Искусство – чун валли

Валерий ЯКОВЛЕВ, СССР халăх артисчĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пултарулăх ертÿçи:

 Тăван халăхăн йăли-йĕркине, чĕлхине, еткерлĕхне упраса малалла аталантарасси, несĕлсенчен мĕн упранса юлнă, çавна шанчăклăн упрасси культура, искусство ĕçченĕсен чи пысăк тивĕçĕ. Çавăнпа та Раççей Президенчĕ ку енĕпе Конституцие кĕртме сĕннĕ тÿрлетÿсене ырлатăп. Хушса çеç хурасшăн: вĕсем хут çинче çеç ан юлтăрччĕç. Чăваш академи драма театрĕ шкулсенче, халăх хушшинче тăван чĕлхене хÿтĕлес енĕпе малти ретре тăрать. Тĕп саккун пирĕн Тăван çĕршывăн, кашни халăхăн культурине, йăли-йĕркине, ĕмĕртен килекен хаклăхĕсене упрассине хăй хÿттине илни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мана тата акă мĕн канăçсăрлантарать: юлашки вăхăтра профессионал искусствăна, театра, музыкăна, живопиçе производство сферипе танлаштарни. Искусство нихăçан та тупăшлă пулман, унăн тĕллевĕ — халăх чунне çĕклесси, пурăнма хавхалантарасси. Тĕп саккунра çак самантсене те курас килет.



Издательский дом "Хыпар"
10 июня 2020
09:31
Поделиться