Тăван çĕршывăн тĕп саккунне кĕртме сĕнекен улшăнусемшĕн сасăларĕç

Тăван çĕршывăн тĕп саккунне кĕртме сĕнекен улшăнусемшĕн сасăларĕç

Тăван çĕршывăн тĕп саккунне - Конституцие - кĕртме сĕнекен улшăнусене ырлассипе çыхăннă сасăлава паян К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пултарулăх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев тата унăн мăшăрĕ Раççей халăх артистки Нина Яковлева хутшăнчĕç. Вĕсем тĕп хулари  ачасен С.М.Максимов ячĕллĕ 1- мĕш музыка шкулĕнче вырнаçнă участокра сасăларĕç.

Валерий Николаевич саккун проекчĕ пирки хăйĕн шухăшне çапла палăртрĕ:

- Тăван халăхăн йăли-йĕркине, чĕлхине, еткерлĕхне упраса малалла аталантарасси культура, искусство ĕçченĕсене чи пысăк тивĕçĕ. Çавăнпа та Раççей Президенчĕ ку енĕпе Конституцие кĕртме сĕннĕ тÿрлетÿсене ырлатăп, çавăншăн сасăларăм та, - терĕ вăл.

Нина Михайловна вара Тĕп саккун пирĕн çĕршывăн, кашни халăхăн культурине, йăли- йĕркине, ĕмĕртен килекен хаклăхĕсенеупрассине хăй хÿттине илни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.

ХУШСА КАЛАНИ

Хамăр енчен Валерий Николаевича саламлама пысăк сăлтав пулчĕ: ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн кăçалхи çĕртме уйăхĕн 24- мĕшĕнчи хушăвĕпе ăна "Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданиинĕ" хисеплĕ ят панине "Хыпар" издательство çурчĕ пĕлтернĕччĕ. Саламлатпăр!

www.hypar.ru Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.



Хыпар
29 июня 2020
09:28
Поделиться