИФОРОВ,

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн председателĕ



Чувашский национальный конгресс
13 июля 2020
13:00
Поделиться